ЧЕРЕТПЕ ĔÇМЕ ЮРАТЬ
26 Юпа, 2016
Шăк чаракĕ çуккипе аптракансене курăксемпе сипленни витĕмлĕ пулăшма пултарать. Çак рецептсенчен пĕринпе е вĕсене черетлесе усă курма пулать.
- 1 апат кашăкĕ укроп вăррине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе 3 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. 1 стакан шĕвеке кăнтăрлахи апатчен пĕр сехет маларах тӳрех ĕçсе ямалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
- Шалча пăрçине /фасоль/ кофе арманĕпе авăртмалла. 2 апат кашăкĕ çăнăхне 1 стакан кефира ярса пăтратмалла, иртен пуçласа каçчен лартмалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн çимелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
- Пĕр виçепе илнĕ сар çип утипе /зверобой/ вăй курăкне /золототысячник/ хутăштармалла. 1 чей кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2 хут чей вырăнне ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
- Каçхине термоса тин вĕренĕ 1 стакан шыв тата 1 апат кашăкĕ хурăн папки ярса лартмалла. Ирхине сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апатчен 1 сехет маларах 50-шар миллилитр ĕçмелле. Курс — 3-4 эрне.
- Литр банкине çурри таран сухан хуппи тултармалла, хĕрринченех шурă эрех ямалла. 5 кунран сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Çĕрлене хирĕç 1 апат кашăкĕ настойкăна çур стакан шыва ярса ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
- Каçхине 5-6 апат кашăкĕ сар çип утине тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, çĕр каçа лартмалла. Ирхине сăрăхтармалла, кун тăршшĕпе чей е шыв вырăнне ĕçмелле. Çĕрлене хирĕç те ĕçме юрать.
- 5 апат кашăкĕ эмел шур курăкне /шалфей лекарственный/ тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркесе икĕ сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.
- 2 апат кашăкĕ шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут тытмалла. Илсен савăта ăшă чĕркесе 1 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Малтанхи виçине çитерме вĕренĕ ăшă шыв хушмалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
- 4-5 апат кашăкĕ сив чир курăкне /репешок/ тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркесе 1 сехет лартмалла. Сăрăхтармалла, каяшне пăчăртаса юлнă шĕвекне юхтармалла. Кунне 4 хут апатчен 15 минут маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
- Курăк чейĕсене ĕçнĕ вăхăтра армутипе ăшăтса сипленни паха витĕм кӳрет. Пĕр ывăç армутине вĕрекен 2 литр шыва ямалла. Савăта хупăлчапа витсе шĕвек кăштах сивĕнме пуçличчен лартмалла. Унтан вĕри шĕвеке пысăк кастрюле ямалла, хырăмăн аял енне лайăх ăшăтма пилĕк таран утиялпа чĕркенсе кастрюль çине лармалла. Хутăш сивĕнсен ăна ăшăтма юрать. Процедурăна çĕрлене хирĕç тумалла. Курс — пĕр эрне.
- Сиплев вăхăтĕнче кĕтмел /брусника/ çырли /хĕлле — шăнтнине/ кирек мĕн чухлĕ çисен лайăх. Çак çырларан компот, морс, чей хатĕрлеме пулать.
Комментари хушас