Юратни çинчен кашни кун калăр...
Вăрçă вăхăтĕнче кунта эвакогоспиталь ĕçленĕ. Аманнă вырăс салтакĕ, çывăхра çынсем ют чĕлхепе калаçнине илтсен, хăй нимĕçсем патне тыткăна лекнĕ тесе шухăшланă. Аманнисене пулăшма чăваш хĕрарăмĕсем пынине, паллах, салтак тĕшмĕртме те пултарайман. Çак историе вăрçă вăхăтĕнче госпитале ĕçлеме çÿренĕ Çĕрпÿ хĕрарăмĕ каласа кăтартнă. Республикăри хĕрарăмсен союзĕ Амăшĕн кунне çак районта паллă тунă май уяв мероприятийĕсене хăнасене хулапа паллаштарнинчен пуçлама тĕв тунă вырăнти хастарсем. Шăпах хулари паллă вырăнсене кăтартса çÿренĕ май каласа кăтартрĕç те çак истори çинчен хĕрарăмсене.
Çĕрпÿ историйĕ пуян. Унпа тĕплĕн паллашас тесен яра кун çÿрес пулать хула тăрăх. Темиçе ĕмĕр каялла çĕкленĕ çуртсемпе юнашарах çĕнĕ палăксем те пур кунта. Çавăн пекех Çĕрпÿсен мăнаçлăхĕ, паллах, хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕ. Ун çумĕнчи Вырсарни шкулĕн ачисен пултарулăхĕ те тыткăнларĕ пухăннисене.
Унтан уявăн тĕп тĕллевне пурнăçламашкăн — Амăшне чысламашкăн — хăнасем те, куракан та районти культура çуртне пуçтарăнчĕç. Тĕп вăрттăнлăха уçма васкамарĕç-ха уяв йĕркелÿçисем. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Чăваш республикинчи хĕрарăмсен союзĕ çулсерен чи лайăх ĕçлекен уйрăма палăртать.
Пуçламăшсен пуçламăшне — Амăшне — халалланă уява район пуçлăхĕ Татьяна Баранова уçрĕ. Хĕрарăмăн пурнăçри пĕлтерĕшĕ пирки сăмах пуçарчĕ вăл. Хĕрарăм çумĕнче арçын та ăнăçуллă, хĕрарăм пулсан тĕнче те ырăрах та, илемлĕрех те. Унăн тĕп тĕллевĕ — амăшлăх. Çавăнпа çак должноçе патшалăх шайне çĕклемеллине палăртрĕ Татьяна Владимировна.
Район администраци пуçлăхĕ Александр Казаков пухăннисене уяпа саламланă май хĕрарăмпа арçынна пĕр танлăн утма, пĕр çăвартан пурăнма сунчĕ.
Чăваш республикинчи хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Ольга Зайцева пĕрлĕх ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май Çĕрпÿсен хастарлăхне уйрăммăн палăртмасăр иртмерĕ. Калăпăр, “Амăшĕнчен хĕрне” /халĕ ун çумне “ашшĕнчен — ывăлне” сыпăк хушăннă/, “Эпир — сывă йăла-йĕркешĕн” проектсем шăпах çак районта пуçланнă. “Эсĕ кирлĕ пире, тусăм” проекта та Çĕрпÿсем хастар хутшăнаççĕ.
Ыркăмăллăх фончĕн ертÿçи Лариса Игнатьева тăван çĕршыв та, çĕр те анне сăмахпа çыхăннине аса илтерчĕ. Пухăннисене ырлăх, тăнăçлăх сунчĕ — ĕçре те, килте те.
Юлашки çулсенче Ашшĕсен канашĕ курăмлă ĕçсемпе палăрать. Унăн ертÿçи Владимир Викторов ытларах арçынсемпе калаçу пуçарнăн туйăнчĕ. “Мăшăрăрсене юратни çинчен кашни кун калăр, çемьене телей кăна кÿрĕ ку — шăпах вĕсем республика аталанăвне тÿпе хываççĕ те”, — терĕ вăл. Республикăра арăмĕпе упăшки уйрăласси чакнине палăртрĕ Владимир Николаевич. Ку енĕпе республика Атăлçи округĕнче — чи кайри. Çакăнта халăхăн ламран-лама куçакан йăли-йĕркин витĕмĕ пурах.
Олимп чемпионки Елена Николаева кашни хĕрарăмах амăшлăх туйăмĕпе савăнса курма ырă сунчĕ.
Чи пăлхануллă самант çитрĕ — кăçал хĕрарăмсен сюзĕн уйрăмĕсенчен хăшĕ палăрнă-ха хастарлăхпа? Ольга Юрьевна сцена çине тухсан зал тăвăллăн алă çупрĕ: “Паллах, Çĕрпÿсем!” Хастаррисенчен те хастаррисене, пултаруллисенчен те пултаруллисене Тав хучĕсемпе, Ĕç çыннин паллипе, сумлă парнесемпе чысларĕç. Уява амăшне халалланă сăвă-юрă илем кÿчĕ.
Рита АРТИ.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.