Комментари хушас

10 Раштав, 2016

Ферма çути чуна ăшăтать

Çĕнйĕркелÿ тапхăрĕнче чылай çĕрте сурăх фермине пĕтерчĕç. Ишĕлсе анайман çурчĕсем çеç çакăнта тахçан пурнăç вĕресе тăнине аса илтереççĕ. «Ах, йĕркене кĕртмелле те çак вырăна», — юхăннă ферма патĕнчен иртсе каймассерен çакнашкал шухăш канăç памасть. Анчах ĕç пуçлама хулăн укçа, вăй-хал кирлĕ.

Етĕрне районĕнчи Анат Мучарти шăллĕпе аппăшĕ Сергейпа Светлана Ивановсем йывăрлăхсенчен хăрамаççĕ. Икĕ çул каялла пушанса юлнă ĕне ферминче юсав ĕçĕсем пуçланă вĕсем. Малтанлăха 150 пуç сурăх илсе килнĕ. Хăйсем калашле, ăна пăхма çăмăлрах. Романовски ăрат 2-3-шер путек пăранланине кура йыш хăвăртах пысăкланнă. Халĕ 400 пуçа çитернĕ.

Хресчен фермер хуçалăхĕ аталанса пыни ял халăхне те савăнтарать. Ĕç вырăнĕ тупăнни нимрен паха. Эпир пынă чухне строительсем душ пÿлĕмĕ тăватчĕç. Унсăр пуçне кĕтÿçсене, сурăх пăхакана ĕçе илнĕ. «Малтанхи ÿкерчĕк мар ĕнтĕ, иртсе каймассерен ферма çути чуна ăшăтать», — теççĕ çынсем.

«Ферма ĕçченĕсемпе пĕр çемьери пекех пурăнатпăр. Уявсене пĕрле паллă тăваптăр, пĕр-пĕрне сĕнÿ-канашпа пулăшатпăр», — ăнлантарать Светлана Станиславовна.

Ферма сурăхĕсене 3 ушкăна пайланă. Нумаях пулмасть пăранланисене уйрăм хупнă. Путексем чĕркуçленсех амăшне ĕмеççĕ. Теприсем канма выртнă. Амăшĕн çумĕнче кирек кама та лăпкă, канлĕ.

Пысăкрах путеклĕ сурăхсем валли уйрăм вырăн уйăрнă. Çынсене курсанах пĕр путек алăк патнех чупса пычĕ. Ферма ĕçченĕсем ачашланине, ĕмкĕчрен сĕт çитернине хăнăхнă вăл.

Ыттисене урама кăларнăччĕ. Чупса çаврăнмалăх вырăн çителĕклех хатĕрленĕ вĕсем валли.

Выльăх пăхакан Зоя Малова, тĕслĕхрен, ир пуçласа каçченех фермăра. «Сурăхсене çитерсен йĕри-тавра шăлма, тасатма пуçлать», — тет ун пирки Светлана Станиславовна. Чăнах, пур çĕрте те тирпейлĕ. Пире кĕтнĕ пекех, анчах эпир фермăна килессе малтанах систермен. Зоя Малова Ирçере сурăх пăхаканра чылай çул ĕçленĕ. Вăр-вар та çаврăнăçуллăскер çулла Чулхула облаçĕнче ĕне кĕтĕвĕ пăхнă.

Амăшĕн сĕчĕ çитмен путексене куçран вĕçертмеççĕ кунта. Лару-тăрăва йĕркелес тĕллевпе качакасем туяннă. Вĕсен çуллă сĕтне путексем çав тери килĕштереççĕ. Сурăхсемпе качакасем тахçанах пĕр-пĕрне хăнăхнă, пĕрле уçăлса çÿреççĕ.

Кăçал хресчен фермер хуçалăхне аталантармашкăн Ивановсем патшалăх грантне тивĕçнĕ. 1 миллион та 200 пин тенкĕпе сурăхсем туянма, арендăна илнĕ çĕр лаптăкне акса хăварма палăртнă.

Светлана Станиславовна сурăхсем иличчен килте 8-шар ĕне сунă. Унсăр пуçне вăкăр, тына усранă. Ĕç йĕркине хăнăхнăскер, ял пурнăçне кăмăллаканскер çитес вăхăтра сурăхсен йышне 1000 пуçа çитересшĕн, ĕнесем илесшĕн. Сĕт сумалли аппаратсем те пур унăн. Ун чухне ку тăрăхра ĕç вырăнĕ тата хушăнĕ. Ăна Шупашкарта пурăнакан, ял хуçалăх техники сутакан шăллĕ яланах пулăшса пырать. Сăмах май, Сергей Станиславович Анат Мучар урамĕнче асфальт çул сарма укçа панă. Текех çумăрлă çанталăкра та пылчăк çăрăлмĕ кунта.

«Сурăх ферми 2-3 çулсăр тупăш параймĕ. Йыш ÿстерес тесе выльăх пусса сутмастпăр. Çăмне йÿнĕ хакпа парас килмест. Вăхăт иртнĕçемĕн, тен, хамăрах çăм таптарма пуçлăпăр, вара ăна хаклăрахпа илĕç», — ĕмĕт-тĕллевĕпе паллаштарать Светлана Иванова.

Сурăхсене хĕл каçармашкăн 350 гектар сарăлса выртакан улăх уттине çулса типĕтнĕ. Çавнашкалах тонни-тоннипе сĕлĕ хатĕрленĕ. Унсăр пуçне выльăха минерал хутăшĕ те, витаминсем те кирлĕ.

Те укçа алла тÿрех кĕрейменрен ялта сурăх тытакан сахал? Светлана Станиславовнăпа çакăн тавра та калаçрăмăр. Вăл сурăх ферми уçнăшăн пĕрре те ÿкĕнмест. Малашлăхра тир туянакансемпе çыхăну йĕркелесшĕн. Сурăх ашĕнчен консерв кăларакан цех уçма та сĕнеççĕ ăна.

Нумаях пулмасть Светлана Иванова, пур çĕре те ĕлкĕрес тесе, транспортпа çÿремелли документ илнĕ. Пурăна-киле сурăх какайне те хăйĕн машинине тултарса кирлĕ çĕре леçĕ вăл.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.