Комментари хушас

23 Чÿк, 2016

«Пирĕн – çур Шупашкар мăнук»

Çĕр çинче кашни çыннăн шăпи хăйнеевĕр тата интереслĕ. Икĕ «çурри» пĕрлешсе ĕмĕр тăршшĕпех пĕр сукмакпа утнине вара ахах-мерченпех танлаштармалла. Патăрьел районĕнчи Турханти Трошкинсем çемье çавăрнăранпа 60 çул çитнине нумаях пулмасть палăртнă. Çак кунсенче ялти чи хисеплĕ мăшăрпа курса калаçрăм. Лидия Петровнăпа Василий Александрович — вăрçă ачисем. Иккĕшĕ те 83 çулта.

«Эпĕ улттăмĕш класа куçсан аппа качча кайрĕ. Анне суккăрланчĕ. Çывăх çыннăм тăрантаракан никам та çук тесе йĕнĕрен шкула çÿреме пăрахрăм. Аппа вырăнне сельпона техничкăна кĕтĕм. Канмалли кунсенче аппапа йысна пырса вут татса паратчĕç. Каярахпа колхоз правленине куçрăм. Çирĕм иккĕ тултарсан качча тухрăм», — çапла пуçларĕ асаилĕве Лидия Петровна.

«Кÿрше, хĕр тусĕ патне, килетчĕ вăл. Йăрăс пÿллĕ чипер хĕрпе ун чухнех сăмах тупма тăрăшнă. Кĕркунне улаха çÿреттĕмĕр, унта пĕр-пĕринпе курнăçнă», — калаçăва хутшăнчĕ Василий Александрович.

Василий Трошкин хĕсметре тăватă çул тăнă. Çав тапхăрта Лидия хĕр тусĕсемпе Владимир облаçне торф кăларма кайнă. Хĕрпе каччă пĕр-пĕрин патне çыру çырсах тăнă. Ултă çул туслă пулнă, Василий салтакран таврăнсан туй тусах пĕрлешнĕ. «Эпĕ хĕр йĕрсех качча кайнă. Василийăн аппăшĕпе йыснăшĕ Канашран лашапа килнĕччĕ. Йыснăшĕ колхоз председателĕччĕ. Мана илме ăйăрпа, хыçлă çуна кÿлсе пычĕç. Ăйăрне хапха çÿллĕш сиктерни халĕ те куç умĕнчех. Кассипех тĕлĕннĕччĕ. Туй арăмĕсем те нумаййăнччĕ. Хĕр йĕрри йĕме пулăшма Матюк аппан Акуçне чĕннĕччĕ. Вăл йăли-йĕркине лайăх пĕлетчĕ. Ара, сĕтел хушшинче ларнă чухне — пĕр юрă, алăкран тухнă май урăххине юрламалла-çке. Хĕртен арăм тунине ĕнентерсе хушпу тăхăнтартса пуç сырни асрах», — тем аса илсе йăл кулчĕ Лидия аппа.

Чылай çын ăраскалĕ çинчен çырма пÿрнĕ мана. Сăнанă тăрăх, нумайăшĕ ачалăхпа çамрăклăх çулĕсене аса илме кăмăллать. Ахăртнех, ирхи йĕрсем чун-чĕрене ĕмĕрлĕхех вырнаçаççĕ. Этемлĕхĕн кĕр тапхăрĕ пирки вара ытлах сăмах вакласшăн мар.

«Эпĕ те 6 класран ытла вĕренмен. Атте, аппапа икĕ тете вăрçăраччĕ. Атте çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Анне Дарья Филипповна 7 ачана пĕччен пăхнă. Апла пулин те вăл колхоз ĕçĕнчен юлман, лашапа çÿретчĕ. Канаша, Йĕпреçе тырă леçме каятчĕç. Каялла килнĕ чухне лавкка валли тавар тиесе килетчĕç. Ун чухне таварĕ темех пулман-ха. Пусма илсе килнĕ ĕнтĕ. Эпĕ те лаша юрататтăм. 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне аннепе лаша илме çÿреттĕм. Вăлах мана кÿлме вĕрентрĕ. Ялта вăй питти çынсем пулманран бригадир ĕçне пĕр старике шаннăччĕ. Çуркуннеччĕ ун чухне. Ака вăхăчĕ. Икĕ арçын ача, Кольăпа Илюк, суха тăватчĕ. Вĕсем хыççăн пĕр старик алăпа акатчĕ. Сÿрелекен вара никам та пулман. Бригадир эпĕ лаша юратнине туйса çĕр ĕçне илĕртрĕ. Иркÿлĕм — шкула, каçкÿлĕм акана каятăп. Мĕн ака пĕтичченех çÿрерĕм çапла. Вăт вĕренесси çавăнтан уксахлама тытăнчĕ. Шкула каяс килмест, лаша кÿлсе пултăр. Улттăмĕш класа çитичченех çапла çÿрерĕм. Вырăсла çырма пĕлместĕм, вĕрентекен «плохо» лартатчĕ. Ун чухне «2» пулман. Иккĕмĕш çула хăварчĕç. «Эпĕ шкула каймастăп, вăтанатăп», — теттĕм аннене. Класс ертÿçи ман пата кун сиктермесĕр çÿреме пуçларĕ. «Вĕренменшĕн суда паратăп», — тесе хăрататчĕ. Пĕрех каймарăм. Колхозра ĕçлерĕм. Каярахпа Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçе вăрман касма çÿрерĕм. Киле мунча кĕме кăна таврăнаттăм», — калаçу çăмхине сÿтрĕ Василий Александрович.

Çарта чухне Василий Трошкин электрика вĕреннĕ. Хĕсметрен килсен каччă Улатăр тăрăхĕнчи Кивĕ Эйпеçе вăрман касса хатĕрленĕ çĕре электрике кĕнĕ. Унтан Шăхачри артеле куçнă. Кайран вара «Россия» колхозри строительство бригадине вырнаçнă. 45 çынран тăракан бригада ĕне, сысна фермисене хута янă. Вĕсем хăйсемех кирпĕч хунă, вăрман каснă, никĕс валли чул кăларнă, платник ĕçне тунă. Çапла, 3 теçетке çул иртни сисĕнмен те. Пенсие тухсан та юратнă ĕçе 5 çул утнă-ха. Хисеплĕ колхозник пулнă, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Унăн сăнÿкерчĕкне Хисеп хăми çине те вырнаçтарнă. «Ĕçлеме пăрахсанах тем çитмен пекех туйăнатчĕ. Аптăранă енне татах ĕçе тухрăм. Нумай ĕçлеймерĕм çав. Çĕнĕ çынсем, çамрăксем нумаййăнччĕ. Тĕртекеленçи тăваççĕ, куласшăн пек хăтланаççĕ. Халĕ килте те темех тумастăп. Маларах 10 сысна таранах тытнă. Иртнĕ хĕлле операци турĕç те — ĕçлеме юрамасть. Сывлăхшăн усăллă тесе пĕчĕк катана çити кашни кунах утатăп. Тухтăрсем те утма хушаççĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Василий Александрович.

Лидия Трошкина вара Турханти психоневрологи интернатĕнче санитаркăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Маларах — скотникре вăй хунă. Мăшăр 5 хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿстернĕ. Пиллĕкĕшĕ тăван ялах юлнă. Ирина çемйипе Мускавра тĕпленнĕ. Ватăсем вара ывăлĕпе Александрпа тата кинĕпе Татьянăпа пурăнаççĕ. «Эпĕ ачаран питĕ пуян», — тетĕп лавккана кайсан ял çыннисене. Пирĕн çур Шупашкар мăнук. 16 мăнук, мăнуксен 15 кĕçĕн ачи. Пурте пĕрле пуçтарăнсан пĕр пÿрте вырнаçаймастпăр. Çавăнпа кевер туя ялти столовăйрах палăртрăмăр. Ĕмĕр иртни пĕрре те сисĕнмерĕ. Чун халĕ те çамрăк. Ахаль ларас килмест. Мăнукăмсем валли чăлха-нуски çыхатăп. Тĕрлетĕп. Халĕ мĕн ĕмĕчĕ пултăр ĕнтĕ пирĕн? Тата кăштах пурăнасчĕ тетпĕр. Çын вăл мĕн виличченех харпăр хăй ачисемшĕн. Ачасемпе мăнукăмсен сывлăхĕ пултăр, хăйсем йĕркеллĕ пурăнччăр», — кăмăлне палăртрĕ Лидия аппа. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех чăваш тумĕпе çÿрет. «Аркăллă кĕпене хăнăхнă та — пăрахас килмест», — тет.

Утмăл çул вăл утмăл кун та, утмăл уйăх та мар. Трошкинсем пек пĕр-пĕрне савса, килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнас тесен хамăра епле тыткаламалла-ха? Телей вăртăнлăхĕ мĕнре-ши? «Чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть. Пурнăçра сас хăпартса калаçасси те пулать, пĕр-пĕрне юратсан иртет вăл. Чĕлхене вăйлă сыхламалла. Ялан калаçма тытăнсан мĕн пулать? Хăçан та пулсан сăмах киле çаврăнса килетех», — шухăшне палăртрĕ çемье пуçĕ. Лидия аппа вара çемьере арçын хуçа пулнине, ăна яланах хисеплемеллине асра тытма сĕнчĕ. Трошкинсем хăйсен хастарлăхĕпе ĕçченлĕхне, сăпайлăхĕпе çынлăхне ачисене панă. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел вĕсем пурте хăйсен çемйисемпе килĕштерсе, сăпайлă пурăнма тăрăшаççĕ. Трошкинсем-аслисем вĕсемшĕн кăна мар, ялти мĕнпур мăшăршăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Кирек епле пулсан та çынна пĕрех çемье кирлĕ. Çемьене укçапа та, карьерăпа та, юлташсемпе те улăштараймăн. Çемье — пазл пайĕ пекех: çитмен пайне тупатăн та пурнăç картини пулать. Чи кирли тата пĕлтерĕшли — хăвăн чăн çуррине тĕл пуласси. Чăвашсем ăна Турă çырни, шăпа пÿрни теççĕ. Чуншăн çывăх çын тупăнсан мăшăр телейлĕ пулать.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.