Комментари хушас

3 Чÿк, 2016

Тăпрана мĕнле хатĕрлемелле?

Çитес çулхи çуркунне пăрăç-помидор, баклажан-кавăн т.ыт. пахчаçимĕç калчи çитĕнтермешкĕн тăпрана халĕ хатĕрлемелле. Пĕлсе шайлаштарнă тăпрара калча лайăх çитĕнет, сывă пулать, эппин, тухăç илесси те ÿсет.

Çитĕнтерме суйланă культурăна кура тăпра тытăмĕ шăпах ăна юрăхлă пулмалла. Универсаллă тăпра пуриншĕн те меллех мар. Тăпра тытăмĕ тĕрлĕрен пулма пултарать, анчах вăл пулăхлă кирлĕ. Хатĕр тăпрара органикăсăр пуçне микро-макро элементсем калча илме меллĕ формăра пулмалла.

  •  Тăпра кăпка, çăмăл: калча тымарне «сывлама» ирĕклĕ пулмалла.
  •  Тепĕр кирлĕ паллă — тăпра кăпка пулсан та нÿрĕке тытмалла, ÿсен-тăран нÿрĕкпе çитĕнет-çке. Хăвăрт типсе каяканни пулсан калча кирлĕ пек çитĕнеймĕ.
  •  Тăпра йÿçеклĕхĕн виçи нейтраллă /Ph 6,5-7,0/ пулмалла.
  •  Унта хурт-кăпшанкă çăмарти, чир-чĕр, çумкурăк вăрлăхĕ ан пулччăр. Вăл таса кирлĕ.

Тăпрана мĕнле хатĕрлемелле-ха?

Органика пайĕн шутне çаксене кĕртме пулать:

  •  Çерем тăпри. Ăна çуллах çеремĕн çиелти пайне тăваткалласа касса кăларса илеççĕ те пĕр-пĕрин çине купаласа хураççĕ.
  •  Пахча тăпри. Ăна йăран çинченех илсе хума пу­лать.
  •  тислĕк,
  •  компост,
  •  торф,
  •  сфагнум мăк,
  •  вĕтетнĕ çăмарта хуппи,
  •  кĕл,
  •  хĕвелçаврăнăш хуппи.

Органика маррисен пайне çаксем кĕреççĕ:

  •  юханшыв хăйăрĕ,
  •  перлит /ун йÿçеклĕхĕ вăтам, сиенлĕ хутăшсем çук/,
  •  вермикулит,
  •  гидрогель,
  •  вĕтетнĕ пенопласт.

Çак асăннă япаласенчен килте е çывăхри лавккара мĕн пуррине шута илсе тăпра хатĕрлетпĕр те. Калча тăпринче тăм тата çĕрме пуçланă япаласем пулмалла мар. Мĕншĕн тесен çĕрĕшке тислĕк, чей заварки çĕрнипе тăпрари азот виçи сахалланма пултарать. Çакă вара çамрăк калчашăн япăх.

Пахча тăпринче çу каçипе тĕрлĕрен чир-чĕр, микроб пуçтарăнать. Тăпрана михĕсене тултармалла та хĕллехи вăхăтра çак меслетпе тасатмалла. Тулли михĕсене сивĕ çанталăкра /—18-22/ ирĕке илсе тухса 4-5 кун тытмалла. Унтан ăшша кĕртсе хумалла. Хĕл каçма хатĕрленнĕ сăтăрçăсем, çумкурăк вăрлăхĕ ăшăпа вăранаççĕ. Икĕ-виçĕ эрнерен тăпра миххисене каллех сивве илсе тухса шăнтмалла. Çак ĕçе хĕл каçипе 2-3 хут туса ирттермелле.

Тăпрана хĕртсе илни. Ку меслетпе ытлрах чухне çуркунне тăпрана тасатаççĕ. Тимĕр ывăс /противень/ çине 5 см хулăнăш тăпра сармалла, шывпа пĕрĕхмелле те çур сехетлĕхе 70-90 градус хĕртнĕ духовкăна лартмалла. Духовкăри температура 90 градусран вĕри пулмалла мар. Унсăрăн тăпра пиçсе кăмрăкланать, “вилет”.

Тăпрана дуршлаг çинче вĕрекен шыв çийĕн тытса пăшăхлама пулать. Вĕрекен шыв çийĕн 7-8 минут пăтратса тăрса вĕрилентермелле.

Çерем тăпри е пахча тăпри хушмасăр лайăх çĕрнĕ тислĕке е компоста кăна вăрлăха акма юрамасть. Çăра, лайăх çĕрнĕ тислĕкре калча хăвăрт ÿсет, тĕреклĕ курăнать, анчах тымарсем вăйлă аталанаймаççĕ. Çавна май пахчана куçарса лартнă калча хăвăрт аталанса каяймасть.

Хуçалăх лавккисенче туяннă “универсаллă” тăпрана та пахча е çерем тăприпе, дренажламалли япалапа /хăйăр, вермикулит/ хутăштармаллах.

Кĕçех çĕр шăнса хытать. Эппин, унччен килес çул валли тăпра, унта хушмалли хутăшсене хатĕрлеме манас марччĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.