Комментари хушас

12 Чÿк, 2016

Черетлĕ пĕрремĕш леди

2002 çулта Дональд Трамп ун чухне никамах та палламан-пĕлмен Меланья Кнавсăн тăван çĕршывĕнче виçĕ сехет ирттернĕ. Каçхи çиччĕре Трампăн “Боинг 727” самолечĕ Лондонран вĕçсе тухса Люблянăран инçех мар вырнаçнă Брник аэропортĕнче анса ларнă. Викторпа Амалия Кнавссем, Меланья ашшĕ-амăшĕ, ăна кĕтнĕ ĕнтĕ /халĕ, чăн та, хĕрарăмăн ячĕн орфографийĕ кăшт улшăннă/. Трамп ассистентки Норма Фердерер тата маларах асăннисем “мерседессен” кортежĕ еннелле çул тытнă. Çур сехетрен ушкăн хăна çуртне хыçалти алăкран кĕнĕ. Блед кÿлли еннелле тухакан чÿрече умĕнчи сĕтел хушшине вырнаçнă. Ресторанра урăх никам та пулман. Меланья куçаруçă рольне калăпланă вăхăтра ыттисем алкогольсĕр коктейль ĕçнĕ, суханпа, çĕрулмипе ăшаланă какай çинĕ. Десерт — хура çырла. “Ку вырăна сутаççĕ-и? — ыйтнă сывпуллашас умĕн Дональд Трамп пулас хуняшшĕнчен. Аэропорта вăл çурçĕр тĕлĕнче таврăннă.

Иммигрантка

Çак эрнере Америка хăйĕн черетлĕ президентне суйларĕ. Хĕрарăмăн тумхахлă шăпиллĕ Хиллари Клинтонпа Америкăна юттисенчен тасатма сĕнекен Дональд Трамп хушшинче, унăн çемйинче вара — идилли, иккĕмĕшне суйласа илчĕç çынсем. Çакна палăртмалла, халиччен Америкăра иммигрантка пĕрремĕш леди нихăçан та пулман. Чăн та, Луиза Адамса асăнмалла. Вăл — Джон Куинси Адамсăн арăмĕ. Анчах та унăн ашшĕ Америкăра çуралнă.

Икĕ çак хĕрарăма танлаштарма та йывăр. Луиза арфа каланă, сатира пьесисем çырнă. Унăн 14 хутчен çие юлнă: вĕсенчен 9 хутчен хырăм ÿкнĕ, пĕр ачи вилĕ çуралнă. Мелания, халĕ вăл çапла çырăнать, хăй каланă тăрăх, пушă вăхăтра пилатеспа аппаланать, йăлтăркка хуплашкаллă журналсем вулать. Вăл 1970 çулта Ново-Место хулинче, çав вăхăтра Югослави шутланнă ку, çуралнă. Каярахпа, каллех хăй каланă тăрăх, чиперккен пĕтĕм пурнăçĕ самолетра иртнĕ: “е Парижра ÿкерĕннĕ, е Миланра”. Трамппа иккĕшĕ Нью-Йоркра, мода агентствин хуçин Паоло Дзамполли уяв каçĕнче, паллашнă. Дональд унта урăх хĕрпе, Норвеги косметика империйĕн еткерçипе Селина Мидельфартпа, пынă пулин те, Меланийăна тÿрех асăрханă. Чиперккен телефон номерне ыйтнă. Хĕр каламан. Ара, арçын урăх хĕрпе иккенне курнă-çке вăл. Дональд та парăнман. Çапах çак курнăçу туслăха куçнă.

Вĕсем уйрăлса каяс патне те çитнĕ. 2000 çулта Дональд президент суйлавне Реформа партийĕнчен хутшăнма тĕв тунă. Анчах мăшăр хăвăртах мирлешнĕ. 2004 çулта Костюм институчĕн балĕнче Дональд хĕре пĕрлешме сĕннĕ. Юнион-сквер çумĕнче шăппăн кăна пурăнакан пике çавăн пекех пĕр шăв-шавсăр Пиллĕкмĕш авеню урамĕнчи Tramp Tower çуртне куçнă. Унта хăнасене бахилла тăхăнтартса кăна кĕртеççĕ — мрамор урайне чĕресрен.

Шалти тата тулашри политика

Трампăн амăшĕ те чикĕ леш енче çуралнă — Швецире. Дональдăн пĕрремĕш арăмĕ Ивана Зельничкова Чехири Злин хулинчен пулнă. “Юттисем” пирки политикăна улăштарма сĕнекен президентăн çемьери политики çапла пачах хирĕçле пулса тухать.

Чăн та, Трамп çакна хăй те аван ăнланать. Унăн çемйин членĕсем саккунлă иммигрантсем пулнине калать. Мелания, калăпăр, Нью-Йорка модель пулса пынă. Вăл 2001 çулта Green Card резидент карточкине тивĕçнĕ. Пилĕк çултан гражданство илме пултарнă. Трамп çемйин, паллах, саккуна пăхăнмалăх укçа-тенкĕ çителĕклĕ. Иммигрантсенчен кашниех çакна лайăх пĕлет: ваккат тытасси — чи пĕлтерĕшли. Анчах та нухрат енчен хĕсĕкрен ентешĕсене пулăшасси пирки Мелания шухăшламасть те.

Тĕкĕрлĕ кантăк

Хăйĕн пирки вăл Интернетра çапла çырать: “об˜ективсене туртакан сăн-пит”, “тинĕс тĕслĕ куçлă чиперкке”, ыттисене пулăшма тăрăшакан хĕрарăм, амăшĕ... Чăн та, çак сайт текех çук. Хĕрарăм унта Любляна университетĕнче дизайн тата архитектура енĕпе диплом илнине çырнă. Официаллă мар çăлкуçсенчен вара çакă паллă — Мелания пĕрремĕш курс вĕçне те çитеймен — вĕренме пăрахнă.

Мелания нумай калаçма юратмасть. Ытларах чухне вăл капла та хĕсĕк куçне тата ытларах хĕссе пăхать çынсем çине. Çук, унăн куçĕ чун тĕкĕрĕ мар, тĕкĕрлĕ кантăк кăна. Суйлав умĕнхи кĕрешĕве те упăшкипе пĕрле хутшăнсах кайман вăл, çын çине тухман. Хĕрарăм килте, хăйсен вуннăри ывăлĕпе Бэрронпа пулма ытларах кăмăллать. Чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕ çывхарса çитсен кăна вăл халăх хушшине ытларах тухма пуçланă. Çак утăма тума Америкăри виçĕ хĕрарăмран пĕри кăна Дональдшăн сасăлама килĕшнине пĕлни хистенĕ ахăр. Меланийăн репертуарĕ питĕ кĕске пулнă: “Дональд чаплă калаçусем йĕркелеме пĕлет” тата “Эпир иксĕмĕр те ирĕклĕхе питĕ юрататпăр”. Хĕрарăм ытларах калаçма хăтланса пăхни шăв-шавпа вĕçленнĕ — унăн сăмахĕсем 2008 çулта Мишель Обама демократсен сћездĕнче каланипе шăп тÿр килнĕ.

Меланийăна косметика ытларах кăсăклантарни паллă. Трамп та арăмĕ пирки унăн сăн-пичĕпе тата кĕлеткипе çыхăнтарса кăна калаçать. Çитмĕлти миллиардер хĕрĕх улттăри модель тĕлĕшпе халĕ те вĕрин сывлани паллă.

Феминисткăсем Меланийăна юратсах кайманни куçкĕрет. Вĕсен шухăшĕпе, вăл илемлĕ, анчах ăслах мар. Ун çине кирек мĕн те çакса яма юрать. Те килĕшмелле ĕнтĕ çакăнпа, те тавлашмалла? Калăпăр, Моника Левинскин юратнă писевĕ халĕ тĕнчипех лайăх саланать. Аляска кĕпĕрнаттăрĕ Сара Пэйлин килĕштерекен куçлăх та — модăра. “Мелания витĕмĕ” вара çук-ха. Те пальто тăхăнать вăл, те кĕрĕк? Трампăн арăмĕ кĕлеткин илемне те асăрхамасть суйлавçă. Пĕрремĕш ледин биографийĕ те — пуш-пушă, пĕлтерĕшли нимĕн те çук унта. Суйлав вăхăтĕнче Трампа канашсемпе Мелания мар, Дональдăн хĕрĕ Иванка пулăшнă. Çĕршыв тăрăх та ашшĕпе пĕрле вăлах çÿренĕ. 2015 çулта Трамп хăй суйлава кандидат пулса хутшăнассине пĕлтерсен сцена çине унпа пĕрле Иванка хăпарнă. Мелания вара айккинчен кăна пăхса тăнă. Иванка политика канашĕсемпе пулăшнă вăхăтра Мелания “арçын ачасем” çинчен калаçать — унăн “пысăк” тата “пĕчĕк” арçын ача пур. Виççĕмĕш хутчен авланнă Трампăн сакăр мăнукĕнчен иккĕшĕ Бэрронпа тантăш.

Блед хĕрринчи ресторанра виçĕ сехет ирттернисĕр пуçне Трамп урăх пулса курман Словенире. Севницăра вара пачах та çитеймен вăл — Меланийăн ачалăхĕ унта иртнĕ. Дональдăн хуняшшĕ-хунямăшĕ халĕ шăпах унта пурăнаççĕ. Дональдпа Мелания туя тăватçĕр аллă хăна чĕннĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ кăна Словенирен пулнă — качча тухакан хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ тата аппăшĕ Инес.

Дональд пекех, Мелания эрех-сăрапа иртĕхмест. Политика тĕлĕшпе асăрханса кăна калаçать. Упăшкине нихăçан та тиркемест. “Вăл мĕнле пур — эпĕ ăна çапла юрататăп”, — мăшăрĕн прически пирки ыйтсан та çапла хуравланă вăл. Кăмăлсăрлăхне пит-куçне упăшки пекех пĕркелесе палăртма вĕреннĕ. Пурăна-киле йытăсем хуçисене евĕрлеме хăнăхаççĕ теççĕ...

Мăнкăмăллăх е хÿтĕленÿ маски?

Пĕрремĕш леди пуласси çапах та питех те яваплă. Çавăнпа пĕлес килет: кам вăл Мелания Трамп? Унăн биографине урлă та пирлĕ Боян Пожар тата Игорь Омерца тустарнă. Вĕсен ĕçне Трамп представителĕ суяпа танлаштарнă.

Шăпине хирĕç пĕрремĕш хут Мелания 1992 çулта утăмланă — Словени журналĕ çавăн чухне илем конкурсне пĕлтернĕ. Конкуренци тĕлĕнмелле пысăк пулнă. Мелания финала тухайман. Унăн 1992-96 çулсенчи карьери пирки чаплах темелли çук — хĕр реклама темиçе роликĕнче ÿкерĕннĕ.

Пожарпа тата Омерцăпа Мелания хутшăнăвĕсем паян хĕрсех çитнĕ. Кĕнекере авторсем хĕрарăмăн кăкăрĕнче имплантат пуррине калаççĕ. Трамп адвокачĕ çакăншăн вĕсене суда пама хатĕрленет.

Кĕнеке авторĕсем нумай факта çутта кăларнă. Мелания хăйĕн амăшĕ мода енĕпе ĕçленине каланă. Кĕнекере вара Амалия тивĕçлĕ канăва тухичченех пир-авăр фабрикинче вăй хунине пĕлтернĕ. Меланийăна ĕненес тĕк, вăл çÿлерех асăннă конкурсра та çĕнтернĕ-мĕн. Хайхи дизайнер дипломĕ пирки те Пожарпа Омерца пĕлтернĕ вулакана.

Çав вăхăтрах Мелания питĕ мăнкăмăллă. Ку енĕпе вăл Дональдран та ирттерет. Пĕрремĕш ледисем нумай чухне халăхпа çывăхарах пулма тăрăшаççĕ. Анчах та — Мелания мар. Вăл хăйне çемье ăшши пек мар, пăр королеви пек тыткалать. Упăшки тĕлĕшпе пачах та шÿтлемест те вăл. Никама та килĕшме тăрăшмасть. Никамран та каçару ыйтмасть. Унпа тавлашма та майĕ çук. Çапах та ăна пĕлекенсем Меланийăпа хутшăнма кăмăллă пулнине палăртаççĕ. Çавăнпа та çÿлерех палăртни, тен, хĕрарăмăн хÿтĕленÿ маски кăна?

Апла-и, капла-и, Трампăн пĕр тан мар мăшăрланăвне маркетинг инструменчĕпе танлаштарма пулать. Тата — мачо гимнĕпе. Пĕтĕм тĕнче çемьере хĕрарăмпа арçын тивĕçне пайлама хистет. Дональд Трамп вара çапла интервью парать: “Ача-пăчапа аппаланасси — хĕрарăм тивĕçĕ. Эпĕ укçа парăп. Вĕсемпе Тĕп паркра уçăлса çÿреместĕпех вара”. Çав вăхăтрах ачисен йĕпе йĕмĕсене нихăçан та улăштарса курманнипе мухтанать арçын. Хĕрарăм уншăн — пушă тĕнче. Пуйăса е самолета лармалли билет. Пĕр еннелле.

/Tatler.ru, news mail.ru/.

 

Мелания Трамп çинчен — 7 факт

1. Мелания Трамп Мишель Обамăн сăмахне вăрланă — çемье хаклăхĕсем çинчен калакан пĕр абзаца йăлт унăнне илнĕ.

2. Çамрăк чухне хĕр журналсем валли çарамасăн та ÿкерĕннĕ. Кнавс хушаматпа çÿренĕ чухне Мелания модель пулнă. Пике чаплă журналсем валли кăна мар, ыттисем валли те ÿкерĕннĕ. Çарамасланса. Хăйĕн пекех çарамас тепĕр хĕре ыталаса. Дональд çак сăнÿкерчĕке хак панă: “Эпир ун чухне паллашман та, пĕрлешмен те. Мелания çав вăхăтра 25-ре пулнă. Пушшех те, кун йышши сăнÿкерчĕксем — модăра”.

3. Хĕр питĕ хăйне евĕрлĕ тăхăнма юратнă. Мелания çамрăк чухне кĕп-кĕске юбкăсемпе кĕпесем тăхăннă. Хаклă çи-пуçпа эрешсем суйланă. Упăшки президент суйлавне кандидат пулса хутшăнассине пĕлсен сăпайлăрах тумтир çине куçнă.

4. Мелания пилĕк чĕлхепе калаçать: словенилле, акăлчанла, французла, сербла, нимĕçле. Трамп мăшăрĕ коммунизм çулĕпе утнă çĕршывра çуралнă. АПШ историйĕнче кун пекки — пĕрремĕш хут.

5. Меланийăпа Дональд туйăнче Билл тата Хиллари хăналаннă. Суйлав умĕнхи тапхăрта Трамппа Хиллари, çемçен каласан, сиввĕн хутшăннă пулин те, маларах вĕсем чиперех çыхăну тытни паллă. Мăшăр туйĕнче Клинтонсем сумлă хăна йышĕнче пулнă.

6. Мелания саккуна пăснă. Трамп мăшăрĕ хăй çакна хирĕçлет, анчах та Associated Press пĕлтернĕ тăрăх, 1996 çулхи юпа уйăхĕнче Меланийăн Америкăра ĕçлеме ирĕк пулман. Çапах та вăл çĕршывра юлма май тупнă, 20 пин доллар ĕçлесе илнĕ.

7. Трамп операци туманнине çирĕплетет. АПШ 45-мĕш президенчĕн арăмĕ пластика операцийĕ, çав шутра ботокс та, нихăçан та туманнине палăртать. Анчах та хĕрарăмăн хĕсĕнсех пыракан куçĕ çине пăхса çакна ĕненме хĕн.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.