Комментари хушас

16 Раштав, 2016

Шăхасан хĕрĕсем кĕрешеççĕ... кавир çинче

Канаш районĕнчи чи пысăк яла ахальтен аса илмерĕм. Ку тăрăхран пултаруллă спортсменсем тухнине, вĕсен çитĕнĕвĕсене пурте пĕлеççĕ. Çак кунсенче Шупашкарти Пăр керменте хĕрарăмсен кĕрешĕвĕ енĕпе республика Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ çĕршыв кубокĕнче те Шăхасан пикисем Алина Моревăпа Вероника Чумикова палăрчĕç. Нумаях пулмасть паллă спортсменсен çуралнă тăрăхне çитсе килме, вĕсен çывăх çыннисемпе курса калаçма тÿр килчĕ.

Вероника Чумикова спорт секцине 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне çÿреме пуçланă. Кун çинчен ашшĕ-амăшĕ пĕлмен те. Хĕрача калама шикленнĕ-ши? Унта вăл юлташ хĕрсемпе пĕрле кайнă. “Пĕлсен те унта кайма чармарăмăр. Урамра çапкаланса çÿрени мар вĕт. Паллах, малтанхи вăхăтра пирĕн хĕрача спортра çитĕнÿсем тăвасси пирки пачах та шухăшламан. Тĕрлĕ ăмăртуран наградăсемпе тата парнесемпе таврăнма тытăнсан спортра пуласлăхĕ пуррине ăнлантăмăр”, — калаçăва пуçларĕ спортсменкăн амăшĕ Гликерия Орлова.

7-мĕш класс хыççăн Вероника темиçе хĕрачапа пĕрле Ставрополь хулинчи Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕнĕ. Çав тапхăрта унта чăваш тренерĕсем Николай Белов, Ольгăпа Наталья Смирновăсем /хальхи вăхăтра — Çĕнĕ Шупашкарти кĕрешÿ центрĕн вĕрентекенĕсем/ ĕçленĕ. Училище хыççăн Шăхасан пикисем тăван ене таврăннă. Çулталăка яхăн Вероника тренировкăсене çÿремен: Канашри техникумра пĕлÿ илнĕ. Çак тапхăрта спортшăн тунсăхланăскер Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине çул тытнă. Унтах Шăхасан пики Ольга Смирнова тренер пулăшнипе пысăк çитĕнÿсем тума тытăннă. Паянхи кун вăл Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренет.

“Вероника хутшăнакан ăмăртусене пĕрре мар кайнă. Анчах мана хĕрĕм кĕрешнине пăхма питĕ йывăр. Пăшăрханнипе чĕре тухса тарассăн туйăнать. Чи лайăххи пулас тесен епле сывă та тĕреклĕ пулмалла, мĕн чухлĕ хатĕрленмелле. Хăш чухне пăрахтарас килет, çапах вăл палăртнă тĕллеврен пăрăнма шухăшламасть. Ăмăрту епле иртни çинчен сăмахласшăнах мар. Кăмăлĕ уçăлсан кăна каласа кăтартать. Хăйĕн йăнăшĕсене тишкерет. Тупăшу саманчĕсене чун витĕр тепĕр хут кăларать. Медаль илсен те питех савăнмасть”, — терĕ Гликерия Поликарповна.

Ача чухне Вероника шухă пулнă, пĕр вырăнта ларма юратман. Юлташсемпе пĕрле футболла выляма çÿренĕ. Каярахпа Орловсен çемйи Çеçпĕл ялне пурăнма куçнă. Çавăн чухне те Вероника спорт шкулне пăрахман: Шăхасана велосипедпа çÿренĕ, хĕллехи кунсенче те тренировкăна васканă. Халĕ те çуллахи вăхăта ялта ирттерет, канмалли кунсене ашшĕ-амăшĕн килне васкать. Ачаран ĕçлесе çитĕннĕскер хуçалăх ĕçĕсене тума пулăшать, йывăр ĕçрен хăрамасть.

Гликерия Поликарповна каланă тăрăх — Вероника шăллĕпе йăмăкĕшĕн Никитăпа Варварăшăн тĕслĕх вырăнĕнче: йĕкĕреш ÿссен кĕрешÿ секцине çÿреме ĕмĕтленет. Пĕчĕкскерсем аппăшĕ яла килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Канмалли кунсенче чÿречерен хăпма пĕлмеççĕ.

Вероникăн пĕрремĕш тренерĕ Владимир Боголюбов юратнă вĕренекенĕн çитĕнĕвĕсем ĕçлеме çунат хушнине пĕлтерчĕ. “Секцие пĕр ушкăн ача килчĕ. Вĕсен йышĕнче Вероника та пурччĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çак ушкăнра чи çирĕпписем — Чумикова тата Кириллов — кăна тăрса юлчĕç. Вĕсем спорт çулĕпе малалла утрĕç. Хăйне малтанхи кунсенчех кĕрешмешкĕн ăсталăх пуррине кăтартрĕ. Питĕ ĕçчен, нихăçан та пуç усмасть. Паян выляса ячĕ тĕк çĕнтерес тĕллевпе ыран пур вăйран тăрăшать. Яланах пысăк çитĕнÿсем патне ăнтăлать”, — терĕ тренер. Сăмах май, Владимир Арсентьевич хăйĕн воспитанникĕсене куçран вĕçертмест: Чăваш Енре иртекен ăмăртусене пĕр сиктермесĕр çÿрет, хĕрсене сĕнÿ-канашпа пулăшать.

Нумаях пулмасть Вероника Чумикова спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Медальсен пухмачĕ те кăçал 5 наградăпа пуянланчĕ. Чи сумли — студентсен хушшинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче çĕнсе илнĕ “ылтăн”. Европа ăмăртăвĕнчен те вăл “бронзăпа” таврăнчĕ, Пĕтĕм тĕнчери турнирсенче гран-при çĕнсе илчĕ.

 

 

Алина Морева нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Кил хуçи Юрий Глебович трактористра ĕçленĕ, анчах унăн кун-çулĕ кĕске пулнă: арçын 38 çултах çĕре кĕнĕ. 5 ачине амăшĕ Валентина Ивановна пĕчченех çитĕнтернĕ. Строительство организацийĕнче тăрăшнă хĕрарăм ачисене тăрантарас тĕллевпе кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ.

— Йывăр пулчĕ. Телее, ачасем ырă-сывă ÿсрĕç. Пĕр-пĕрне нихăçан та кÿрентермен. Тăлăх тесе кулакансем те пулнă паллах, хирĕç тăма, çемье чысне хÿтĕлеме пултарчĕç. Аслисем кĕçĕннисене пăхатчĕç, пĕчĕккисем çитĕн­нисене пулăшатчĕç. Шкулта лайăх вĕренчĕç. Халĕ пĕчченех пурăнатăп пулин те манмаççĕ, килсех çÿреççĕ, — терĕ Валентина Анисимова.

Чи асли Александр Мускавра тĕпленнĕ. Анатолий ялта пурăнать, вăл — сĕтел-пукан фабрикин директорĕ. Роман та çĕршывăн тĕп хулинче строительство фирминче мастерта ĕçлет. Оксана бухгалтер специальноçне суйланă. Анисимовсен мăнукĕсем те спортпа туслă. Пĕри, калăпăр, ишме çÿрет, тепри футболла выляма юратать, виççĕмĕшĕ хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарнă: Суворов училищинче вĕренет.

Анисимовсен ачисем пĕр-пĕринчен тĕслĕх илсе пурте спорт шкулĕнчи кĕрешÿ секцийĕнче ăсталăха туптанă. Чи кĕçĕнни, 1989 çулта çуралнă Алина, пуринчен ытларах çитĕнÿсем тунă. Çĕршыв чемпионачĕсемпе кубокĕсенче пĕрре мар çĕнтернĕ, Европăри тата тĕнчери çамрăк спортсменсен хушшинче малти вырăнсене йышăннă. “Ачаранах спортшăн çунатчĕ, ăмăртусенче çĕнтерес ĕмĕтпе пурăнатчĕ. 8 класс хыççăнах Шупашкара вĕренме тухса кайрĕ”, — аса илчĕ амăшĕ. Кĕçĕн хĕрĕн малтанхи наградисене вăл килте тирпейлĕн упрать.

Алина Моревăн пĕрремĕш тренерĕ Владимир Боголюбов каланă тăрăх — Анисимовсен ачисем секцие пĕрин хыççăн тепри килнĕ. “Ун чухнех хăюллăччĕ вĕсем. Секцие çÿресе татах патварланчĕç. Пиччĕшĕсемпе йăмăкĕсем ялан пĕрлеччĕ. Садикрен тÿрех спорт шкулне килетчĕç. Аслисене кура кĕçĕннисем те кĕрешме тытăнчĕç. Алина та вĕсенчен юлмарĕ. Республика ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăннăскерсем лайăх спортсмен пулма пултарнă, анчах темшĕн çав çулпа каймарĕç”, — терĕ Владимир Арсентьевич.

Алина пуринчен те шухăрах ÿснĕ, хăйĕн çитĕ­нĕвĕсемпе пĕчĕклех тĕлĕнтернĕ. Хĕрача тренировка вăхăтĕнче яшсемпе кĕрешнĕ, районти ăмăртусенче те ăна çитекен пулман. Айăпа кĕнипе ăна тренер темиçе хут та залран кăлара-кăлара янă, çапах вăл каялла таврăннă. Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕрсен В.Ананьев тренер патĕнче ăсталăха туптанă. 16 çулта чухне Алина Анисимова кадетсен хушшинче иртнĕ Европа турнирĕнче /2005, Албани/ пĕрремĕш вырăн йышăннă, 2006 çулта Турцире иккĕмĕш пулнă.

Каярахпа Шăхасан хĕрне шăпа Брянск хулине илсе çитернĕ. Унта вăл Олег Моревпа паллашса çемье çавăрнă. Сăмах май, вăл та ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе РФ спорт мастерĕ, хальхи вăхăтра тренер-преподавательте ĕçлет. 2014 çулта Алина Брянск облаçĕнчи чи лайăх спортсмен ятне тивĕçнĕ.

Пирĕн ентеш юлашки çулсенче те пысăк çитĕнÿсем турĕ. Çĕршыв чемпионачĕсемпе кубокĕсенче /ку ăмăртусем Чăваш Енре те пĕрре мар иртнĕ/ пьедестал çине темиçе хут та хăпарнă. Çулталăк каялла вăл тĕнче кубокĕнчен кĕмĕл медальпе таврăннă. 2015 çулта спортсменка ача амăшĕ пулса тăчĕ. Ывăлĕ Рома пĕчĕк çеç пулин те вăл тренировкăсенче ăсталăха туптама, ăмăртусене хутшăнма вăхăт тупать.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.