Хаклă виртуаллă юрату
Полицирен Шупашкарта пурăнакан хĕрарăм пулăшу ыйтнă. Юратăва пула улталанни çинчен каласа панă.
Социаллă сетьре пĕр арçынпа паллашнă иккен. Электрон мелĕпе пĕр-пĕрин патне çырусем çырнă. Арçын Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсен гражданинĕ имĕш, çар çынни — çĕршывсен хушшинчи сăнавçă пулнă май служба тивĕçĕсене Сирире пурнăçлать-мĕн. Арăмĕнчен уйрăлни пирки пĕлтернĕ, унăн хĕрĕ пур — вăл халь Англире пурăнать. "Çар çынни" Шупашкар хĕрарăмне килĕшнĕ, вăхăт иртнĕ май вăл ăна качча илес кăмăлĕ пуррине те ĕнентернĕ.
Çапла пĕр уйăх çыру çÿретнĕ хыççăн Нельсон Смит Палмер /инçетри тус хăйĕнпе çапла паллаштарнă/ отставкăна каясси çинчен хыпарланă, Раççее яланлăхах пурăнма куçмашкăн хатĕр-мĕн. Анчах çапла тумашкăн Англи банкĕнче тÿлев шучĕ уçмалла — ку енĕпе хĕрарăмран пулăшу ыйтнă. Апла-капла иккĕленме пултарайман "Шупашкарти савни" 97 пин тенкĕ кредит илнĕ, хăйĕн 10 пин тенкине хушнă, çак укçана долларсемпе улăштарса электрон почтипе чикĕ леш енчи юлташне тÿлев шучĕн активаци кодне ярса панă.
Кĕçех виртуаллă савнирен хыпар илнĕ: вăл уçнă тÿлев шучĕ çине 2,7 миллион доллар куçарнă-мĕн, арçын укçан пĕр пайĕпе усă курма та ирĕк панă. Çав кунах "Америка çарĕн çынни" хĕрарăмран Сирирен Мускава вĕçсе килмелли билетшăн тÿлеме ыйтса янă. Юратса пăрахнăскер вара тепре кредит илнĕ, ĕçтешĕнчен 50 пин тенкĕ кивçен ыйтнă — çак укçана куçарса панă. Çакăн хыççăн тин пулас мăшăр хăш банка миллионсем куçарнипе интересленсе пăхас тенĕ. Анчах вăл пĕлтернĕ ятпа нимĕнле организаци те çук иккен. Тинех уçăмланнă: нимĕнле савни те мар — ултавçă! Хĕрарăм вара ăна пĕтĕмпе 400 пин тенкĕ куçарса панă.
Уголовлă ĕç пуçарнă, ултавçа шыраççĕ.
Н.АНТИПОВ