Комментари хушас

26 Юпа, 2016

ЧЕРЕТПЕ ĔÇМЕ ЮРАТЬ

Шăк чаракĕ çуккипе аптракансене курăксемпе сипленни витĕмлĕ пулăшма пултарать. Çак рецептсенчен пĕринпе е вĕсене черетлесе усă курма пулать.

  •  1 апат кашăкĕ укроп вăррине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе 3 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. 1 стакан шĕвеке кăнтăрлахи апатчен пĕр сехет маларах тӳрех ĕçсе ямалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
  •  Шалча пăрçине /фасоль/ кофе арманĕпе авăртмалла. 2 апат кашăкĕ çăнăхне 1 стакан кефира ярса пăтратмалла, иртен пуçласа каçчен лартмалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн çимелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
  •  Пĕр виçепе илнĕ сар çип утипе /зверобой/ вăй курăкне /золототысячник/ хутăштармалла. 1 чей кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2 хут чей вырăнне ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
  •  Каçхине термоса тин вĕренĕ 1 стакан шыв тата 1 апат кашăкĕ хурăн папки ярса лартмалла. Ирхине сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апатчен 1 сехет маларах 50-шар миллилитр ĕçмелле. Курс — 3-4 эрне.
  •  Литр банкине çурри таран сухан хуппи тултармалла, хĕрринченех шурă эрех ямалла. 5 кунран сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Çĕрлене хирĕç 1 апат кашăкĕ настойкăна çур стакан шыва ярса ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
  •  Каçхине 5-6 апат кашăкĕ сар çип утине тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, çĕр каçа лартмалла. Ирхине сăрăхтармалла, кун тăршшĕпе чей е шыв вырăнне ĕçмелле. Çĕрлене хирĕç те ĕçме юрать.
  •  5 апат кашăкĕ эмел шур курăкне /шалфей лекарственный/ тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркесе икĕ сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.
  •  2 апат кашăкĕ шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут тытмалла. Илсен савăта ăшă чĕркесе 1 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Малтанхи виçине çитерме вĕренĕ ăшă шыв хушмалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
  •  4-5 апат кашăкĕ сив чир курăкне /репешок/ тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркесе 1 сехет лартмалла. Сăрăхтармалла, каяшне пăчăртаса юлнă шĕвекне юхтармалла. Кунне 4 хут апатчен 15 минут маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
  •  Курăк чейĕсене ĕçнĕ вăхăтра армутипе ăшăтса сипленни паха витĕм кӳрет. Пĕр ывăç армутине вĕрекен 2 литр шыва ямалла. Савăта хупăлчапа витсе шĕвек кăштах сивĕнме пуçличчен ларт­малла. Унтан вĕри шĕвеке пысăк кастрюле ямалла, хырăмăн аял енне лайăх ăшăтма пилĕк таран утиялпа чĕркенсе кастрюль çине лармалла. Хутăш сивĕнсен ăна ăшăтма юрать. Процедурăна çĕрлене хирĕç тумалла. Курс — пĕр эрне.
  •  Сиплев вăхăтĕнче кĕтмел /брусника/ çырли /хĕлле — шăнтнине/ кирек мĕн чухлĕ çисен лайăх. Çак çырларан компот, морс, чей хатĕрлеме пулать.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.