Комментари хушас

13 Раштав, 2016

Чăваш хĕрĕсем вăйлине ĕнентерчĕç

«Шупашкар-Аренăра» çĕршыв кубокĕ иртрĕ

 Чăваш Енри чи пысăк учреждение раштавăн 10-мĕшĕнче спорт кĕрешĕвне юратакансем пухăнчĕç. Тĕнчери чи вăйлă та пултаруллă спортсменсем ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн вăй виçрĕç. Икĕ куна пынă ăмăрту чаплă концертпа вĕçленчĕ.

 Спорт уявне килнисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков тата ЧР спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн ертÿçи Алексей Лапшин саламларĕç.

— Кĕрешÿ — вăйлисемпе хăюллисен спорчĕ. Унпа тĕнчери чылай çĕршывра кăсăкланаççĕ. Пирĕн регионта та кĕрешÿпе туслисен йышĕ пысăк. Паянхи çамрăксем сывă пурнăç йĕркине пăхăнччăр тесе нумай ĕç тăватпăр. Пирĕн тĕллев — сывă та ăслă ăру çитĕнтересси, — терĕ Михаил Васильевич. Вăл Омар Муртузалиева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысларĕ.

РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ те Шупашкара пушă алăпа килмен: вăл чăваш кĕрешÿçисен федерацине виçĕ кавир парнелерĕ. «Чăваш Ен — спорт кĕрешĕвне аталантаракан чи лайăх регионсенчен пĕри. Республикăра спортпа туслă çынсем пурăнаççĕ. Кунта тĕнче ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнÿсем тăвакан спортсменсем çитĕнеççĕ. Вĕсем малашне те лайăх кăтартусемпе палăрасса шанатăп», — терĕ сумлă хăна. Çавăн пекех вăл кăçалхи Олимпиадăра пирĕн спортсменсем çĕршыв чысне ăнăçлă хÿтĕленине палăртрĕ. Раççей кĕрешÿçисем унта 9 медаль çĕнсе илнĕ, ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе хĕрсен команди иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Раççей кубокне 7 çĕршыври /Раççей, Монголи, Казахстан, АПШ, Беларуç, Эстони тата Итали/ 132 спортсмен хутшăнчĕ. Раççей чысне 27 регион кĕрешÿçи хÿтĕлерĕ. Кавир çине Олимп вăййисемпе тĕнче ăмăртăвĕсен паттăрĕсем, Европăпа Раççей турнирĕсен хастарĕсем тата тĕрлĕ çĕршыв чемпионĕсем тухрĕç. Калăпăр, 75 килограмлă виçере Ази чемпионачĕн 2015 çулхи кĕмĕл призерĕ Бадрах Одончимэгпе /Монголи/ тĕнче чемпионачĕн пĕлтĕрхи призерĕ Мае Эпп /Эсто-ни/ кĕрешрĕç. 2014 çулхи тĕнче чемпионки Сухэ Цэрэнчимэд /Монголи/ Раççей спор-тсменкине Юлия Алборовăна /Мускав/ финалта çĕнтерчĕ. Монголи пикисем ытти тупăшура та хастар пулчĕç. Вĕсем ку ăмăртура 6 медаль çĕнсе илчĕç. Италирен килнĕ Далма Канева та тăван ене «кĕмĕлпе» кайрĕ, Беларуç кĕрешÿçисем Вероника Ивановăпа Ирина Курочкина хăйсен виçисенче пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарчĕç. Ăмăртура Раççей спортсменĕсем те çухалса каймарĕç. Тĕслĕхрен, Анжелика Ветошкина /Санкт- Петербург/, Наталья Малышева /Хакас Республики/, Алена Стародубцева /Красноярск крайĕ/, Любовь Сальникова /Кемĕр/ тата ыттисем пухмача тĕрлĕ наградăпа пуянлатрĕç.

Кăçалхи ăмăрту чăваш хĕрĕсемшĕн уйрăмах ăнăçлă пулчĕ. Кавир çине 9 кĕрешÿçĕ тухрĕ. «Вĕсенчен 4-шĕ çак турнира пĕрре мар хутшăннă тăк 5-шĕ çамрăк-ха. Кунашкал ăмăртура пĕрремĕш хут хăйĕн вăйне тĕрĕслерĕç. Çамрăксене паллă спортсменсемпе кĕрешме тата вĕсене çĕнтерме çăмăл мар. Çулталăкра опыт пухса тепĕр ăмăртăва тĕплĕнрех хатĕрленĕпĕр», — пĕлтерчĕ Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Ольга Смирнова.

Чи сумлă наградăна РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Наталья Гольц çĕнсе илчĕ.

— Тăван тăрăхра иртекен ăмăртусенче яланах хумханатăп. Ку ăмăртăва ыттисемпе пĕрле Ростов хулинче хатĕрлентĕмĕр. 2014 çулта Раççей кубокĕнче çĕнтернĕччĕ, пĕлтĕр иккĕмĕш пултăм. Кăçал каллех — пĕрремĕш, анчах хама çĕнтерÿçĕсен йышне кĕртес килмест, — терĕ Наташа. Чăн та, кăçалхи турнир та хăйнеевĕрлĕ пулчĕ уншăн: финалта Чăваш Ен спортсменкин Беларуç пикипе тупăшмаллаччĕ, анчах малтанхи кĕрешÿре хăна урине суранлатнине пула кавир çине тухаймарĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче ăсталăха туптакан Вероника Чумиковăпа Мария Кузнецова /тренерĕ — Ольга Смирнова/ медальпе савăнтарчĕç: вĕсен — «бронза». Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче ÿснĕ Вероника икĕ çул каялла иртнĕ çĕршыв кубокĕнче те виççĕмĕш кăтартупа палăрнăччĕ. Сăмах май, нумаях пулмасть вăл студентсен тĕнче чемпионатĕнчен «ылтăнпа» таврăнчĕ.

Тĕрлĕ регионта пурăнакан йăхташăмăрсем те хавхалантарчĕç. Чĕмпĕр облаçĕнчи Тури Тимĕрçен ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш хĕрĕ Инна Тражукова пĕлтĕрхи пекех 63 килограмлă виçере тĕп парнене тивĕçрĕ. «Чăваш Енре мана яланах ăнать. Кăçал та çĕнтертĕм. Кунта хама килти пекех туятăп, тен, çавăнпа мана пĕрре те йывăр мар? Куракансем хавхалантарни уйрăмах кăмăла çĕклет. Шупашкара килсе хам чăваш пулнишĕн пушшех мăнаçланатăп», — кăмăллăн пĕлтерчĕ Чĕмпĕр кĕрешÿçи. Спортри пĕрремĕш утăмĕсене ашшĕ пулăшнипе тунă пике юлашки виçĕ çулта нумай çитĕнÿ турĕ: Раççей чемпионачĕсемпе кубокĕсенче тата Пĕтĕм тĕнчери турнирсенче çĕнтернĕскер кăçал Рио-де-Жанейрăра иртнĕ Олимп вăййисене хутшăнчĕ.

Спортăн тĕнче класлă мастерĕшĕн Алина Моревăшăн /Брянск облаçĕ/ Канаш районĕнчи Шăхасансем ытларах пăшăрханчĕç. Вăл финала тухасса никам та тĕлленмен. Çур çул каялла ача амăшĕ пулса тăнăскер каллех кавир çине тухрĕ, «Шупашкар-Арена» Пăр керменте иртнĕ ăмăртура кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарчĕ. «Алина яланхи пекех маттур. Хăй кĕрешме хатĕр пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Çак тапхăрта вăл спортшăн питĕ тунсăхларĕ», — терĕ спортсменкăн пĕрремĕш тренерĕ Владимир Боголюбов /Шăхасанти кĕрешÿ секцийĕн ертÿçи/.

Çĕршыв кубокĕн пĕтĕмлетĕвĕпе тĕп парнесене Раççей, Монголи тата Беларуç командисем тивĕçрĕç. Раççейри регионсен хушшинче яланхи пекех Мускав командине çитекенни пулмарĕ, Красноярск крайĕпе Бурят Республики — иккĕмĕшпе виççĕмĕш. Спорт шоу евĕр иртнĕ уява чăваш артисчĕсемпе республикăри пултарулăх коллективĕсем илем кÿчĕç. Раççей эстрадин паллă юрăçне Сосо Павлиашвилине те куракансем ăшшăн йышăнчĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ.

 

ХАКЛАВ

Омар МУРТУЗАЛИЕВ,

РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ:

— Шупашкарта пире яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Кунта спорт кĕрешĕвне юратнине пĕрре мар курса ĕненнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, регионта физкультурăпа спорта аталантарас тĕллевпе пысăк ĕçсем туни савăнтарать. Пирĕн федераци РФ Президентне Владимир Путина Мускавра кĕрешÿ керменне тата Раççейри 10 регионта хĕрарăмсен кĕрешĕвĕн центрĕсене тума сĕнчĕ. Вĕсенчен пĕри Чăваш Енре пулма тивĕç. Шупашкар çĕнĕ пуçарăвăн пуçламăшĕ пулса тăтăр!

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.