ГРЕЙПФРУТ ПĔВЕРЕ ТАСАТАТЬ
Пĕр грейпфрут организма С витаминăн талăкра кирлĕ виçин 50 проценчĕпе тивĕçтерет. Унра çавăн пекех пектин тата биофлавоноидсем /хăватлă антиоксидантсем/, организмра çусене пухăнма чăрмантаракан, пĕвере наркăмăшсенчен тасатакан нарингин япала пур. Гликеми индексĕ пĕчĕккине кура грейпфрут диабет чухне те усăллă.
Ыйхă вĕçсен
Çак çимĕç ыйхă вĕçнипе аптракан çынсене витĕмлĕ пулăшма пултарать. Хăвăртрах çывăрса кайма выртас умĕн темиçе чĕлкем грейпфрут çимелле.
Стресс, депресси
Çимĕçе çурмалла касмалла, кăштах сахăр, корица порошокĕ сапмалла, духовкăра 10 минут пĕçермелле. Кашни кун пĕр-икĕ эрне çимелле.
Шăл валли
Шăла, шăл тунине çирĕплетме грейпфрутăн вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ хуппине 1 стакан вĕри шыва ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвекпе çăвара кунне 2 хут чÿхемелле. Сиплев курсĕ — икĕ эрне.
Юрамасть: хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастрит, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви, пĕверпе пÿре чирĕсем аптратсан, хырăм юласран гормон препарачĕсем ĕçнĕ чухне.
Ÿт сиенленсен
Ÿт виселенсен, пигмент пăнчисем пулсан çуса тасатнă пите кунне икĕ хут грейпфрут ăшĕпе сăтăрмалла. Процедура хыççăн тутлăхлă крем сĕрмелле.
Кушăрханă алла тата чавсана кашни кун грейпфрут касăкĕпе е хуппипе 10-шар минут массаж тумалла.
Шута илме! Нимĕнле эмеле те грейпфрут сĕткенĕпе сыпса ĕçме юрамасть. Ăна выç хырăмла тата чĕре препарачĕсемпе пĕр вăхăтра ĕçмелле мар.