Авланасчĕ те...
Чăваш патшалăх академи театрĕ куракана çĕнĕ ĕçсемпе савăнтарсах тăрать. Хальхинче Наталия Сергеева режиссер артистсемпе пĕрле “Ялта пулман пăтăрмах” спектакле сцена çине кăларнă. Пьеса авторĕ — Коми Республикин халăх писателĕ Алексей Попов /чăвашла Анатолий Большаков куçарнă/.
Спектакльте сăнланнă ĕç-пуç питех те ансат темелле. Сюжет яланхи пекех юрату тавра çаврăнать. Анчах та автор питех те чĕрĕ ыйтăва хускатнă — Коми тăрăхĕнче те хусах ыйтăвĕ çивĕч курăнать: ял каччисем авланаймасăр хăшкăлаççĕ. Тĕп сăнарăн Николайăн юлташне Василий фермера ĕненес тĕк, каччăсен хăйсен авланас, çемье çавăрас килет-ха. Анчах та ял ватăлнă, унта хĕрсем тăрса юлман. Мĕн тăвăн? Ку çитмен, тăванĕсем суран çине тăвар сапаççĕ тата, мăшăрланма хистесе хусахсене халтан яраççĕ. Ашшĕн аппăшĕ пĕр вĕçĕм çак ыйтупа минретнине пулах шкулта вĕрентекенре тăрăшакан Николай хăй те сисмесĕр персе ярать: “Авланатăп, ара, авлантăп! Хăçан-и? Çитес эрнере”. Каланă-тунă. Сăмах çерçи мар, алсапа персе тытаймăн. Пушшех те — Маша инке çитес вăхăтрах туй кĕрлесси пирки каламан çын юлман ĕнтĕ. Ял хĕрсех уява хатĕрленет: ара, ку тăрăхра туй юррине манма та пуçланă. Анчах та Николайăн туй кĕрекине ларма мар, пăхса хунă хĕрĕ те çук! Мĕн тумалла?
Вăтанчăк Николая пулăшас тесе тусĕ мĕн кăна шухăшласа кăлармасть! Пĕркенчĕке кинемей пуçĕ çине те уртса пăхаççĕ. Аптранипе, Василий хăй те парик тата шурă кĕпе тăхăнса юлташĕпе юнашар сĕтел хушшине вырнаçма хирĕç мар. Пĕр каçлăха. Вырнаçма кăна мар, хĕрĕнкĕ туй халăхĕ “йÿçĕ” кăшкăрсан чăрсăрскер тутине Николай енне çавăрма та пултарать. “Туй хыççăн вара мĕн тăвăпăр?” — паллах, çак ыйту çуралать авланас каччăн. Ара, юлташĕпе хĕве хупсан?
Лару-тăру вара хĕрсех, туй кунĕ çывхарсах пырать. Пĕртен-пĕр ывăлне çынна ретлĕ авлантарас тесе каччăн ашшĕ-амăшĕ ялти лавккана пушатсах хăварчĕ-тĕр. Маша инке те хĕвне чикнĕ укçи-тенкине кăларса пама хирĕç мар. Пĕр сăмахпа, туя пурте хатĕр, Николайсăр пуçне. Ял умĕнче намăс курма тивмĕ-и хусах каччăн? Çак ыйтăвăн хуравне эсир театра хăвăр çитсе курсан тупма пултаратăр.
Спектакль вĕçленнĕ хыççăн чылайччен тăвăллăн алă çупрĕ куракан. Артистсемпе режиссер ытти чухнехинчен ытларах пăлханни сисĕнчĕ. Кĕçех сăлтавĕ те уçăмланчĕ. Пьеса авторĕ хăй те куракан хушшинче пулнă-мĕн. Артистсене сăнарсене яр-уççăн уçма пултарнăшăн, режиссера хăюлăхшăн тав турĕ Алексей Попов. Хăй чăваш театрĕн ушкăнĕн пултарулăхĕпе кăмăллă юлнине палăртрĕ. Çак спектакле Сыктывкарта халĕ те кăтартнине, ăна куракан унта та ăшшăн йышăннине пĕлтерчĕ.
Алексей Попов чăваш театрне юратакансемшĕн çĕнĕ ят мар. 2006 çулта Иван Иванов унăн “Счастливые” пьеси тăрăх хатĕрленĕ спектакле сцена çине кăларнă.
“Ялта пулман пăтăрмах” спектакле курас текенсене театрта раштавăн 8 тата 20-мĕшĕсенче кĕтеççĕ.
Рита АРТИ.