Кăмпа пирки пĕр-ик сăмах
— Типĕтнĕ кăмпана темиçе сехет тăвар янă сĕтре тытмалла. Вăл тин татнă пек пулĕ.
- Кашни кăмпан тути урăхларах. Çавăнпа вĕсене уйрăмшарăн тăварламалла.
- Маринадланă кăмпа пăнтăхасран çиелтен ӳсентăран çăвĕ ямалла.
- Типĕтме, тăварлама çирĕп, сиенленмен кăмпа лайăх.
— Шултра, шурă кăмпасене типĕтсен лайăхрах. Маринадласан вĕсем саланаççĕ, тăвар шывĕ те пăтранчăк пулать.
— Кăмпа йăлтах тутлăхлă мар. Сăмахран, унăн шĕлепкинче клетчатка сахалрах. Çавăнпа хырăмлăхра та çăмăллăнах ирĕлет.
— Çĕр кăмпи тасатсан тĕксĕмленесрен ăна кăштах уксус янă шывра тытмалла.