Комментари хушас

26 Юпа, 2016

ӲСЛĔК ТЕ ТĔРЛĔРЕН

Гриппа ОРВИ тапхăрĕнче сунаслатпăр, ÿсĕретпĕр, хамăра манкана шĕветсе кăларакан курăксен пуххисемпе сипленсе пулăшма тăрăшатпăр. Анчах сывлăх тăрук япăхланать, чир вăрах бронхита куçать. Сăлтавĕ мĕнре-ха?

Сăнаса пăхмалла

Аптекăра сутакан курăксен пуххисемпе мĕнле ÿслĕкрен усă курмаллине упаковки çине çырнине вуласа пĕлме пулать, анчах курăксен шĕвекĕсене ÿслĕкĕн хăш тапхăрĕнче ĕçмелли çинчен палăртни çук. Курăксен манкана çемçетекен витĕмне пилĕк саманта уйăрма пулать:

  •  курăк лăймакаллă манкана шĕветет, вăл тухассине вăйлатать;
  •  бронхсен мускулатури хутланассине вăйлатать — ку манкана кăларма кирлĕ;
  •  сывлав çулĕсем хĕрелнине, шыçнине чакарать;
  •  бронхсем пĕрĕннине ирттерет;
  •  организмăн аллерги туртăмне чакарать, сиенлĕ микрофлорăна пĕтерет.

Пĕр курăкран кăна хатĕрленĕ чейпе сипленме пуçлас умĕн вăл пилĕк çак тĕллеврен хăшĕсене татса пама пулăшассине пĕлме тăрăшăр. Енчен те хăвăр организмра мĕн пулса иртнине ăнлансах çитереймесен курăксен хатĕр пуххине туянăр.

Хăшĕ лайăхрах?

Пилĕк-ултă курăк пуххисем икĕ-виçĕ курăк шĕвекĕсенчен çемçерех витĕм кÿреççĕ. Курăксем пĕрле манкана лайăхрах кăларма пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, 2 пай шăпăр курăкĕн /алтей/ тымарне, 2 пай шапа хупаххин /мать-и-мачеха/ çулçине, 1 пай матрÿшкене /душица/ хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Çитĕннĕ çыннăн çак шĕвеке 5-6 сăтăрккăпа апат умĕн кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла. 1-2 çулти ачасене — çак виçен 10-мĕш пайне, 3-4 çултисене — чĕрĕк пайне, 4-7 çултисене çуррине ĕçтермелле. Курăксен асăннă пуххи ОРЗ пуçламăшĕнче, ÿслĕк типĕ чухне, уйрăмах витĕмлĕ.

Мĕнле сиплет?

  •  Шăпăр курăкĕн тымарĕ бронхсен лăймака сийне хуплать, сывлав çулĕсем вĕчĕрхенсе тăнине, шыçнине ирттерет, бактерисене хирĕçле витĕм кÿрет.
  •  Шапа хупаххи бронхсен яка мускулатури хутланассине вăйлатать, манкана ÿсĕрсе кăларассине çемçетет, бронхсем пĕрĕннине, сасă çĕтнине ирттерет, иммунитета лайăхлатать.
  •  Матрÿшке манкана кăларма пулăшать, аллерги витĕмне чакарать, сиенлĕ микроорганизмсемпе кĕрешет. Унсăр пуçне температурăна чакарать, пуç ыратнине лăплантарать.
  •  Енчен те манка тухасси йывăрланнă е пысăк температурăна пула сыпăсем ыратаççĕ пулсан ÿсен-тăран пуххине аслати курăкĕ /фиалка трехцветная/ хушма юрать.
  •  Аллергиксемпе гипертониксен шăши кикенекĕ /череда/ хушмалла. 1,5 çула çитмен ачасене шăши кикенекĕ юрамасть! Вăл юн пусăмне чакарма пултарать.
  •  Астмăпа аптракансен курăксен çак пуххине чапăр /чабрец, тимьян/ хушмалла. Вăл ÿпке эмфиземинчен, сывлăш пÿлĕннинчен пулăшать, сиенлĕ микроорганизмсене пĕтерет.
  •  Ÿпке вăйсăрланнă пулсан, ÿт тăртансан чăрăш тăрри /хвощ полевой/ хушсан лайăх — вăл ÿпке тĕртĕмне çирĕплетет.
  •  Курăксен пуххине пылак тымар /корень солодки/ сиропне хушни /1 стакан шĕвеке — 1 чей кашăкĕ сироп/ унăн витĕмне вăйлатать. Пылак тымар манкана çемçетет, шыçнине, температурăна чакарать, наркăмăшсене кăларать.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.