Комментари хушас

9 Раштав, 2016

Хапсăну туртăмĕ

Пирĕн ыйтусене ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешмелли саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ Сергей ПАВЛОВ хуравлать

1,5 пин ытла тĕслĕх

— Сергей Петрович, коррупци пирки юлашки çулсенче нумай калаçатпăр. Вăл темле пĕтĕмĕшле ăнлава çаврăннăн та туйăнать. Çавăнпа уçăмлатсамăр: калăпăр, прокуратура киревсĕр пулăмпа мĕнле кĕрешет?

— Ĕç анлă. Прокуратура органĕсем патшалăх тата муниципалитет служби, коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене мĕнле пурнăçланине сăнаса тăнă май патшалăх тата муниципалитет саккасĕсене вырнаçтарассипе, вĕсен пурлăхĕпе усă курассипе çыхăннă ĕçсенче саккунсене пăснине, вăл е ку ĕçшĕн "откатсем" пани-илнине, коррупци сĕмĕллĕ преступленисене пула сиен тÿснĕ граждансен, организацисен тата патшалăхăн пурлăхпа çыхăннă прависене хÿтĕлессине тата ыттине тĕпе хураççĕ.

— Апла тăк асăннă кашни çул-йĕр çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрар. Пайăр тĕслĕхсем пирки те пĕлес килет.

— Кăçалхи тăхăр уйăхра прокурорсем тĕрĕслевсем ирттернĕ май патшалăх тата муниципалитет служби, коррупци çинчен калакан саккунсене пăснин 1,5 пин ытла тĕслĕхне тупса палăртнă. Палăртам: иртнĕ çулхи çак тапхăрта ку кăтарту чылай пысăкрах пулнă — 2,6 пине яхăн. Паллах, кашни тĕслĕхпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Çав шутра 24 тĕрĕслев материалне уголовлă ĕçсем пуçарма следстви органĕсене ярса панă.

Коррупци тенĕ чух сăмах преступленисем пирки кăна пымасть. Унпа кĕрешесси тĕрлĕ енлĕ: интерессен хирĕçтăрăвне сирнинчен пуçласа тупăшсемпе тăкаксем çинчен калакан кăтартусене пухни таранах. Калăпăр, Сĕнтĕрвăрри районĕн прокуратури ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕпе пĕрле тĕрĕслев ирттернĕ май çакна уçăмлатнă: райадминистрацин тĕп специалисчĕ пĕр хваттере эксплуатацие йышăннă — пурăнмалли лаптăкăн хуçи вара унăн амăшĕ пулнă. Паллах, çакнашкал тĕслĕхсене те курмăш тума юрамасть — специалиста дисциплина енĕпе явап тыттарнă.

Хĕрлĕ Чутай районĕнче райадминистрацин строительство пайĕн пуçлăхĕ А.Ильин çийĕнчен предприниматель пулни те палăрнă. Вăл районти темиçе ял администрацийĕпе автоçулсене юсама, çул-йĕр паллисем лартма контрактсем тунă. Урăхла каласан ĕçсене хăех пурнăçланă, çав вăхăтрах хăех подрядчик ĕçне тĕрĕслесе тăнă. Интерессен хирĕçтăрăвĕ пирки администрацие евитлемен. Ăна шанчăкран тухнине пула должноçран хăтарнă.

Етĕрне районĕнче Хучаш ял тăрăхĕн пуçлăхне лартнă çын ООО учредителĕ тата директорĕ пулни палăрнă. Тивĕçлĕ справкăра вăл çакăн çинчен пĕлтермен, тупăш пирки тĕрĕс мар кăтартусем панă. Ку тĕслĕхпе те район прокуратури представлени тăратнă, ăна тишкереççĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче спорт шкулĕн директорĕ хушма вĕрентÿ учрежденийĕ валли 69,5 пин тенкĕлĕх тавар туянма килĕшÿ тунă. Сутаканни вара — унăн мăшăрĕ. Интерес тени куçкĕрет пулин те çакăн çинчен саккун хушнă пек пĕлтермен — унăн дисциплина енĕпе явап тытма тивнĕ. Патăрьелти агропромышленноç техникумĕн директорне те çакăн пеккишĕнех выговор панă, вăл та вĕренÿ заведенине апат-çимĕçпе тивĕçтермешкĕн хăйĕн мăшăрĕпе килĕшÿсем тунă. Çакнашкал чылай тĕслĕхе асăнма пулать.

Çын патшалăх, муниципалитет службинче тĕк — унăн тивĕçлĕ чарусене уямалла. Ку енĕпе кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче йĕркене пăснин 283 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Чиновниксем, халăх суйланă çынсем тупăш, пурлăх тĕлĕшпе отчет парассине те ахальтен шухăшласа кăларман. Ку енĕпе те саккуна пăснин 254 тĕслĕхне тупса палăртнă. Калăпăр, республика прокуратурин Патшалăх Канашĕн депутачĕ тупăшпа пурлăх çинчен тĕрĕс мар кăтартусем панă тĕслĕхпе республика парламенчĕн ку енĕпе ĕçлекен комиссине тивĕçлĕ информаци ярса пама тиврĕ. Депутат хăйĕн харпăрлăхĕнче "Куснар" агрофирмăн 525 акцийĕ пулнине кăтартма "маннă". Хăй ăнлантарнă тăрăх — акцисене вăл темиçе çул каяллах урăх çынна сутнă-мĕн. Анчах суту-илĕве килĕшÿре палăртнă пек регистрацилемен, çавна май хаклă хутсен прави саккунпа килĕшÿллĕн туянаканăн харпăрлăхне куçман. ПК комиссийĕ те пирĕн информацие пăхса тухнă хыççăн депутат тулли справка паманнине йышăнчĕ. Чăн та, парламентарин ятарласа çапла тăвас тĕллев пулманнине шута илчĕ.

Тепĕр чух хăшĕсен тимлĕх çитмест пуль, анчах çакă тĕрĕс мар кăтартусем паракансене каçармасть. Сăмахран, Çĕнĕ Шупашкар полицийĕн пай пуçлăхĕ тĕп ĕç вырăнĕнчи тупăшне 6666 пин тенкĕ ытла тесе кăтартнă. Çав вăхăтрах шалти ĕçсен пайĕ панă справкăра ку виçе 666 пин тенкĕ пулни палăрать. Çĕнĕ Шупашкар тенĕрен, унти полици пайĕн тыл пуçлăхĕ хайхи справкăра хăй коммерци организацийĕсен — икĕ хурал предприятийĕн — учредителĕ пулнине пĕлтермен.

 

Тăванран хакли çук

— Должноçри çынсем хăйсен тăванĕ-пĕлĕшĕ валли ытларах чĕпĕтсе илме тăрăшни вăрттăнлăх мар — хапсăну туйăмĕ тетерет...

— Хăйсем те, эсир калашле, "чĕпĕтеççĕ", çывăх çыннисене те манмаççĕ. Çĕрпÿ хулин администрацийĕн специалист-эксперчĕ Т.Михайлова пуçлăха улталаса бюджетăн 9,5 пин тенкине вăрланă. Çав укçана Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă спорт мероприятине йĕркеленĕ тесе илнĕ, чăннипе вара унашкал мероприятие йĕркелемен. Красноармейски районĕн прокуратури Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ывăлне саккуна пăсса федераци программипе килĕшÿллĕн çурт-йĕр туянма 471 пин тенкĕ ытла социаллă тÿлев панине тăрă шыв çине кăларнă. Ывăлĕ пушă çуртра ятарласа регистрациленнĕ. Кайран ăна пăснă, хăй ашшĕ-амăшĕпе пурăннă. Пĕр сăмахпа, амăшĕ тивĕçлĕ хутсене хатĕрленĕ, вăл тăрăшнипе ывăлĕ укçа илнĕ. Ку ĕçпе çыхăннă материалсене следстви органĕсене панă, суда саккуна пăсса уйăрнă укçана шыраса илмешкĕн тавăç тăратнă.

Куславкка районĕнче КФХ пуç-лăхĕ О.Мыков вырăнти шкула шывпа тивĕçтерме килĕшÿ тунă. Çав шкул директорĕ вара — И.Мыкова, фермерăн мăшăрĕ. Саккуна пăсни куçкĕрет.

Комсомольски районĕнче "Стройсервис" АХО Урмаелти шкулта юсав ĕçĕсем пурнăçлама контракт тунă та — ĕçсене туллин пурнăçламан. Контрактра коридорта заводра кăларнă виçĕ люк вырнаçтарассине çирĕплетнĕ, чăннипе вара ялти ăстасем калăпланă люксем кăна. 12,3 метр тăршшĕ карта та çук. "Стройсервис" гендиректорĕ Ф.Рахимзянов тивĕçлĕ акта алă пуснă чух çак çитменлĕхсене çывăх вăхăтра пĕтерме шантарнă — çавă çеç. Çапла вара подрядчик район бюджечĕн 38 пин тенкĕ ытла укçине "ытлашши" илнĕ. Уголовлă ĕç çуралнă.

"Нерон" ООО директорĕ Ю.Пет-ряшин Вăрнарти нумай хваттерлĕ темиçе çуртра электричествăпа тивĕçтерекен системăсене юсама Республикăн капиталлă юсав фончĕпе килĕшÿ тунă. Шаннă йăвара кайăк пулман — ултав çулĕ çине тăнă. Пурнăçламан ĕçсене тунă пек кăтартнă, килĕшÿре палăртнă хаклăрах приборсем вырăнне йÿнĕреххисене вырнаçтарнă — фондран 37 пин тенкĕ ытла "ытлашши" укçа илнĕ.

Кунашкалли Вăрмар районĕнче те пулнă. "ЭНКИ" ООО директорĕ А.Сергеев тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл та темиçе ялти çуртсенче 16 пине яхăн тенкĕлĕх электросчетчиксем вырăнне виçĕ хут йÿнĕреххисене вырнаçтарса Капиталлă юсав фондне 32 пин тенкĕлĕх "лартнă".

 

267 преступлени

— Коррупцие сăнлакан пĕтĕ-мĕшле цифрăсем мĕнлерех?

— Тăхăр уйăхра республикăра 267 преступление регистрациленĕ — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 23% сахалрах. Çав шутра 223 преступление Шалти ĕçсен министерствин подразделенийĕсем тăрă шыв çине кăларнă, 24-шне — ФХСăн республикăри управленийĕн сотрудникĕсем. Взятка тĕслĕхĕсем — 68. Сăмах май, пĕлтĕр çакнашкал 64 преступлени пулнă. Тĕпрен илсен укçа вăрланипе тата ăна тăкакласа пĕтернипе çыхăннă тĕслĕхсем сахалланнă. Преступленисен шучĕ пĕчĕкленни асăннă категорие кĕрекен тĕслĕхсене статистика енĕпе шута илес тĕлĕшпе прокуратура надзорĕ çирĕпленнипе те, коррупцирен сыхланас тĕллевлĕ профилактикăна вăйлатнипе те çыхăннă. Çав вăхăтрах, пытарма кирлĕ мар, право хуралĕн органĕсем ку енĕпе ĕçе хавшатни те сисĕнет.

— Коррупци пирки сăмах пуçарсан халăхра чи малтанах пакунлă çынсем çине чалăшшăн пăхасси йăлана кĕнĕ. Çакă тÿрре тухать-и е ытти сферăра ĕçлекенсем те ÿксе юлмаççĕ-и?

— УК 290 статйипе пăхнă 5 преступление МЧС сотрудникĕсем тунă, 3-шер преступление — ШĔМ тата ФСИН сотрудникĕсем. Çав вăхăтрах 36 преступлени — виçĕ вĕрентÿ ĕçченĕн тÿпи. ЧР ĕçлев министрĕн заместителĕ статистикăна 4 преступленипе пуянлатнă.

— С.Викторов пирки калатăр-и?

— Çапла, паллă мар çынсемпе каварлашса вăл министерствăна антивирус программисемпе тивĕçтермелли контрактсемпе ултавлă ĕçсем тунă, çавна май бюджетăн 414 пин тенкине вăрланă. Уголовлă ĕçе тĕпченĕ май Викторов взяткăсем илни те çиеле тухнă. Хальхи вăхăтра следстви пырать.

Çапла вара коррупципе çыхăннă "ăмăртура" пакунлă çынсем малта теме çук.

"Шавлă" тĕслĕхсен шутĕнче Шупашкарти Калинин районĕн сучĕ ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин алкоголь рынокне йĕркелекен тата лицензилекен секторĕн заведующийĕ пулнă Н.Губина тĕлĕшпе палăртнă приговора асăннă пулăттăм. Вăл посредник урлă темиçе хут взятка илнĕ — 80-ран пуçласа 200 пин тенкĕ таран. Коммерци организацийĕсене лицензисем панăшăн çавнашкал "тÿлев" ыйтнă. Суд ăна 7 çул та 1 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварма, 4 миллион тенкĕлĕх штрафлама йышăннă.

 

Ирĕклĕхсĕр, укçасăр, званисĕр

— Сергей Петрович, коррупципе çыхăннă приговорсенче тепĕр чух штрафсен виçи питĕ пысăк. Ку мĕнрен килет?

— Эсир взятка е коммерци енĕпе сутăн илнин виçине кура палăртакан штрафсем пирки калатăр ĕнтĕ. Взяткăн е коммерци енĕпе сутăн илнин виçинчен нумай хут пысăкрах штрафсемпе çыхăннă приговорсене кăçал судпа айăпланă 21 çын тĕлĕшпе палăртнă. Çав шутра 9 çын тĕлĕшпе штраф тĕп айăплав пулнă, 12 çын тĕлĕшпе — хушма айăплав. Çав 21 çын тĕлĕшпе палăртнă штрафсен пĕтĕмĕшле виçи — 57,6 миллиона яхăн тенкĕлĕх.

Сăмахран, Канаш районĕн сучĕн приговорĕпе Б.Волкова 4,5 пин тенкĕлĕх штрафланă, çийĕнчен ăна виçĕ çуллăха аслă тата вăтам вĕренÿ заведенийĕсенче преподавательте ĕçлеме чарнă. Суд приставĕсем пурнăçламалли ĕçсен шутĕнче А.Дергачевран коррупципе çыхăннă преступлени туса кÿнĕ 4 миллион ытла тенкĕлĕх сиене шыраса илмелли производство та пур /парăмăн тата çуррине тÿлемелли юлнă/.

— Кĕскен калас тăк — кунашкал преступленисемшĕн пуçран шăлмаççĕ. Яваплăх чăннипех хакла ларать...

— Тĕрĕсех. Чылай чух çав яваплăх шутне ирĕклĕхсĕр юлнипе кăна вĕçленмест. Айăпăн укçапа хаклакан виçи те пур. Ку çеç те мар. Раççей Геройĕ пулнă Е.Борисовпа çыхăннă тĕслĕхех илер. Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ суд умне тăнă 7 çынран 4-шне коррупци сĕмĕллĕ преступленисемшĕн айăпларĕ. Вĕсене чылай çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă, иккĕшне — 10 миллион, пĕрне — 10,3 миллион, теприне 5,4 миллион тенкĕлĕх штрафланă. Ухтару-шырав вăхăтĕнче туртса илнĕ 832,5 пин тенке конфискациленĕ. Унсăр пуçне Борисова патшалăх наградисĕр — "Раççей Федерацийĕн Геройĕ" званисĕр — хăварнă. И.Иванов вара полици полковникĕн званийĕсĕр юлнă.

Николай КОНОВАЛОВ калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.