Комментари хушас

27 Юпа, 2016

Малашлăхра вăл чаплăрах та илемлĕрех пулĕ

Нумай пулмасть республикăри Чăваш наци библиотекинче «Шупашкарти палăксем» илемлĕ документлă кинофильм презентацийĕ иртрĕ. Унăн авторĕ — ЧР художниксен союзĕн членĕ Владимир Петрович Галошев.

Чăваш мифологине тĕпе хурса чылай видеофильм ӳкернĕ режиссер ку хутĕнче тĕп хуламăрти палăксем пирки калакан кинокартинăна халăх умне кăларчĕ. Ăна Н.С. Карлин композиторăн кĕввисемпе илемлетнĕ. Фильм нумай вăхăт пымасть пулин те унта пĕлмелли тата кăсăкли пайтах. Тĕслĕхрен, Шупашкар хулин гербĕн историне, унти символсен пĕлтерĕшне, ăçта мĕнле палăксемпе асăну хăмисем, барельефсем вырнаçнине сăнарланă. Ку уйрăмах çитĕнекен ăрушăн усăллă пулĕ. Çак тĕллевпех Шупашкарти 9-мĕш шкул вĕрентекенĕ Надежда Валерьевна Григорьева 5-мĕш «б» класа çĕнĕ фильм-па паллашма илсе килнĕччĕ. Ачасем кăсăклансах пăхса ларчĕç.

Çĕнĕ фильма хаклама республикăри паллă çынсем, режиссерсем, композиторсем, скульпторсем, общество хастарĕсем пухăнчĕç. Мероприятие библиотекăн тĕп специалисчĕ Вера Севастьяновна Архипова ертсе пычĕ. Кино вĕçленнĕ хыççăн пуçтарăннисем ăна тĕплĕн сӳтсе яврĕç, сĕнӳсем пачĕç, çитменлĕхсене те палăртрĕç. Тĕрлĕ шухăш янăрарĕ хăтлавра.

Николай Карлин ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ фильмри кĕвĕпе çыхăннă самантсене асăнчĕ.

— Видеокартинăра музыка сахалтарах пулсан лайăхрах. Хăшнĕ-пĕрне улăштарсан та юрать. Кадр хыçĕнчи текста кĕртсен аван, — сĕнчĕ композитор.

«Салам» киностуди ертӳçи Владимир Карсаков режиссер, «Шупашкар палăкĕсем» проекта энциклопедилле ĕç тесе хакларĕ. Режиссура тĕлĕшĕнчен çитменлĕхсемпе çитĕнӳсене палăртрĕ.

— Калама çук пысăк ĕçе илсе пурнăç-лама пултарни тĕлĕнтерчĕ. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен кинофильма автор хăйĕн бюджечĕпе усă курса хатĕр-ленĕ. Палăксене ӳкерме калама çук кăткăс, уйрăмах хулара. Ăна тĕрĕс сăнлама кирлĕ ракурс тупмалла, çанталăка, çутă мĕнлерех ӳкнине тата ыттине те шута илмелле, — терĕ вăл.

ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Петр Пупин асăннă кинокартинăран кĕскерех темиçе фильм йĕркелеме сĕнӳ пачĕ.

— Владимир Галошевăн картинисене пуçласа Чăваш наци музейĕнче кăтарт-нăччĕ. Маларах хатĕрленисенче те, хальхисенче те хăйевĕрлĕх тата çĕнĕлĕх палăрать, — терĕ Чăваш наци музейĕн наука сотрудникĕ Светлана Асамат поэт. Вăл куракансене, уйрăмах ачасене, кăсăклантарас тĕлĕшпе титрсене сасăпа вулама, палăксене ăçта, кам тата миçемĕш çулта лартнине палăртма, фильмри палăксем пирки хронологие тĕпе хурса кăтартма сĕнчĕ.

Владимир Нагорнов РФ тава тивĕçлĕ художникĕ «Шупашкар палăкĕсем» евĕр документлă кинофильмсем чи малтанах истори тата архившăн пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ пулнине палăртрĕ.

Çавăн пекех Владимир Зотиков скульп-тор, Чăваш наци конгресĕн пресс-служби ертӳçи Зоя Яковлева, «Мерчен» юрă-кĕвĕ тĕпелĕн ертӳçи Вера Архипова та Владимир Галошева çĕнĕ пуçарупа саламласа малашне те пултарулăхра ăнăçу сунчĕç.

Владимир Петрович ĕç вĕçлен-меннине, çывăх вăхăтрах çак проектри хăш-пĕр самантсене улăштарса, хушса çĕнетессине пĕлтерчĕ.

— Вăй-хал тапса тăрать, малалла ĕçлес кăмăл та пысăк. Çавăнпа иккĕленмесĕрех калатăп: чăваш киновĕ пуласлăхра чаплăрах та илемлĕрех пулĕ, — çак сăмахсемпе вĕçлерĕ мероприятие киноăста.

Нина ЦАРЫГИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.