Комментари хушас

20 Юпа, 2016

Барбарис илем кӳрет

Барбарис тесен чылайăшне ачалăхри канфетсем аса килеççĕ-тĕр. Ун чухне барбарис мĕнле, ăçта çитĕннине чухламан та. Халĕ вара ăна хамăр патăмăрта та лартса çитĕнтерме пуçларĕç. Унăн çырлинчен желе, варени, джем хатĕрлеме пулать. Çулçине те апатра усă кураççĕ: чей вĕретме, тĕрлĕрен маринад валли.

Барбарис пирĕн тăрăхра аван çитĕнет. Илемлĕ хĕрлĕрех çулçăллă тĕм çулла тумĕпе, пахчаçимĕç пуçтарса илнĕ хыççăн пахчана хăйĕн янкăр хĕрлĕ вĕтĕ çимĕçĕпе илем кĕртет. Унăн çырли хĕлле те тăкăнмасть. Шăпах кăштах сивĕтсен пушшех тутлă барбарис.

Ăна вăрăран, сапанран, хунавран ĕрчетме пулать. Вăрăран ĕрчетме пиçсе çитнĕ çырласене суйламалла. Вăррине кăларса çумалла, типĕтмелле, марганцовкăн вăйсăр хутăшĕнче 15-20 минут тытма юрать. Вăрлăха хатĕрленĕ йăрана кĕркунне, çанталăк шăнтиччен акмалла. Вăрлăх шăнса путланасран лаптăка çулçăпа е хыр лăссипе хупламалла.

Килте куршака акма та юрать. Анчах акиччен вăрлăха нӳретсе стратификацилемелле: 2-3 уйăх холодильникра тытмала, пăнтăхасран вăхăт-вăхăт чӳхесе илмелле. Унтан холодильникран илсе хатĕрлесе хунă куршаксене акмалла. Çуркунне валли çамрăк хунав шăтса тухĕ, ăна çулла ирĕке куçарса лартмалла.

Барбарис 2-3 çултан çимĕç парать. Пĕр тĕм çеç пулсан çимĕç параймасть. Юнашар тепĕр сортлă барбарис ӳссен çеç çимĕç лайăх тытăнать.

Тĕме пайласа, çамрăк турата хунавлантарса та ĕрчетме пулать. Пĕр çулти турата авса тăпрапа хупламалла. Хунав вĕçне 10-15 см хăвармалла.

Барбарис виçеллĕ тата кăштах йӳçеклĕхлĕ тăпрана килĕштерет. Кăпка çĕрте аван ӳсет, çимĕçĕ тулăх пулать. Çутă лекмен вырăнта барбарис кирлĕ пек аталанаймасть. Тĕме пăхасси кăткăс мар. Çулсеренех хăрăк, хуçăк туратсене иртмелле, тĕм чăтлăхланса каясран сайратмалла.

Барбарис сорчĕсем чылай. Хитре хĕрлĕ-хăмăр çулçăллисем: Барбарис Тунберга, Суперба, Хĕрлĕ чиэф. Аурея — сарă ылтăн çулçăллă лутра тĕм.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.