Комментари хушас

17 Чÿк, 2016

Хÿтлĕх кирлĕ

Çанталăк сивĕтнĕçемĕн пыл хурчĕсем ыйха путмаççĕ. Вĕсем вĕллере хăйсене хĕл каçма юрăхлă температурăна тытса тăраççĕ. Кĕркунне çитсенех «йăва» хатĕрлеме пуçлаççĕ. Пыла çÿлте вырнаçтарнă карассене хываççĕ, прополис пуçтарса вĕллери мĕнпур çурăксене çыпăçтараççĕ, кĕрсе тухмалли хушăка /леток/ пĕчĕклетеççĕ. Çакна йăлтах хĕле хатĕрленсе «çуртри» ăшша сыхлассишĕн пурнăçлаççĕ.

Чĕртавар пуçтарма пăрахнă майăн хуртсем аçа хуртсене /трутень/ вĕллерен кăларса яраççĕ. Çакă хĕл валли апата перекетлеме ăнтăлнипе çыхăннă. Хурт-хăмăрçă вара аçа хуртсене вĕллерен кăларса яни тăрăх çемьери лару-тăру чиперрине çирĕплетет. Трутеньсем вĕллерех юлаççĕ тĕк унта кăлтăк пур: е ама хурт вилнĕ е вăл çăмарта сапайми пулнă.

Ама хурт кĕркунне çăмарта сахалтарах хывать, каярах пачах та çăмарта хума пăрахать. Вĕллери карасăн варринчи, йăва тĕлĕнчи, хуртсем çăмартаран тухнăçемĕн хуртсем çав тĕле чăмăртанаççĕ. Сивĕтнĕ майăн хуртсем вăйлăрах чăмăртанаççĕ. Чăмаккан çиелти сийĕнчисем хускалми тенĕнех лараççĕ. Кăшт сĕрлени çеç илтĕнет.

Вĕлле хурчĕсем çăмхалансан вĕллене кĕмелли хушăк /леток/ хуралсăрах юлать. Çакăнпа кайăксем усă кураççĕ. Вĕсем алкумĕнчи хăма çине ларса хушăка таккаççĕ. Вĕлле хурчĕсем сĕрлеме пуçлаççĕ, леток çумĕнчирехрисем çурта хÿтĕлеме талпăнса ирĕкелле тухаççĕ. Летокран тухакан хÿтлĕхсĕр хуртсене кайăксем сăхса çисе яраççĕ. Çавăнпа хĕл каçма ирĕкре хăваракан вĕллесен летокĕсене решеткепе е ыттипе хупламалла.

Шăшисем те пĕчĕк хушăкранах вĕллене кĕрсе тустарма пултараççĕ. Сивĕпе вăйсăрланнă хуртсем вĕсене сăхса хăратаймаççĕ. Шăши вĕллене лексен унти хуртсем хĕл каçаймаççĕ тесен те тĕрĕс. Сăтăрçă янтти апата йăлтах тĕп тăвать. Çавăнпа леток хушăкĕ 10 миллиметртан сарлакарах пулсан, вĕллен тăрри тачă хупланмасан, ытти питĕ мар тĕлсене лайăх питĕлемелле. Кĕркунне сивĕсем çитиччен вĕллесене тĕрĕслесе тухмалла. Шăши ернине çав паллăсенчен пĕлме пулать: шăши каяшĕ, пыл хурчĕсен пуçĕсем курăнаççĕ, вĕллене питĕленĕ тĕлсене кăшлани, тустару. Шăши пурри çирĕпленсен çанталăк сивĕ пулсан та ăна хăваласа кăлармаллах. Пралук вĕçне тĕтĕркĕч кăмпине е ытти тĕтĕмлекен япалапа тĕтĕрсе кăларма пулать. Шăши пĕччен çеç те мар пулма пултарать. Шăшие кăларсан вăл вĕллене ăçтан лекнине тупса палăртмалла, шăтăка сăтăрçă кăшлайман япалапа питĕлемелле.

Çанталăк сивĕтнĕçемĕн хуртсем тачăрах чăмăртанаççĕ. Пурнăç упрамалăх температура чăмăртак таврашĕнче çеç. Çăмхаран тухса ÿкнĕ вĕлле хурчĕ шăнса вилет.

Çăмха варринчи температура та тĕрлĕрен: ирĕкри çанталăк ăшăтсан хуртсем çăмхине питех ăшăтмаççĕ, +14,+15 градуса çитиех пĕчĕкленме пултарать унти температура. Çанталăк сивĕтсен хуртсен вăйлăрах ĕçлеме тивет. Çăмха варринчи температура +30 +34 градуса çитет. Хĕл вĕçнелле кун вăрăмланать, çăмхари ăшă ÿсет. Вĕлле хурчĕсем хырăмĕсем тулли пулнипе, çуркунне çитнине сиснипе вăйлăрах сĕрлеççĕ. Хуртсен хырăмĕ каяшпа тулсах пырать. Çакă вĕсене пушшех канăçсăрлантарать. Кун пек чухне çуркуннехи ăшă кунсенчен пĕринче хуртсене вĕçтерсе илеççĕ.

Ирĕкри температура выляса тăни хуртсемшĕн аван мар. Вĕллере пĕр пек температура тăтăр тесен хĕл каçарма тĕплĕ хатĕрленмелле. Типĕ, çил вĕрмен хуралтăсене, ятарлă омшаника лартни пĕлтерĕшлĕ. Ирĕкре хĕл каçарнă чухне вĕллесене хыр-чăрăш лăссисемпе витмелле, юрпа купаламалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.