Хула пуçлăхĕн мĕнле йĕркепе ĕçлемелле?
Шупашкар хула администрацийĕнче депутатсен Пухăвĕн «Шупашкар хула муниципалитет йĕркеленĕвĕн — Чăваш Республикин тĕп хулин Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăнăвĕн проекчĕн уçă итлевĕ иртрĕ. Унта хула çыннисем, депутатсем, хула администрацийĕн, Шупашкар хула пуçлăхĕ çумĕнчи Çамрăксен парламенчĕн, предприятисемпе организацисен представителĕсем хутшăнчĕç.
Уçă итлеве ертсе пынă Николай Владимиров депутат пĕлтернĕ тăрăх — проект Шупашкар хула пуçлăхĕн полномочийĕсене тÿлевсĕр майпа туса пыма сĕнет. Ку йышăнăва депутатсен пысăк ушкăнĕ ырласа йышăннă. Уçă итлевре пурте хăйсен шухăшне пĕлтерме, сĕнÿсемпе канашсем пама пултарчĕç.
Анатолий Игумнов депутат шухăшĕпе — хула пуçлăхĕн тивĕçĕсем общество ĕçĕн шайĕнче тăрса юлма пултараймаççĕ. Максим Ладилов вара кунта нимĕнле çивĕчлĕх те курмасть: «Пирĕн кунашкал практика пур. Хальхи вăхăтра хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Клементьева тÿлевсĕрех ĕçе питĕ тĕплĕ туса пырать». Çавна май хула пуçлăхĕн полномочийĕсене пурнăçламалли йĕркене улшăну кĕртни влаç пахалăхне витĕм кÿрес çуккине шаннине пĕлтерчĕ.
Общество ĕçне хастар хутшăнакан Татьяна Тихоновăпа Ильсия Нафикова та проектăн лайăх енĕсене палăртрĕç. Вĕсем шухăшне хăйсен округĕсенче ĕçлекен депутатсене тĕслĕх вырăнне илсе çирĕплетрĕç. Халăх суйланă çынсем тĕп ĕçе пурнăçланă вăхăтрах общество ĕçне тума та мехел çитереççĕ. Константин Степанов вара вĕсен шухăшĕпе килĕшмерĕ. Вăл хула пуçлăхне халăхпа суйламаллине тата унăн ĕç-хĕлне яланхи йĕркепе туса пымаллине палăртрĕ. Дмитрий Никоноров хула пуçлăхĕн заместителĕсен должноçĕсене никĕслеме сĕнчĕ. Владимир Кузин вара уçă итлевре сÿтсе явакан влаç конструкцине тÿрре кăларакан самантсем çинче чарăнса тăчĕ. «Хула пуçлăхĕн администрацире должноç йышăнакан çынсен кулленхи ĕçне тумалла мар. Пирĕн, депутатсен, унпа пĕрле ĕç йĕркине тата нормине — хăçан тата мĕнле ĕçлемелле — палăртмалла, тĕрĕслесе тăмалла. Ытти хула тĕслĕхне пăхар-ха: чылай çĕрте хула пуçлăхĕ пĕр-пĕр орган ертÿçинче тăрăшать, хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене яланхи мар йĕркепе пурнăçласа пырать. Манăн шухăшпа — Шупашкарта хальхи вăхăтра йĕркеленнĕ команда малашне те тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пырĕ», — терĕ В.Кузин. Общество ĕçĕн хастарĕсем Юрий Шакеев, Игорь Кашаев, Шупашкар хула пуçлăхĕ çумĕнчи Çамрăксен парламенчĕн членĕ Ирина Лось каланă тăрăх — хула пуçлăхĕ яланхи йĕркепе ĕçлеменни бюджет укçи-тенкине перекетлеме май парать.
Николай Владимиров уçă итлевре сÿтсе явнă ыйтăва, сĕнÿ-канаша шута илсе пĕтĕмлетнĕ хыççăн депутатсен Пухăвне тивĕçлĕ йышăну тума парассине пĕлтерчĕ.