Комментари хушас

22 Юпа, 2016

«Анне çăкăрне çиеймерĕм»

«Пирĕн атте ялта пысăках мар пĕр арман тытса тăнă, çавăншăнах кулак тесе айăпланă ăна. Çемйине тĕпĕ-йĕрĕпех аркатма тĕв тунă. Аттепе аннене вунă çуллăха тĕрмене хупнă, мĕнпур пурлăхне туртса илнĕ. Пире, ачисене, Çурçĕр Казахстана ссылкăна ăсатнă», — куççуль витĕр каласа кăтартать Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Антонина Краснова.

Ссылкăна янă чухне виçĕ çулта çеç пулнă вăл. Амăшĕ çав кун пĕр кăмака çăкăр пĕçернĕ. «Анчах килтен выçă тухса кайнă эпир. Çул çине те нимĕн те илеймен. Эпĕ, чи кĕçĕнни, йăлăнса çăкăр ыйтнă, çиес килнипе лаша урапи çинче тăпăртатса питĕ хытă кăшкăрса макăрнă тет. Шывран таврăнакан аннен витрисене туртса илнĕ, пире, тăватă хĕрне куç хÿрипе çеç курса юлнă вăл. Хыçран чупас тенĕ те — хăваласа çитсе аллисене туртса çыхнă. Çав кунах аттепе аннене арестленĕ, тĕрмене янă, пÿрте колхоз валли куçарса кайнă», — йĕме чарăнаймасăр аса илет иртнине Тоня аппа.

Аякри çула ирĕксĕр тухнă пĕчĕк хĕрсене пуйăсра тата хăрушăрах инкек кĕтнĕ. Выçă аппăшĕ Саня тăрук чирленĕ, вăйсăрланнăскер тепĕр кунне вилнĕ. «Епле тискер самана пулнă ун чухне, чунĕ тухнă аппана вакун чÿречинчен пĕр шелсĕр персе хăварнă. Вилтăпри те, ăçта выртнин тĕлли-палли те çук. Йытă-кушака та çĕр айне чавса чикеççĕ, мĕншĕн çаплах кулнă-ши çынран? Пĕчĕкскере пăртак шеллеме те пĕлмен-ши? Эх, мĕн кăна курмарăмăр-ши, мĕн кăна чăтмарăмăр-ши çак пурнăçра?» — ассăн сывлать хĕрарăм.

Ашшĕ-амăшĕнчен уйăр­са ссылкăна ăсатнă вĕт-ша­кă­ра шăтăк-çурăк баракра вырнаçтарнă. «Килрен киле ыйткаласа çÿреттĕмĕр, нимĕн те памасан сĕтел айĕнчи кушак апатне илсе çиеттĕмĕр. Урамра çĕрулми хуппи пуçтарни асра. Сăхсăхма пĕлни пулăшатчĕ, çăкăр татки тăсса паратчĕç. Çире — михĕрен çĕленĕ кăштăр-кăштăр кĕпе-йĕмччĕ. Ăшши çукчĕ унăн. Икĕ енчен алă валли, тĕпне пуç валли касса кăларнă — кĕпе хатĕр те. Шартлама сивĕре урана тăм илтерни паянхи кун та канăç памасть. Анне чунĕ епле чăттăр, пире шыраса тупас тесе тĕрмерен тăватă хутчен тарнă вăл, анчах та кашнинчех каялла тытса таврăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тинех ăна шырама пăрахнă. Пире тупрех. Анчах та эпĕ ăна палламарăм. «Эсĕ манăн анне мар», — терĕм. Вăл йĕрет. Виçĕ çултине епле, ăçтан астăвас-ха манăн? Атте-аннерен туртса илсе ссылкăна ăсатнине Альтюк аппапа Елюк аппа ăнлантарса пачĕç мана. Пире шыраса халран кайнă çывăх çыннăм виçсĕмĕре тăван яла илсе таврăнчĕ. Пÿрте сÿтсе кайнăччĕ, пушă тĕпсакай çеç юлнă, малтанлăха унта пурăнкаларăмăр. Выçăччĕ, нимĕн те çукчĕ — вилес мар тесе кăвайт чĕртсе шапа пĕçерсе çиеттĕмĕр. Мăян яшкипе хырăма улталаттăмăр. 1947 çулта атте тĕрмерен таврăнчĕ. Епле чĕрĕ юлни, çав кунсене мĕнле чăтса ирттерни пуçа вырнаçмасть, çирĕп пулнă-тăр... Пĕр чĕлĕ çăкăр шăршипех тăраннă, çĕнĕ çăпаташăн тем пекех хĕпĕртенĕ», — сăмах çăмхине сÿтет Антонина Краснова.

«Ир такăнсан — каçченех», — теççĕ. Ачалăхĕ çеç мар, çемье пурнăçĕ те çăмăлах килмен Антонина Ивановнăн. Пĕчĕкрен нушаллă ÿснĕскере тепĕр чухне упăшки те ăнланма тăрăшман. Инкĕшĕ ачи-пăчипе пĕрле урама кăларса янă хыççăн ашшĕ çемьене хăй хÿттине илнĕ, кайран колхоз конюхсен пĕчĕк çуртне панă. Каллех инкек килсе çапнă — пĕр кунхине пÿртĕнчен кĕл купи çеç юлнă. Выçăлла-тутăлла пурăнаканскерсен çĕнĕ çурт лартма тивнĕ. Колхозра чылай çул конюхра, кайран тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă Тоня аппана ял-йыш хисепленĕ.

Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ вăл. Икĕ тĕпренчĕкĕ — хĕрĕпе ывăлĕ — вăхăтсăрах çĕре кĕнĕшĕн чунтан хурланать Тоня аппа. Хĕл кунĕсенче Антонина Ивановна Кĕçĕн Таяпа ялĕнче хĕрĕ Надя патĕнче пурăнать. Мăнукĕсен çумĕнче хăйне лăпкă та канлĕ туять 82 çулти ватă.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.