Комментари хушас

22 Юпа, 2016

Ан иккĕленĕр!

Çын яланах мĕн пирки те пулин иккĕленме хăнăхнă. Çĕнĕ ĕç пуçлас умĕн вара пуçра çĕр тĕрлĕ шухăш явăнать — вăй çитĕ-и, ăнăçĕ-и, тĕллев пурнăçланĕ-и? Пĕрремĕш йывăрлăхпа тĕл пулсанах нумайăшĕн алă усăнать. “Шăпа телейлисем валли кăна алăкне уçать. Эпĕ вĕсен шутĕнче-и вара?”

Паян вулакана тĕлĕнмелле çынсем çинчен каласа кăтартас килет. Вĕсем йывăрлăхсене парăнмасăр малалла талпăннипе ăнăçу патне çитнĕ.

Томас Алва Эдисон

Томаса пурнăç пуçламăшĕн­чех ăнман темелле — çемьере вăл чи кĕçĕнни пулнă. Ашшĕ, сутуçă, пĕтĕм пурлăха сапаласа пĕтернĕ. Шкул çулне çитнĕ Томаса вĕренÿ çуртĕнчен тăватă уйăхранах кăларса янă: “Ăссăр айван”.

Анчах та Томас Эдисон тĕлĕнмелле маттур çын пулнă! Ача чухнех вăл хăйне валли теттесем ăсталама пуçланă — ашшĕ-амăшĕн вĕсене туянмашкăн укçа-тенкĕ çитсе пыман. Вунă çулта Томас вылямалли чукун çул шухăшласа кăларнă. Каярахпа — вăрман касмалли тетте.

Вуникĕ çула кайнă арçын ача пуйăсра панулми сутса çÿреме пуçланă. Чăн та, тупăша çемьене паман, йăлтах хăйĕн чун киленĕçĕ — хими — валли усă курнă. Пултарулăхне аталантармашкăн пур пултарулăхне, чеелĕхне хута янă арçын ача. Çапла майпа лаборатори тĕпчевĕсем валли багаж пÿлĕмне ыйтса илнех. Кĕçех унта хаçат пичетлеме пуçланă — пассажирсем валли пĕрремĕш кăларăм пулса тăнă вăл.

Анчах та икĕ çултан унăн “лабораторийĕнче” пушар тухнă. Сас-хура тăрăх, çакăн хыççăн аслă кондуктор арçын ачана пуйăсран кăларса ывăтнă, пичет станокĕпе тĕрлĕ банка-химиката хуçи хыççăн вĕçтернĕ. Çĕр çумне хыттăн çапăннине пула Томасăн хăлхи илтми пулнă. Анчах та арçын ачан кăмăл çирĕплĕхне çакă та хуçайман.

Томас нихăçан та нимĕн пирки те иккĕленмен — акă унăн ăнăçу никĕсĕ.

Паллă лампочкăна шухăшласа кăларнă май Томас Эдисон 1999 опыт ирттернĕ. 2000-мĕш кăна ăнăçупа вĕçленнĕ.

Пĕррехинче унран çамрăк ыйтнă: “1999 хутчен йăнăшнине пула мĕнле-ха сирĕн алă усăнман?” “Çамрăк çыннăм, — хуравланă Эдисон, — эпĕ пĕрре те йăнăшман. Пачах тепĕр май, эпĕ лампочка пулма пултарайман 1999 тĕрлĕ меслет шухăшласа тупнă”.

The Beatles

Англире — аллăмĕш çулсем. Çынсем вăрçă кĕлĕнчен тасалса пĕтнĕпе пĕрех. Вĕсен ташлас, юрлас кăмăл çуралнă. Музыка коллективĕсем çумăр хыççăнхи кăмпа пекех шăтнă. Вĕсенчен нумайăшĕ скиффл вылянă.

Ашкăнчăк Джон Леннона та илĕртнĕ юрă-кĕвĕ тĕнчи. Вăл юрăсем хăех çырнă. Пĕррехинче унăн алли айне тĕрĕс пурăнма вĕреннĕ Пол Макартни çакланнă. Пол гитара калама кăна мар, унăн хĕлĕхĕсене йĕркене кĕртме те пĕлнĕ. Унсăр пуçне Маккартнин тата çывăх юлташĕ те пулнă, вăл та — гитарист. Ăнăçу пур пайĕ те вырнаçуллă темелле, анчах та çак çулпа шăпа вĕсене тÿрех уттарман-ха.

Ушкăна тăваттăмĕш çын кирлĕ пулнă. Ăна питĕ вăрах шыранă. “Тăваттăмĕш” вырăна такам та йышăнса пăхнă, анчах та вырнаçуллă пулайман.

Сасă çыракан студисемшĕн те ушкăн кăсăклă пулман. Гитара — ĕнерхи кун-мĕн, пушшех те, çамрăксен музыка пахалăхĕ те начар иккен. Decca recording студире çак ушкăнăн нимĕнле малашлăхĕ те çуккине каланă. Германире гастрольте çÿренĕ чух Битлз музыканчĕсене çĕршывран кăларса янă. Анчах та ушкăн продюсерĕ Брайан Эпстайн палăртнă тĕллеврен пăрăнман, çамрăксене ĕненнĕ. Каярахпа истори Брайан пур енчен те тĕрĕс пулнине кăтартса панă.

Уолт Дисней

Çынсем калаçнă тăрăх, пĕчĕк Уолтие урăлса курман ашшĕ вĕçĕмех хĕненĕ. Ыратнине тата кÿреннине чăтаймасăр арçын ача макăрнă. Амăшĕ ăна лăплантарас тесе вĕçĕмех юмах вула-вула кăтартнă. Тен, шăпах вĕсем арçын ача чунĕнче ĕмĕт вăратнă — вуниккĕри Уолт мультипликатор пулма тĕв тунă.

Уолта та шăпа йăл куллине тăруках парнелемен-ха. Анчах та Уолт Дисней парăнманнисен рубрикине ахальтен çакланман.

Арçын ача карикатурăсемпе комикссем пĕр чарăнми ÿкернĕ, вĕсене тĕрлĕ журнала сĕннĕ. Анчах та — ăнăçсăр: унăн ĕçĕсене туянмашкăн никам та килĕшмен. 18 çула çитсен Уолт çапах та карикатуриста вырнаçма пултарнă. Анчах та нумай тытăнса тăрайман — ăна “професси енчен тивĕçтерменнипе” сăлтавласа кăларса янă.

Уолт шăлне хытăрах çыртнă кăна. Кĕçех Дональд Дак “çуралнă”. Унтан — Микки Маус тата унăн компанийĕ. Сăмах май, иккĕшне те кахал çын кăна критиклемен-тĕр. “Шăши кантурне” тиркесси модăнах çаврăннă темелле. Анчах та ĕçсем майĕпен пулин те малаллах шунă.

Шел те, счет çине нумай нульлĕ укçа-тенкĕ куçма пуçласанах конкурентсем Уолтăн партнерне — чаплă мультипликатора, çывăх тусне — астарса хăйсем патне илсе кайнă. Шăпа алхасăвне текех чăтайман Дисней. Ĕçке ярăннă. Чунĕ ыратнине чăтаймасăр хăйĕн çине алă хума та тăнă. Телее, тухтăрсем вăхăтра пулăшса ĕлкĕрнĕ, Уолт Дисней ăнăçу çулне малалла тăсма шăпах вĕсем пулăшнă та.

Мультипликатор депрессирен йывăррăн тата вăрах тухнă. Укçа-тенкĕ çук. Мĕн тумалла? Хăйĕн сăнарĕсен кĕлеткисене сувенир пек сутма таçтан ăс çитернĕ? Çакă “Белоснежка” валли нухрат пуçтарса çитерме май панă. Анчах та каллех — инкек. Проект сувенир сутса пухнă укçана йăлт çисе янă, кредит вара Диснея нимĕнле банк та паман. Унăн нерв тытăмĕ каллех чăтса çитереймен — Уолт татах черкке тĕпне путнă. Темĕнле майпа хăйне алла илме пултарса Дисней проекта ÿкерме пилĕк миллион тупма пултарнă.

Уолт Дисней нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр малаллах утнă. Диснейленд тăвас шухăш та малтанах пурнăçланайми ĕмĕт пек туйăннă — юлташĕсем Уолт ăнăçсăрлăха пула каллех ĕçке ярăнасран шикленнĕ. Тăван пиччĕшĕ те çак проекта “йÿнĕ ярмăрккăпа” танлаштарнă. Анчах та паян Уолт Дисней ячĕ тĕнчипех кĕрлет.

Вăл — культура пĕр пайĕ, кино новаторĕ, йĕркелÿçи. Ку кăна та мар-ха. Уолт Дисней 29 хутчен Оскара тивĕçнĕ, ăна Хисеплĕ Легион Орденĕпе, ытти сумлă 700 паллăпа чысланă. Еткерçисене арçын миллиардран та пысăкрах мул парса хăварнă.

Опра Уинфри

Çак хĕрарăмăн ăнăçсăрлăхĕн, кăткăслăхĕн, кÿренĕвĕн пур тĕслĕхне каласа кăтартмашкăн сăмах та çитмĕ. Вăл чунран калаçса ларнипех... 2,5 миллиард ĕçлесе илме пултарнă. Анчах та ăнăçу çулĕ питех те тумхахлă пулнă.

Опрăна çăмăл шухăшлă пике вунсакăр çулта çуратнă. Ăнсăртран çут тĕнчене килнĕ пепкине çуралсанах курайман амăшĕ. Миссисипи тăрăхĕнчи чăтлăхра пурăнакан амăшĕ патĕнче пăрахса хăварса çамрăк хĕрарăм хулана телей шырама вĕçтернĕ. Телее, Опрăн кукамăшĕ ырă чунлă пулнă. Ăна пулах пĕчĕк хĕрачан пултарулăхĕ ирех палăрнă — Опра ача чухнех чĕрчунсенчен интервью илме юратнă. Пиллĕкрискер чиркÿре калаçнине илтсен çынсем: “Ку хĕрачана Турă хăй паллă тунă!” — тенĕ.

Анчах та кĕçех Опрăна амăшĕ хăйпе пĕрле илсе кайнă. Икĕ чун тĕлĕнмелле чухăн пурăннă. Ку çитмен, тăхăр çултан пуçласа хĕр пĕрчине икĕ сыпăкри пиччĕшĕсем çине-çинех пусмăрланă. Çакна чăтаймасăр тепĕр кăштах ÿссен Опра килтен тухса тарнă. Хăйĕн çие юлнине те пĕлмен вăл. Пепке вăхăт çитмесĕрех çуралнă. Çамрăк амăшĕ çут тĕнче курайман ачине пытарнă. Чунĕ ытла тăвăнса çитнине пула хăй çине алă хума тăнă. Наркотиксемпе туслашнă. Черетлĕ “доза” туянмашкăн укçа-тенкĕ çитменнине пула вĕсене сутакансемпе савăшнă.

Тăван ашшĕн килне çакланни çăлса хăварнă хĕре. Питĕ йывăрпа пулин те телекурава çакланнă — вăл вăхăтра хура ÿтлĕ çынсене картман-ха. Ÿт тĕсне пулах нумай программăра йышăнма килĕшмен ăна. Çĕнĕ хыпарсен редакцийĕнчен, сăмахран, кăмăл-туйăмне ытла ирĕке янăран “професси енчен тивĕçтерменнипе” сăлтавласа хăтарнă.

Паян Опра Уинфри — Америка кумирĕ. Унăн кăларăмĕсене сывламасăр тенĕ пек пăхаççĕ. Паллах, Опра çакна тивĕçлĕ.

Сильвестр Сталлоне

Вăл тата ку списока мĕнле çакланнă тетĕр-и? Ан васкăр. Сильвестр Сталлоне чухăн çемьере çуралнă. Итальян эмигрантсен çемйи Нью-Йоркри “Адская кухня” кварталта тĕпленнĕ. Пурнăç унта ытла та хăрушă пулнă. Хĕрарăм ачине питĕ йывăррăн çуратнă, пепкен çавăн чухнех пит çинчи нервсем сиенленнĕ. Çавăнпа шăпăрланăн пичĕн, чĕлхин, тутин пĕр пайĕ пачах хускалми пулса юлнă.

Сталлоне ятарлă шкулта вĕреннĕ — унта кăткăс лару-тăрура çитĕнекен ача-пăча ăс пухнă. Наркомансен, вăрă-хурах, проституткăсен хушшинче ÿснĕ. Çак чăнлăха мĕн ачаран ăша хывнă — чĕрĕ юлас тесессĕн малтан çапмалла. Çавăнпа та Сильвестр каярахпа чăнласах ăнăçу çулĕпе утиччен мĕн тÿссе ирттерни каламасăрах паллă.

Сталлонене кинематографи чăтайми илĕртнĕ. Вăл массăллă сценăсене хутшăннă, пробăсенче тупăшнă, ăнăçсăр сценарисем çырнă, пĕлтерĕшсĕр темиçе роль те шанса панă-ха ăна... Анчах та каччăна пурпĕр никам та асăрхаман. Унăн актер пулас ĕмĕтĕнчен кулнă кăна!

Укçасăр пурнăçран ывăнса çитнипе арăмĕ пăрахса тухса кайнă. Сталлоне сивĕ хваттерте йыттипе тăрса юлнă — тÿлеменнине кура электричествăпа тата ăшăпа тивĕçтерме пăрахнă. Каярахпа йытта та сутмалла пулса тухнă — чĕлхесĕр тусне тăрантармалăх та ĕçлесе илеймен хуçи. Юлташсене сутмаççĕ теççĕ... Слай тупа тунă — укçа тупсанах йытта вăл каялла туянать.

Анчах та ăçта унта! Сталлоне тухмалла мар йывăрлăха çакланнă. Ăшăнас тĕллевпе вăл библиотекăсене кĕре-кĕре ларнă. Пĕррехинче вара вăл Рокки Бальбоа çинчен сценари çырнă. Ăна АПШ 200 çул тултарнине халалланă. Анчах та ку сценарие те никам та туянасшăн пулман.

Юлашкинчен ĕçе çамрăк продюсерсем пăхса тухма килĕшнĕ. Сценарие 15000 долларпа туянма сăмах татнă. Анчах та унăн авторне Рокки ролĕнче курман вĕсем. Сталлоне вара сценарие çав условипе кăна сутма килĕшнĕ — тĕп сăнара хăй калăплать. Вăхăт иртнĕ. Ĕçе килĕштернĕ продюсерсем хака ÿстерсех пынă — 100000, 250000... Выçса, шăнса çитнĕ Сильвестрăн пĕр сăмах пулнă: “çук”. Сăмахĕнчен чакманни ăнăçу патне илсе пынă та. Ăна тĕп роле çирĕплетнĕ. Анчах та гонорар малтанхи шая анса ларнă.

Йыттине чăнласах туяннă Сталлоне. 50 долларпа сутнăскершĕн хăйĕн пĕтĕм гонорарне кăларса хунă — 15000.

Фильм премьери хыççăн Сталлоне чапа тухнă. Каярахпа татах та черетленнĕ-ха вĕсем: ăнăçупа ăнăçусăрлăхсем. Сталлонене темиçе хутчен те “Золотая малина” намăс номинацийĕпе чысланă. Çурăм хыçĕнче пăшăлтатнă: “Унăн киноран кайсан аванрах”. Сталлонене темиçе хутчен те панкрута кăларнă. Çапла майпа “Планета Голливуд” кинотеатрти пурлăх пайне сутма тивнĕ. Анчах та Сталлоне те хăйĕн сăнарĕсенчен тĕслĕх илет — ÿксен те тăрать, малаллах талпăнать.

Бейонсе

Паян юрăç — миллион-миллион çын кумирĕ. Чи пуян юрăçсенчен пĕри. Нумай пулмасть кăна-ха унăн пултарулăхне никам та хакламан.

Хĕрсен ушкăнĕнче вăл наци телекуравĕнчи чаплă конкурса хутшăннă. Выляса янă.

Малашнехи карьери ашшĕ-амăшне пула кăна аталаннă. Ашшĕ хĕрне пулăшас тĕллевпе ĕçрен кайнă, амăшĕ пепкин имиджĕ енĕпе тăрăшнă. Анчах ăнăçу ниепле те килмен. Продюсерсем пĕрре килĕшнĕ вĕсемпе ĕçлеме, тепре контракта пăрахăçланă. Ушкăнри хĕрсем хăйсен хушшинче пĕр чĕлхе тупаймасăр вĕçĕмех харкашнă. Бейонсе ашшĕ-амăшĕ ывăнса çитнипе уйрăлассине пĕлтернĕ.

Темиçе çултан кăна проект ĕçлесе кайнă. Паян Бейонсе пурлăхĕ 300 миллион долларпа танлашать.

Стивен Спилберг

Афиша çинче çак ята курни “пахалăхлă” тенине пĕлтерет. “Парк юрского периода”, “Индиана Джонс”, “Челюсти”, “Спасти рядового Райана” тата ытти чаплă фильм тĕнчипех паллă.

Вăхăтĕнче вара ăна Кинематографи шкулне те вĕренме илмен. Икĕ хутчен документсем панă арçын ача унта — кашнинчех чи начар паллăсене кăна тивĕçнĕ. Аптранипе Стивен техника колледжне вĕренме кĕнĕ. Пушă вăхăтра кĕске метражлă фильмсем ÿкернĕ. Юрать-ха çавсене “Юниверсал Пикчерз” асăрханă.

Халĕ вăл хăйĕн ятне те упрать — фильм тивĕçтермесен хушаматне титрсенчен кăларттарать.

Майкл Джордан

Паллă баскетболист ача чухне нимĕн патне те ăнтăлман. Кахал, чăрсăр пулнă, начар вĕреннĕ. Ăна спорт кăна килĕшнĕ. Бейсбол енĕпе штат чемпионĕ пулнă, каярахпа баскетболпа туслашнă. Анчах та пĕвĕпе лутраскер тренера тивĕçтермен. Колледж баскетбол командинчен кăларса ярсан Майкл килне таврăнса макăрнă. Çакăн хыççăн арçын ача çанă тавăрнă, çÿллĕ сикме хăнăхма пуçланă. Майкл çавна май 10 сантиметр ÿснĕ те. Ун çумне “Сывлăшри Джордан” хушма ят çыпăçнă.

“Эпĕ виççĕр вăйă выляса янă. Тăхăр пин ытла хутчен мечĕкпе унка лекеймен. Эпĕ яланах ăнăçсăр вылянă. Çакăнпа кăна ăнăçу патне çитнĕ”, — тенĕ кайран Джордан.

Паллă çак çынсен историйĕ — чăн-чăн урок. “Пулла йывăç çине хăпарас пултарулăх тăрăх кăна хаклас тăк вăл хăйĕн айванлăхне ĕненсех вилĕччĕ”, — тенĕ Эйнштейн.

/Zolushka-new.com/.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.