Йышлă çемье чăннипех телейлĕ
«Раççее демографи катастрофи кĕтет!» - пăшăрханса пĕлтернĕ Екатеринбургра иртнĕ ача çуратассин ыйтăвĕсене халалланă конференцире. Унăн ĕçне паллă ăсчахсемпе медицина ĕçченĕсем, общество деятелĕсем хутшăннă.
Вĕсем палăртнă тăрăх - 2025 çул тĕлне пирĕн çĕр-шывра 20-29 çулсенчи хĕрарăмсен йышĕ хальхинчен икĕ хута яхăн чакма пултарать. Ача çуратас ÿсĕмрисем паян 12 миллиона яхăн тăк - тепĕр вун пĕр çултан 6 миллионăн юлĕç. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатмашкăн кашни çемьере виçĕ ачаран кая мар çитĕнмелле.
Статистика çирĕплетнĕ тăрăх - çамрăк мăшăрсен 60 проценчĕ малтанхи тăхăр çултах уйрăлать. Хырăм пăрахакансен йышĕпе Раççей тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăнать. Çавна пулах чылай хĕрарăм каярахпа ача çуратаймасть, гинекологи чирĕпе нушаланать.
Çуратаслăх коэффициенчĕ паян вăтамран 1,7-пе танлашать. Урăхла каласан, чылай мăшăр пĕр ачапах лăпланасшăн.
Демографи лару-тăрăвĕ япăхланнин сăлтавĕ тĕрлĕрен. Юлашки çулсенче çĕр-шывра çамрăк арçынсен хушшинче вилекен нумай, арсен ĕмĕрĕ кĕске пулнине палăртмалла.
«Ача тума арçын кирлĕ», - тени шÿтлени мар: хĕрарăмсене вĕсен тĕрекĕ те, малашлăх тăнăçлă пулассине шанни те кирлĕ.
Тепĕр ыйту - çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси, хуçалăх çавăрма май туса парасси. Ача çуратакансене укçа-тенкĕпе ытларах пулăшасси те пĕлтерĕшлĕ. Хĕрарăм тăватă ачана пурнăç парнелерĕ тĕк йыша çемьери ача сачĕ вырăнне хурса амăшне унти воспитателĕн шалăвĕ чухлех тÿлесе тăмалла.
Шăмăршă районĕнчи демографи лару-тăрăвĕпе те мухтанма иртерех: ача çураласси чакса пырать. Сăмахран, иртнĕ çулхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче çут тĕнчене 39 пепке килнĕ, кăçал - 13 сахалрах. Виç çĕре яхăн çемьеллĕ Анат Чаткас ял тăрăхĕнче 2014 çулта пĕр ача та çуралман, Кивĕ Чукалпа Чукалта пĕршер çеç хушăннă ...
Çамрăк çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерни те, амăшĕн капиталне тÿлени те, пурăнмалли çурт-йĕрлĕ тăвас тĕлĕшпе тĕрлĕ программăна пурнăçа кĕртни те, ачасене садике çÿретме май туса пани те демографи лару-тăрăвне ырă енне улăштарайманни пăшăрхантарать. Апла тăк ача сахал çуратнин чăн-чăн сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă-ши?
- Хальхи çамрăксем пурнăç йывăрлăхĕнчен, йышлă ача çуратсан ĕмĕрĕпех чухăнлăхран тухаймасран хăраççĕ. Ку - йăнăш шухăш. Ача çурални хăех - пуянлăх, телей. Çĕр-шыв экономики тĕрекленсе пынă май йышлă çемьесене ытларах пулăшма тытăнĕç. Ырра шанса пурăнмалла, аслă ăру çыннисенчен тĕслĕх илмелле, - çапла шухăшлать Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Елена Долгова.
Елена Васильевна ача çуратакан кашни хĕрарăмах ял-йыш умĕнче чыслама, çулталăк вăхăтне пăхмасăр чĕрĕ чечекпе саламлама сĕнет.
«Тен, нумай ачаллă çемьесен ячĕпе район центрĕнче Хисеп хăми йĕркелемелле? Çак ĕçе район администрацийĕ хăй çине илсен аван пулĕччĕ», - тет вăл.
Йышлă ача-пăчана кун-çул парнеленĕ амăшĕсен телейлĕ сăнĕсем салана илем кÿрĕччĕç, вĕсем çине пăхса çамрăк çемьесем те демографи лару-тăрăвне лайăхлатмашкăн хăйсен тÿпине хывасси пирки шухăшлĕччĕç.
Çакă - çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ тĕллев. Ача ытларах çуралсан патшалăхăмăр пуянрах, тĕреклĕрех, хăватлăрах пулĕ.
Шăмăршă районĕ