Комментари хушас

17 Раштав, 2016

Парăнманскер...

Çанталăкăн хитре мар тапхăр çук теççĕ те, анчах хура кĕр кунне килĕштерекен те пур-ши? Вăрман çаралнă. Уйсем пушаннă. Вĕтĕ çумăр пĕрĕхет. Упа сурчăкĕ текенни. Юр пуçĕ курăниччен вăхăт самай-ха. Çавăнпах ял çынни выльăха, уткаласа уçăлса та пулин кĕтĕр тесе, уя хăвалать. Çав кун пăру касăвĕн черечĕ Алексеевсене çитнĕ. Тури Выласем çамрăк выльăха ĕнесенчен уйрăм пăхаççĕ. Пăру-пăрăвах, мĕн кĕтмелле марри? Çуллахи пек шăрăх мар, хӳре тăратса киле тарас хăрушлăх çук. Эх, инкек хăш енчен сиксе тухасса пĕлес пулсан-и? Черете Вера пĕчченех тухса утать. Ун чухне 8-мĕш класра вĕреннĕ вăл.

Урама тухса кĕмешкĕн сивĕ мар та, уйра çӳреме çапах ăшах та мар. Çилтен пытанса хӳтĕ вырăн шыранă май аллинчи хуллине ăçта çĕтерсе хăварнине те асăрхаман хĕрача. Пăрусем ĕне кĕтĕвĕнчен маларах таврăнаççĕ яла. Кĕрхи кун çерçи сăмси вăрăмĕш кăна вĕт. Хĕрача апат-çимĕç тултарса тухнă сумккипе хăмсарса пăрусене килелле хăвалать. Илтнĕ-ха вăл “Праски аккасен вăкăрĕ тĕкет” тенине. Акă хайхи сумккине вăкăр еннелле сулать. Лешĕ хирĕç хăмсарать. Лару-тăрăва тĕрĕс хак парса Вера çывăхри улăм ури еннелле чавтарать. Çитсе пыратчĕ ĕнтĕ, такăнса ӳкет. Ӳкни лайăх та пулнă-и тен? Вăкăр мăйраки хĕрача урлă каçса кайса улăма пырса чашлаттарать. Пурăнас килет вĕт-ха, Вера сиксе тăрса улăм ури тăррине тапаланать. Ĕлĕкрех унта çилтен хӳтĕленсе каштасем хураканччĕ, каярахпа çак йăла пăрахăçа тухрĕ. Улăмран вара вăрах тытăнса тăрăн-и? Хĕрача алли шуса-шуса пырать те Вера шăп вăкăр пуçĕ çине анса ларать. Тăнч! тутарать лешĕ, хĕрачана каялла — çӳлелле — вĕçтерет. Лак! тапса хăварать Вера вăкăра пуçран. Аллипе татах улăмран ярса илет. Анчах каллех тытăнса тăраймасть. Тăнч! тĕксе ывăтать вăкăр татах çӳлелле. Лак! тапать Вера вĕçсе хăпарнă май. Тăнч-лак, тăнч-лак... Çур сехет мечĕкле вылять вăкăр хĕрачапа. Пурнăçпа вилĕм хушшинче кĕрешсе Вера ывăнсах çитет. Алли те текех улăмран çакланайми пулать. Мĕн тумалла? Пулăшу ыйтса пĕр чарăнми кăшкăрать, анчах та çывăхрах çӳрекен кĕтӳçсем илтмеççĕ — улăм сасса çăтать. Пăхса тăрсах вилмелле-и-ха? Тарăхсах каять хайхи. Черетлĕ хут вăкăр мăйраки çине анса ларсан хайхискерне... икĕ хăлхинчен ярса илет. Выльăх туртăнать, Вера ямасть. Ял хĕрачи вĕт — шăнăрлă. Татах турткалашаççĕ этемпе чĕрчун. Телее, ĕнесем курăнса каяççĕ. Касу яла таврăнать. Вĕсене курса вăкăр ялт! туртăнать те хĕрача аллинчен вĕçерĕнсе ытти выльăх патне чупать... Хăй мĕн тери хăрушлăхран çăлăннине 15-ри хĕрача, тен, ăнланса та юлайман-тăр...

Хăйĕнпе пулса иртнĕ çакăн пек историсене /пулманнисене те/ Вера Аркадьевна, упăшки тăрăх Иванова, тем чухлех каласа кăтартма пултарать. “Пулманнисем” тесе кулăшсене каларăм: вĕсене каласа кăтартас енĕпе вăл — чăн-чăн маçтăр. Ахальтен мар кирек епле ушкăна пухăннисем те яланах ун çывăхнерех вырнаçма тăрăшаççĕ. Пĕлеççĕ: Вера Аркадьевна пур-тăк — кичем пулмĕ.

Кĕçĕнни, анчах ачашши мар

Вера Элĕк районĕнчи Тури Вылара тăватă ачаллă çемьере кĕçĕнни ӳснĕ. Анчах та ун пирки “ачашши” теме ан васкăр. Çут тĕнченех çапăçса килмелле пулса тухнă унăн. Арăмĕнчен Антонина Евгеньевнăран мăшăрĕ 10 çул кĕçĕнрех пулнă. Те юн вылянипе çыхăннă çакă, калама хĕн, анчах та Аркадий Арсентьевич тăваттăмĕш ачине кун çути кăтартасшăн пулман. Хĕрарăм 33 çулта качча тухнă. Ачи-пăчине çавăнпах-тăр çине-çинех çуратнă. “Килте икĕ карчăк, виçĕ ача. Тата тăваттăмĕшне çуратсан мĕнле тăрантарса çитерĕпĕр?” — тулхăрнă арçын. Чăваш хĕрарăмĕ упăшки каланине пăхăнма хăнăхнă. Мăнтарăн тухтăрсенчен пулăшу ыйтма больницăна çитнĕ. “Мĕн хырăм пăрахасси çинчен калаçмалли пур?! Колхозницăн çуратмалла пĕр пилĕк ача!” — хăтăрнă тухтăр. Çапла кун çути курнă Вера. Каярахпа вăл, чăн та, ашшĕн юратнă ачи пулса тăнă. “Манăн пĕртен-пĕр пепке кăна — Вера — пур”, — çапла калама юратнă шăпах хайхи пепкине çураттарасшăн пулман арçын. Тĕрĕссипе, тăватă ачаран ашшĕ-амăшне пăхаканни те Вера пулнă — çывăх çыннисем иккĕшĕ те унăн аллинчех ĕмĕрлĕх куç хупнă. Анчах та ку йăлтах каярахпа пулнă.

“Ялти ытти арçын пекех, сыпкалама юрататчĕ атте. Кама ан тарăхтартăр-ха ку? Эпĕ 10-мĕш класра вĕренетĕп ун чухне. Умра — экзаменсем. Пирĕн килте вара — ĕçкĕ. Чарăнми. Анне — больницăра. Хуçалăхри пĕтĕм ĕç — ман çинче. Ĕне сумалла, ытти выльăха пăхмалла, анкартинчи утта тирпейлемелле. Манăн çав вăхăтрах экзамена хатĕрленмелле тата... “Шкул хыççăнах аннене хулана илсе каятăп, хăть те мĕнле пурăн”, — терĕм аттене. Çав кун вăл темиçе хутчен те çакăнма тăнă. Кӳршĕсем темиçе хутчен çăлнă, икĕ хутчен вĕрене вăхăтра хам татса ярса ĕлкĕртĕм. Анчах та çакăн хыççăн та чарăнмарĕ-ха вăл. Паллах, аннене хулана илсе тухаймарăм. Ял хĕрарăмĕ хуçалăхне пăрахса ăçта кайтăр? Черетлĕ хут хуларан тăван киле таврăнсан, ун чухне заводра ĕçлеттĕм, атте татах ӳсĕррине куртăм. Тытăçсах кайрăмăр унпа. Атте питĕ кĕрнеклĕччĕ, эпĕ вара пĕчĕк те çинçескер кăна. Мĕн тетĕр? Кĕрмешетпĕр, анчах та атте парăнтараймасть мана. Юлашкинчен кулса ячĕ хайхискер. Чунĕпе ырăччĕ вăл. “Çавăрса çапатăн вĕт, хĕрĕм”, — терĕ. Вăт çакăн хыççăн унăн “пĕртен-пĕр ачи” пулса тăтăм та. Çав кунранпа атте те улшăнчĕ.

“Анкарти хыçĕнче”

Верăна мĕн ачаран пакунлă çи-пуç илĕртнĕ. Анчах та çемьери çакăн пек лару-тăрура аслă шкул çинчен ĕмĕтленмелли кăна юлнă. Хĕр ЖБК заводне... электросварщика ĕçлеме вырнаçнă. Сакăрвуннăмĕш çулсем. Аслă стройкăсене ăнтăлакан çамрăксем çинчен хаçат-журнал çырсах тăрать. Романтикăпа хĕмленсе Вера та инçе çĕрсене çитсе курма ĕмĕтленет. Унăн та çĕршыва аталантарас ĕçе хутшăнас килет. Заводра 1,5 çулталăк ĕçленĕ хыççăн хĕр тусĕпе пĕрле Владивостока тухса каять хайхи. Пĕлес килет чăваш хĕрĕн — халăхра калашле: “анкарти хыçĕнче мĕн унта?” Çапла хайхискер Рыбфлотăн II класлă матросĕ пулса тăрать. Малтан — çул çинче, унтан вĕренсе вăхăт иртет. Çакăн хыççăн карап уçă тинĕсе çур çуллăха тухса каять. 1983 çулхине Яппун тинĕсĕнче Кăнтăр Корея самолетне персе антарнине чылайăшĕ ас тăвать-тĕр. Тинĕс пек хумханать хĕр чунĕ. Ара, тĕнчери лару-тăру лăпкă мар. Тунсăх та пусарать. Унтан та ытла, хăй Владивостока тухса каяссине ашшĕ-амăшне пĕлтермен те вĕт. Киле часах пыраймассине “Чĕмпĕре командировкăна ярассипе” сăлтавланă. Çапла кил туртăмĕ вăйлăрах пулнă — Вера çуралнă тăрăха çула тухнă.

Тăван заводах лаборанта вырнаçнă вăл. Аслă пĕлӳ илес ĕмĕтне çапах та пăрахман. Заводран направлени илсе палăртнине пурнăçа кĕртнĕ — ЧПУ стройфакне вĕренме кĕнĕ. Пакунлă пулас ĕмĕтне вара сывлăх тĕлĕшпе сиксе тухнă кăлтăк путлантарнă. 22 çулта пĕрремĕш курс студентки пулса тăнă Вера.

Пĕрремĕш каникултах студентсен стройотрячĕпе Улатăр тăрăхне тухса кайнă. Унтах пулас мăшăрĕпе Владимирпа паллашнă. Каччă ЭП факультетĕнче вĕреннĕ. Çулталăкран çамрăксем çемье çавăрнă. Кĕçех йыш та хутшăннă: хĕрпе ывăл кун çути курнă.

Дворникран — директор таран

Çакăнта Верăн хастарлăхне палăртса хăварас килет. Университетра ушкăн старости пулнă вăл, ССОра — комиссар. Вĕренӳре тăрăшулăхпа палăрнă. Пур çĕрте те яланах малтисен ретĕнче пулнă. Анчах... 90-мĕш çулсем çитсе тăнă. Лавккасенчи пушă сентресене, çухрăм тăршшĕ талонсене те ас тăвакан пур-тăр. Каскалама-çĕлеме ятарласа вĕренмесĕрех кил хуçи арăмĕ хăйне, мăшăрне, ачисем валли янтăласа тăнă çи-пуç, хĕллехи пальто таранах çĕленĕ. Ку та юрĕччĕ, вăт декрет отпускĕнчен тухнă çамрăк хĕрарăмăн ĕçе ăçта вырнаçмалла? Ниçта та илмеççĕ кăна мар, ĕçĕ те çук. Çапла “патриотка, комсомолка, спортсменка, активистка”... 1992 çулта урам шăлма тытăнать.

“Паллакансене курсан, вăтаннипе, çурăмпа çаврăнса тăраттăм, — аса илет çав вăхăтсене Вера Аркадьевна. — Телее, çур çултан юсавпа строительство цехне штукатур-маляра вырнаçма май килчĕ. Стройкăпа çыхăннă ĕçсене питĕ юрататăп та, кунта вăтанма пăрахрăм вара. Шăпах çавăнта темĕнле профессие те алла илме пултартăм. Халĕ хам пирки çирĕппĕнех çапла калама пултаратăп: электросварщик эпĕ, штукатур-маляр, плиточник. Аллăмра болгарка та, перфоратор та, электросава та выляса кăна тăрать, циркуляркăпа та ĕçлеме пултаратăп. Хваттерте юсав ĕçĕсем ирттермелле-и? Чĕнĕр кăна — йăлт пурнăçлатăп”, — çавăрттарса хурать çавăнтах шӳтлеме юратаканскер.

Пĕр вырăнта ларма пĕлменскер çапах малаллах талпăнать вăл. 6 çул склад заведующийĕнче ĕçлет. Каярахпа студент çулĕсенчи туслăх çирĕплĕхне тепĕр хут курса ĕненет — шăпах юлташĕсем пулăшнипе карьера картлашкипе çĕкленет, хулара паллă предприятин строительство енĕпе ĕçлекен директорĕ пулса тăрать.

Паянхи кун хастар çак хĕрарăм прорабра тăрăшать. Çак тытăмра нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Вера Ивановăна кăçал “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ” хисеплĕ ятпа чысларĕç. Пурнăçĕн 22 çулне стройка тытăмне халалланă вăл. Пурнăç пĕлтерĕшне шăпах çак ĕçпе çыхăнтарать. Хваттерте юсав ĕçĕсене те — пĕр шӳтлемесĕрех — пурнăçлать.

Çемьере тăваттăн ӳснĕскерсем тĕнчипех саланнă вĕсем. Вăхăтĕнче пĕри Мускавра пурăннă, тепри Крымра, виççĕмĕшĕ Каракалпакра... Нумаях пулмасть аппăшĕ Раççей тĕп хулинче хваттер туяннă та, Вера ăна пулăшма васканă. Тăванĕсем лавккана тухсан хайхи ăйă ярса илнĕ те — урăх инструмент шыраса тупайман — кухньăри хăйне килĕшмен стенана тасатса якатма пуçланă. Тусан вĕçет кăна! Çак вăхăтра хваттере кĕрсе тăнă сантехника асăрхаман та хайхи. “Чăваш хĕрарăмĕ пулĕ ĕнтĕ?” — ыйтуллăн пăхнă Вера çине хайхи юсав ĕçĕсем вĕресе тăнине курса... Хĕрарăм Мускава шабашкăна пынă тесе шухăшланă вăл.

Арçынсем алă тытаççĕ

Чăваш арçыннисенчен хăшĕ-пĕри темшĕн хĕрарăма халĕ те картсах каясшăн мар, хĕрарăм пуçлăха — пушшех те. Вера Аркадьевна бригадинче — 8 арçын. Унсăр пуçне субподряд 5 бригади тата. Нивушлĕ нимĕнле хирĕç-тăру та пулман? “Пĕр-икĕ тĕслĕх асрах, — кулать хĕрарăм. — Склад çуртне хăпартатпăр ун чухне. Вырăнти çынсем те ĕçлеççĕ. Мана плитка хуни çырлахтармарĕ. Растворĕ хытса лариччен улăштармашкăн хушса хăвартăм та хам ĕçсемпе кайрăм. Таврăнатăп — плитка вырăнтах. Мĕн амакĕ? “Халиччен хытса ларнă ĕнтĕ вăл — хăйпăнмасть”, — ĕнентересшĕн мана рабочи. Вăл сигарет туртма тухсан кĕреçе илтĕм те тĕккелесе пăхрăм. Чиперех хăйпăнать. Хам шурă блузка тăхăннине те — директор вĕт-ха — пăхса тăмарăм, вăл кĕриччен пĕтĕм плиткăна хăйпăтса пăрахрăм. Хайхи таврăнчĕ те аптăраса кайрĕ. “Манăн ыран ĕçе тухмалла мар-тăр?” — терĕ. Чăнах та тухмарĕ. Çакăн пекрех тĕслĕх Елчĕк районĕнче пулса иртнĕччĕ. Халĕ унта манпа арçынсем алă тытсах сывлăх сунаççĕ.

...Темĕн те курнă хăйĕн пурнăçĕнче Вера. Ача чухне, амăшне хӳтĕлесе макăрнăшăн, ашшĕ ăна тислĕк купи çине те кăларса лартнă. Шкул хыççăн документсем пуçтарма пуçласан больницăна кӳршĕри Вăрнара сывлăх тĕрĕслеттермешкĕн велосипедпа кайнă: 40 çухрăм унталла, 40 — каялла. Ачасемпе вăрçăлла вылянă май хăй валли те, пиччĕшĕ валли те йывăçран хитре пистолет каса-каса кăларнă. Ман чуна вара çав вăкăр историех кисретме чарăнмарĕ. “Пулăшу ыйтса кăшкăрнисĕр пуçне мĕн турăн вара ун чухне? Хăрама пĕлтĕн-и хăть? Макăртăн-и?” — ыйтмасăр чăтаймарăм унран эпĕ. “Эпĕ ача чухне те макăрман, куç хытă вырăнта манăн, — пулчĕ хурав. — Атте-анне аллăмра юлашки хут сывласа илсен куç шывланчĕ паллах. Иванов /мăшăрне шӳтлесе çапла чĕнет вăл/ макăртнăччĕ тата”. Çук-çук, Верăн мăшăрĕ çинчен начаррине шухăшлама кирлĕ мар. Ĕçĕ пачах урăххипе çыхăннă.

Ачин сывлăхне тĕрĕслеттерме — анализсем пама — янă вăл мăшăрне. Больницăран таврăнсан лешĕ чуна çурмалли хыпар пĕлтернĕ — ачу çулталăк пурăнĕ тен? Тухтăр патне хăй çитсе канашламасăр та куççуль юхма чарăнман хĕрарăмăн. “Çулталăк хушшинче ачу вилмессе шантарма пултараймастăп паллах, — хăй пекех шӳт ăсти патне çакланнă курăнать Вера. — Тен, шăпах унăн пуçĕ çине кирпĕч ӳкĕ — манăн ăçтан пĕлес, Турă мар. Анчах та сирĕн анализсем пачах та хăрушă мар. Çапла, нормăран урăхла вĕсем. Анчах та ачан организмĕн хăйне евĕрлĕхĕпе кăна çыхăннă ку”. Мĕн тăвăн? Шурă курак та пулать. Анчах та çак куракăн ĕмĕрĕ хуринчен кĕскерех пулассине пачах та пĕлтермест-çке-ха ку. Иванов-ашшĕ вара тухтăра ăнланман иккен. Çавă кăна.

Рита АРТИ.

ИВАНОВСЕН çемье архивĕнчи сăнӳкерчĕксем.

 

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.