Чечек парнелесчĕ...
Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче кун тăршшĕ кĕскелсех юлать, хĕвел те йăпăрт çеç курăнкаласа илет. Çут çанталăк, ÿсен-тăран тĕнчи — канма каять. Шăпах хура кĕркунне, чÿкĕн юлашки вырсарникунĕнче Амăшĕсен кунне паллă тăваççĕ. Çакă лайăх та. Уяв ăмăр çанталăкра килсен те кăмăла çĕклентерет. Çулла-çуркунне уяв шухăшĕ-и? Йăлтах ĕлкĕрмелле — пахчаçимĕç ÿстермелле, выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, чечек-курăк... Халĕ, пахча ĕçĕ вĕçленнĕ майăн, уяв тĕлне киле-çурта илемлетсе хăтлăх кÿме, аннесене чечек çыххи парнелеме сăлтав пур.
Чечек çыххисем мĕнле йĕркелесси, пÿрте-çурта илемлетесси пирки Зоя Сергеева /сăн ÿкерчĕкре/ флористкăпа калаçрăмăр.
— Зоя Владиславовна, мĕн вăл флористика?
— Флористика чечек пуçтарса çыхасси çеç мар, тĕрлĕ ÿсен-тăранпа — улма-çырлапа, çулçă-туратпа, мăйăр-йĕкелпе тата ытти çутçанталăк япалипе тĕрлĕ çыхă, кăшăл, композици хатĕрлесси те. Чĕрĕ ÿсен-тăранпа çеç мар, типĕтсе хатĕрленĕ япаласемпе интерьер композицийĕсем хатĕрлесси те — йăлтах флористика пайĕ.
— Чечексемпе ĕçлеме кăмăллă пулĕ, хитре-çке. Флорист пулма çăмăл-и?
— Пăхсан çак ĕç çăмăл пек туйăнать-тĕр. Хитре чечексем хушшинче ĕçлетĕн, тавралăха илем кĕртетĕн. Анчах кăткăслăхĕ темĕн чухлех. Йывăр курупкасене çĕклесси, чечексене çулçÿрев хыççăн илемлĕ сăн кĕртесси, вĕсене тĕрĕс пăхса тăрасси... Тĕрлĕ чечексенчен композицисем тумашкăн вара ятарлă ăсталăх кирлĕ. Паллах, чечек çĕр çинчи чи хитре япала. Унпа ĕçлени савăнăç кÿретех. Лайăх ĕç пулса тухсан уйрăмах кăмăллă. Флориста ĕçченлĕх, илеме курма пĕлни, ăста алăсем кирлĕ. Кăткăс композицисем тума кашниех пултараймасть, теприн ятарлă пĕлÿ пулсан та алă çыпăçмасть.
— Эппин, чечекçĕ пуласси те çăмăлах мар.
— Пахчара ÿстернĕ чечексенчен çыхăсем хатĕрлеме, пурăнакан вырăна илем кĕртме кашниех пултарать. Татнă, чÿлмеке лартнă чечексене тĕрĕс пăхмалла. Каснă чечекĕн туни çинчи аялти çулçăсене татмалла, кĕлчечекĕн туни çинчи йĕпленчĕкĕсене те иртмелле. Кунсеренех шыва улăштарса тăмалла, вазăна лартнă чухне кашнинчех тунана 0,5-1 см пек касса çĕнетмелле. Чечекĕн шăпах туна вĕçĕ шыв сăхать-çке. Тунана шăлса тасатмалла. Шыва аспирин, сахăр яма сĕнекенсем пур. Çак тĕрĕсех мар. Сахăрлă шывра микробсем хăвăрт ĕрчеççĕ. Хулара пулсан кранри сивĕ шыв, ялта çăл шывĕ чечекшĕн лайăхрах. Вазăри çыхă хăвăрт шанмĕ. Тата вăрăм туналлă чечексене кĕскетме ан хăрăр. Вăрăм туналли хăвăртрах шанать.
— Композицисем хатĕрлетĕр-и, залсене хитрелетме чĕнеççĕ-и?
— Тĕрлĕрен композици тума тивет. Туй сĕтелĕ çине лартмалли, кĕрекене илемлетмелли, банкетсем валли. Хурлăхлă сăлтавсемпе те карçинкка е кăшăл, е çыхă хатĕрлетпĕр. Композици хатĕрленĕ чухне уйрăмах илемлĕхе туйса ĕçлени, тĕрлĕ япалана тĕрĕс çыхăнтарни, алă ăсталăхĕ пĕлтерĕшлĕ.
— Мĕнле чечек ытларах туянаççĕ?
— Кашни чечек валлиех хуçа тупăнать. Кĕлчечек, хризантема, лили, гербера... Сăлтава кура çыхăсем тĕрлĕрен. Арçынсем валли çыхăсене пĕр тĕслĕ чечексенчен хатĕрлеççĕ. Пĕр туна хризантема е роза çыххи парнелесен аван. Хĕрарăмсене тĕрлĕ чечекрен композициленĕ çыхă килĕшÿллĕ. Лили парнелеме шухăшлатăр тăк чечек йышăнаканăн ун çине аллерги çуккине пĕлсен аванрах. Лили шăрши вăйлă, ырă, анчах вăл хăшпĕр çынна сунаслаттарать.
— Кĕçех Анне кунĕ. Хамăр алăпа мĕн хатĕрлесе парнелеме пулать?
— Пирĕн тăрăхри ÿсен-тăран халĕ йăлтах тенĕ пекех хăрнă. Фантази, ăсталăх пур тăк кĕрхи çыхă — типĕтнĕ чечексене пилеш сапакиллĕ туратпа илемлетсен аван. Çĕнĕ çул уявĕ те инçе мар. Ку уяв тĕлне вара çĕр-çĕр тĕрлĕ композици хатĕрлеме пулать. Чăрăш турачĕсемпе йĕкелĕсем, пилеш-палан сапакисем, хитре теттесем...
— Вулакана мĕн сунатăр?
— Пурăнакан вырăна илем кĕртсен кăмăл çĕкленет. Илеме хамăр алăпа тусан — пушшех те. Кăмăл лайăх пулсан ĕç ăнать, чир-чĕр те тапăнаймасть. Пахчара, килте чечексем çитĕнтерме, чечек çыххисем пĕр-пĕрне парнелеме сывлăх, сăлтав, вăй-хал яланах пулччăр.
Эльвира ИВАНОВА.