Комментари хушас

17 Раштав, 2016

Чăрăшкасси... пăтраштарать

Чăваш Республикинче пĕрешкел ятлă ял нумай. Вĕсем çинчен çитес çул ятарлă рубрика уçса çырăпăр. Хальлĕхе, Çĕнĕ çул умĕн, Чăрăшкассисене çитсе курас кăмăл çуралчĕ. Пирĕн тăрăхра сахалтан та 6 Чăрăшкасси. Унсăр пуçне Чăрăш Ишек, Чăрăш Туçа, Чăрăшкас Мăрат, Чăрăшкас Хирлеп, Чăрăшлă, Чăрăшçырма... пур. Апла тăк лăсăллă çак йывăçа хисеплеççĕ пирĕн республикăра. Шупашкар районĕсем Чăрăшкасси тĕлĕшпе — чи пуяннисем: çакăнта пĕрешкел илтĕнекен виçĕ ял. Вăт, шыра та туп кирлĕ çынна! Çапах Чăрăшкасси чăрăшпа çыхăннă-ши, çак йывăç унта чăнласах нумай-ши? Шăпах çакна тĕпчесе пĕлмешкĕн çула тухрăмăр та. Çула май Шупашкар районĕнче акци йĕркелерĕмĕр: «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата виçĕ Чăрăшкассинчен хăшĕнче ытларах çырăнĕç?

Сывлăх сунакансем

Ишек тăрăхĕнчи Чăрăшкассинчи вăтам шкул йĕри-тавра чăрăш çитĕнет. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче лартнăскерсем тӳпенеллех кармашаççĕ. Йĕкелĕсем тетте пекех курăнаççĕ. 11-мĕш класс ачисем çак йывăçпа çыхăннă ыйтусене хаваспах хуравлама килĕшрĕç. Чăрăш миçе çул пурăнать? Тĕрĕсех, 250-300 çула çитичченех тавралăха илем кӳрет вăл. Хăшĕ-пĕри, вăрăм ĕмĕрли, 600 çула çитет. Йывăç сывлăша тасатни, унăн лăсси тĕрлĕ чир-чĕре çĕнтерме пулăшни çинчен калаçрăмăр. Шкул директорĕ Ирина Гаврилова çирĕплетнĕ тăрăх, юлашки вăхăтра ял таврашĕнче чăрăш мар, хыр, хурăн ытларах лартаççĕ.

«Манăн тĕп тивĕç — тăван халăхăн культурине аталантарасси, йăх-несĕлĕн йăли-йĕркине упраса хăварасси. Çакăнти халăх çав тери туслă. Сăмахран, ял уявне пысăк йышпа паллă тăватпăр», — палăртать чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Алина Николаева. Экспромт мелĕпе сăвă çырма ăста вăл. Унăн вĕренекенĕсем «сывлăх сунатăп», «ырă кун», «чипер кайăр» теме пĕлеççĕ.

«Районти Чăрăшкасси ялĕсене пăтраштарни тăтăшах пулать. Пĕрре пирĕн пата çул проектне хатĕрлекенсем килсе тухрĕç. Вĕсен кунта мар, теприне каймалла пулнă. Е çĕр пăхма килеççĕ. Хăйсем урăх çĕрте калаçса татăлнă иккен. Çапла çаврăнса çӳресен палăртнă вырăна час çитеймĕн», — тет Чăрăшкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ Виталий Павлов.

Тĕслĕхрен, суйлав вăхăтĕнче кандидат Чăрăшкассисемпе тĕлпулу йĕркелеме палăртать. Пĕлтерӳ вуланă хыççăн халăх пуçтарăнать, анчах депутата суйланма шухăш тытни килмест. Вăл тепĕр Чăрăшкассине çул тытнă-мĕн.

Виталий Яковлевич Чăрăшкасси çумне тепĕр сăмах хушма сĕнет. Ун пек çынсем пăтрашăнмĕччĕç, каллĕ-маллĕ çӳресе вăхăт ирттермĕччĕç.

Ял халăхĕ пĕрин хыççăн тепри «Чăваш хĕрарăмĕ» çырăнчĕ. Ольга Алексеева почтальон хаçат сĕнсен хирĕçлекен пулмарĕ. «Малтан вырăс кăларăмĕсене илеттĕмĕр, халĕ, çулсем иртнĕçемĕн, чăвашла вулас килет», — йăл кулăпа ăсатса ячĕç пире садик ĕçченĕсем.

«Чикаго»

Кӳкеç çывăхĕнчи Чăрăшкасси, федераци çулĕ патĕнче вырнаçнăран, яланах куç тĕлне пулать.

«Ячĕ кăна мĕне тăрать. Илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Çак яла виçĕ пĕчĕк çырма темиçе пая пайлама тăрăшнă пулмалла, анчах та вĕсен вăйĕ çитеймен. Виçĕ татăкран тăраканскер ерипен пысăкланнă, сарăлса пынă, пĕр ял пулса тăнă. Халĕ вăл çӳлтен пăхсан «П» саспалли евĕрлĕ курăнать, виçĕ урамран тăрать. Пĕр виççĕр çул ĕлĕкрех кунта чăтлăх — хырлăхпа чăрăшлăх — кашланă», — çырать Чăрăшкасси çинчен хатĕрленĕ кĕнекере Леонид Павлов тавра пĕлӳçĕ. Малтан Токаш ятлă пулнă-мĕн çак ял.

Унтанпа йывăçсене касса, кăкласа пĕтернĕ. Халĕ çул хĕррипе кăна чăрăш пăт-пат курăнать.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш, 90-мĕш çулĕсенче çамрăксем çак вырăна «Чикаго» ят панă. Кунта ташă каçне хĕрсемпе каччăсем тавраран пуçтарăннă. «Чикаго» тенине такси водителĕсем те хăнăхса çитнĕ-мĕн. Сăмах май, халĕ Чăрăшкассинчи «Чикаго» спорт команди тĕрлĕ шайри ăмăртусенче мала тухать.

Фельдшерпа акушер пункчĕн санитарки Нина Веселова йĕплĕ çак йывăçа чăваш кил таврашне мĕншĕн лартманнине ăнлантарса пачĕ: ăна пула кил хуçин ĕмĕрĕ ирех татăлма пултарать-мĕн. Унсăр пуçне çав килте тĕпленнисем йĕп çинчи пек канăçсăр пурăнаççĕ имĕш. Çавăнпах хăшĕ-пĕри лăсăллă çак йывăçа кил картишĕнчен е пахчаран урама кăларма тăрăшать, май килмесен касса пăрахать.

Иртнĕ эрнере Кӳкеç çывăхĕнчи Чăрăшкассисен эмел ещĕкĕ районĕпех çаврăннă. Ишлей райпо водителĕ ăçта леçмеллине тӳрех ăçтан тавçăрса илтĕр? Юрать-ха аптекăна вăхăтра çитернĕ ăна.

Ял библиотекине «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат килменни мана тĕлĕнтерчĕ. Мĕнле-ха капла? Ытти вулавăшра илсе тăраççĕ, кунта вара — çук. Кăмăл хуçăлнине тӳрех ăнланчĕ Елена Иванова библиотекарь. Хаçат çырăнмашкăн самантрах укçа туртса кăларчĕ вăл. Çитес çул вулавăшра та «Чăваш хĕрарăмĕпе» паллашма май пулĕ.

«Пĕрре хĕлле арçынпа хĕрарăм çăмăл машинăпа килсе чарăнчĕç. Сайтри пĕлтерӳ тăрăх клубри мероприятие килнĕ вĕсем. Халăх пуçтарăнманшăн кăмăлсăрланнă. Эпир клуб ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çав вăхăтра нимĕнле мероприяти те ирттерме планламаннине лайăх пĕлетĕп. Çав çынсен тепĕр Чăрăшкассине каймалла пулнă иккен», — черетлĕ тĕслĕх илсе кăтартрĕ Елена Геннадьевна. Халĕ клуб ĕçченĕсем районти Хĕл Мучипе Юр пике конкурсне тĕплĕ хатĕрленетчĕç.

Людмила Николаева почтальон Кӳкеçрен Чăрăшкассине 40 минутрах утса çитет. Сунарçă пăшалтан тĕл пенĕ пекех кампа сăмах пуçармаллине хăнăхса çитнĕ вăл. Пирĕн юлташсем тупăнсах пычĕç. Çапах икĕ сехетре хăшĕсене ытларах хаçат çырăнтарма май килĕ-ши? «Чăрăшкассисем яланах малта пулнă», — акцие хутшăнакансенчен нихăшĕ те хыçа юласшăн мар.

Лапамра, Кăкшăм шывĕ патĕнче

Светлана Турова почтальонăн ĕç кунĕ 6 сехет те 30 минутрах пуçланать. Шупашкартан çӳрекенскер куллен 24 çухрăм хыçа хăварать. Юрать-ха çăмăл машина хăвăртах кирлĕ çĕре çитерет ăна. Хальхинче Çĕньял тăрăхĕнчи Чăрăшкассине 7 сехет иртсенех çитрĕмĕр. «Ир тăракан çерçи тутă пулать», — хăпартлантарать вăл мана.

Ку ял, ыттисемпе танлаштарсан, чылай пĕчĕкрех. 90-мĕш çулсенче 37 кил кăна пулнă, халĕ — 60-а яхăн çурт. Хăшĕсем хăйсен лаптăкĕпе дача вырăнне усă кураççĕ. Малтан халăх «Кадыковский» совхозра ĕçленĕ. Паян çакăнта пĕр организаци те çук. Çамрăксем Кӳкеçре, Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта ĕç вырăнĕсем тупнă.

Тахçан Чăрăшкасси çыннисем хирте хурăнсем патĕнче çурт çавăрнă теççĕ. Унтан вăйлă çил хăваласа янă вĕсене. Халăх Кăкшăм шывĕ патĕнче, лапам хӳттинче хăтлăх тупнă. Халĕ Кăкшăм урамне çырма икĕ енелле пайлать. Унта ватă йăмрасем кашласа лараççĕ. Çырмара пĕрисем мунча хăпартнă, теприсем вутă купаламалли вырăн тунă. Çакăнтах çăл пур. Ăна ăшă тумтирпех витсе хунă. Çывăхри çырма хĕрринче те чăрăшсем курăнаççĕ.

Çĕнĕ урам капмар çуртсемпе илемленсех пырать. Чылайăшĕн килĕнче çăмăл машина пур.

Çак ялти Галина Илларионова ывăл шыраса 4 ача çуратнă. Чи кĕçĕнни Павел 10 уйăхра кăна-ха, апла пулин те килте хăйне патша пекех туять. Аленăпа Инна ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен вĕçсе тухнă ĕнтĕ. Татьяна кĕçех шкул çулне такăрлатма пуçлĕ. «Кунта çырма тарăнран аслисене алăран çавăтсах çӳреттĕмĕр. Ачасене хамăр машинăпа Шупашкарти шкула леçеттĕмĕр», — каласа кăтартать амăшĕ.

Чăрăшкассисем çитес çур çул валли «Чăваш хĕрарăмĕ» çырăнманччĕ. Мĕн çăмăлпа çӳренине пĕлсен вĕсем те акцие хаваспах хутшăнчĕç. Сивĕрен хăраманскерсем почтальона тĕл пулма хапха патне кĕпе вĕççĕн чупа-чупа тухрĕç.

Çĕньялти вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Татьяна Пчелкинăпа Чăрăшкассинче тĕл пулаймарăмăр. Паллă ĕнтĕ, унăн килте пире кĕтсе ларма вăхăт çук. Вăл та хăйсен ялĕсенчен юлас темерĕ. Сăмах май, Пчелкинсем ĕлĕкренпех пыл хурчĕ тытаççĕ.

Çапах хаçат çырăнас тĕлĕшпе пĕчĕк ялта тĕпленнисен пысăккинче пурăнакансене хăваласа çитме çăмăлах мар. Çакна шута илсе Чăрăшкассисене Çĕньялсем пулăшма шухăш тытрĕç. «Пĕтĕмлетӳпе хаçатра паллаштарăр, питĕ кĕтетпĕр», — хушса ячĕç çĕнĕ юлташсем.

«Пепке» ача сачĕн ĕçченĕ Людмила Андреева, сăмахран, Чăрăшкассинче çуралнă, Çĕньяла качча тухнă. «Килĕшекен кашни хаçата пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех вулатăп. Пĕр статйине те сиктерсе хăварас килмест», — чунне уçать хĕрарăм.

Пĕтĕмлетни: Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассисем хăватлă, мал ĕмĕтлĕ пулнине çирĕплетсе пачĕç. Виçĕ ялта та 15-шер «Чăваш хĕрарăмĕ» çырăнчĕç. Çапла майпа пурте мала тухрĕç. Кашнине уйрăммăн саламлатпăр! Сирĕн витĕмпе хаçат тиражĕ 45 экземпляр ӳсрĕ. Халĕ эпир тата вăйлăрах!

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.