Интернетра вăрттăн репост тăваймăн
Кирек мĕнле экстремизмла материала та йĕрке хуралçисем асăрхаççĕ
Чăваш Енре 128 наци çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Пирĕн лăпкă региона мĕнле кăна ют çĕршывран вĕренме килмеççĕ пулĕ? Вĕсен йышĕ ÿссех пырать — халĕ 1200 çын. Çав йышра терроризмпа экстремизм тымар янă, радикаллă ислам анлă сарăлнă çĕршывсенчен килнисем те пур: Узбекистанпа Таджикистанран пуçласа Иракпа Сири таранах. Кашни халăхăн хăйĕн йăли-йĕрки, культури. Тепĕр чухне пирĕннипе килĕшсе тăмасть, капла хирĕçÿ тухасси те часах. Акă мĕншĕн ЧР ШĔМĕн Экстремизмпа кĕрешекен центрăн ĕçченĕсем кашни çамрăкпа уйрăммăн курнăçма, унăн шухăш-кăмăлне пĕлме тăрăшаççĕ. Кун пирки тата экстремизмпа çыхăннă ытти ыйту тавра асăннă центр пуçлăхĕпе Владимир ШИХРАНОВПА калаçрăмăр. Малалла вулас...