ХĂÇАН - ПĂР, ХĂÇАН - ГРЕЛКА?
Паллă ĕнтĕ, сивĕ е ăшă ыратнине ирттерме пулăшаççĕ. Анчах хăçан — пăр, хăçан ăшă грелка хурсан лайăхрах-ха? Вĕсем мĕнле витĕм кÿреççĕ?
Сивĕ юн тымарĕсене хĕсет, тĕртĕмсенче юн куçассине чакарать, тăртаннине, ыратнине ирттерет. Ăшă вара пачах урăхла, юн тымарĕсене сарать, вĕсенче юн куçассине вăйлатать, сыпăсемпе мышцăсем хытнине ирттерет. Хăш чухне сиплевре — пĕринпе кăна, хăш чухне иккĕшĕнпе те черетлесе усă кураççĕ.
Çапăнса ыраттарни, мышцăсене туртăнтарни
Ыратакан вырăна пăр катăкĕсем тултарнă грелкăна алшăллипе чĕркесе хумалла. Грелка вырăнне полиэтилен хутаç е морозильникрен шăнтнă çимĕç илме юрать. Аманнин йывăрлăхне кура сивĕпе 15 минутран пуçласа çур сехет таран сипленмелле. Кирлĕ пулсан кашни виçĕ сехетре çĕнĕрен хумалла.
Аманнă хыççăн 24-36 сехетрен ăшă /вĕри шыв янă кĕленчене алшăллипе чĕркесе/ тытмалла.
Асăрханăр! Чĕре чирлĕ пулсан сулахай хулпуççи, мăйăн икĕ енне пăр хума юрамасть. Эндартериит, сахăр диабечĕ чухне урасем çине хумалла мар. Пăра çапăнса ыраттарнă тĕлте, туртăнтарнă çыхă çинче ÿте сивĕпе сиенлесрен çур сехетрен ытла тытмалла мар.
Радикулит вĕрĕлсен
Ыратакан тĕле кунне 3-4 хут 10-12 минута сивĕ хумалла. Анчах чылайăшне çак тĕслĕхре ăшă пулăшать. Хытах ăшăтнă, ытла вĕриех мар апат тăварне пир хутаçа тултармалла. Хутаçа пилĕк çине хумалла, сивĕниччен тытмалла. Процедурăна çÿлте кăтартнă схемăпах кунне 3-4 хут ирттермелле.
Сунас пуçлансан
Чирĕн малтанхи тапхăрĕнче сăмсан икĕ енне ăшăтнă тăвар янă пĕчĕк пир хутаçсем хумалла. Çапла сипленнĕ вăхăтрах вĕри ура ваннисем 10-15-шер минутлăх тумалла, шыва горчица порошокĕ хушма юрать. Е ура тĕпĕсем çине вĕри грелка хумалла.
Асăрханăр! Симĕсрех тĕслĕ пÿрлĕ лăймака юхсан, ÿт-пÿ температури пысăк пулсан сăмсана ăшăтма юрамасть.
Ревматоидлă артрит
Сыпăсем çине кунне 2-3 хут вĕри нÿрĕ компрессем хурса çуршар сехет тытмалла. Артрит вĕрĕлсен малтан кунне икĕ хут 10-15 минута — пăр, унтан кунне 2-3 хут 10-12-шер минута нÿрĕ вĕри компресс /йĕпе вĕри алшăлли/ хумалла.
Пуç ыратсан
Пуç тĕрлĕ сăлтава пула ыратма пултарать, çавăнпа сивĕ-вĕрипе те тĕрлĕрен усă курмалла.
Гипертонипе аптрасан эмел ĕçнипе пĕрлех вĕри ура ванни тумалла. Мигрень чухне тăнлавсем çине вĕри шывра йĕпетнĕ çăмлă алшăлли хумалла.
Пуç ыратнă чухне пачах хирĕçле меслет те витĕмлĕ: çамка, тăнлавсем çине сивĕ шывра йĕпетнĕ алшăлли хумалла.
Сиввине — ăшăнсан, вĕрине сивĕнсен урăххипе улăштармалла. Çапла — сывлăх лайăхланичченех.