Сусăрсене — тивĕçлĕ ĕç тата хăтлă условисем
Чăваш хутлăхĕнчи 85,8 пин инвалидран /мĕнпур халăхăн 5,5 проценчĕ/ 25,7 пинĕшĕ — вăйпитти ÿсĕмре. Çав шутра 7,9 пинĕшĕ ытла ĕçлеме пултарать пулин те 5,7 пинĕшĕ кăна вăй хурать. Раççей Федерацийĕн Ĕçлев министерстви тата Чăваш Ен Правительстви 2,2 пин ытла сусăра вырнаçтарас тата влаçăн ĕç тăвакан органĕсем ĕçпе тивĕçтерекенсемпе çыхăну тытмалли çĕнĕ мелсене пурнăçа кĕртес енĕпе хушма мерăсем йышăнаççĕ. Паянхи кăларăмра вĕсемпе ЧР ĕçлев министрĕн заместителĕ Виктор КОВАЛЕВ паллаштарать.
— Виктор Михайлович, Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 597-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн инвалидсене ĕç тупса парас тата вĕсене обществăна интеграцилес енĕпе республикăра мерăсен комплексне пурнăçланине палăртрăр. Çакăнпа тĕплĕнрех паллаштарсан вырăнлă пулĕччĕ.
— Асăннă ушкăна кĕрекенсене вырнаçтарасси граждансем инвалидлăх илнĕ хыççăн пуçланать. Вĕсем валли вакансисен банкне йĕркелени, ăна çĕнетсе тăни тата инвалидсен общество организацийĕсене, медицинăпа социаллă экспертиза бюровне çитерни сусăрсене реабилитацин харпăр хăй программисене хатĕрленĕ вăхăтрах ĕç сĕнме май парать.
Инвалидсене ĕçлĕ тăвас тĕллевпе патшалăх пулăшăвĕн тăватă мелĕпе усă куратпăр. Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн 100 çынран иртекен коллективсенче сусăрсене ĕçе вырнаçтармашкăн 2011 çулхи чÿк уйăхĕнчен 2 процентлă квота çирĕплетнĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ăна 91,4 процент пурнăçланă. Муниципалитетсен 26 йĕркеленĕвĕнчен 6-шĕ — «АККОНД» АО, «Шупашкарти агрегат завочĕ» АУО, «Хулари 1-мĕш клиника больници» БУ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тата социаллă пĕлтерĕшлĕ ытти предприяти — ку кăтартăва 100 процента çитернĕ.
35-рен пуçласа 100 çынна ĕçпе тивĕçтерекеншĕн асăннă квота — 1,5 процент. Ку енĕпе республикăри организацисем плана авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 84,7 процент тултарнă /муниципалитетăн 7 йĕркеленĕвĕнче — 100 процент/. Урăхла каласан 700 сусăра вырнаçтарма пултарнă.
Патшалăх пулăшăвĕн тепĕр мелĕ — республика Правительствин шайĕнче инвалидсене ĕç тупса памашкăн ятарлă вырăнсен чи пĕчĕк кăтартăвне палăртнă квота чухлĕ çуллен çирĕплетни. 2016 çулта 298 организацире çакăн йышши 342 вырăн йĕркеленĕ /98,5 фпроцент чухлĕ/.
Виççĕмĕш мел рынокри кăткăслăха сирес тĕллевпе ĕçпе тивĕçтерекенсем сусăрсем валли хатĕрленĕ вырăнсене пуянлатмашкăн оборудовани туянса тăкакланнине федераци тата республика бюджечĕсенчен саплаштарма палăртнă хушма мерăсемпе çыхăннă.
Ятарлă вырăнсене малтанхи çулсенче йышăннă сусăрсем унта çирĕпленсе юлнине, йĕркеленĕ ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварнине тĕрĕслесех тăраççĕ. Рынокри кăткăслăха сирмелли хушма мероприятисене пурнăçласа 2010-2015 çулсенче инвалидсем валли ятарлă 720 вырăн хатĕрленĕ, кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенче 486 сусăр вăй хунă, организацие хупнипе 147-шне пĕтернĕ, тепĕр 87-шне йышăнмашкăн служба центрĕсем ĕçпе тивĕçтерекенсемпе пĕрле тивĕçлĕ кандидатсем суйлаççĕ.
Тăваттăмĕш мел — инвалидсен вăйĕпе усă куракан ятарлă организацисенче ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварассипе çыхăннă мероприятисене пурнăçлани. Пирĕн хутлăхра Чăваш Республикин «Граждансен социаллă пулăшăвĕ» программин «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» çумпрограммине 2014 çулта пурнăçлама тытăннă. 2014-2016 çулсенче ăна финансламашкăн 478,8 миллион тенкĕ хывнă /консолидациленĕ бюджетран — 226,6 миллион, федераци бюджетĕнчен — 252,2 миллион/.
— Асăннă çумпрограммăна пурнăçламашкăн 5 çул-йĕр палăртнине, çав шутра пурте усă курма пултаракан хутлăх йĕркелемелли нормативлă право тата организаци никĕсне çĕнетсе улăштарасси, инвалидсене тата тухса çÿреме кансĕр ытти гражданинăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тытăмĕсенчи объекчĕсемпе пулăшăвĕсене çитсе килмелли шая ÿстересси пулнине асăнтăр…
— 2014-2015 çулсенче 55 объекта /медицинăн — 9, социаллă пулăшăвăн — 7, профессин вăтам вĕренĕвĕн — 9, культурăн 15 учрежденийĕнче, халăха ĕçпе тивĕçтерекен 5 центрта, спортăн 9 организацийĕнче /10 объект/ адаптаци ĕçĕсем ирттернĕ. Кăçал ку енĕпе 12 объекта /медицинăн — 2, социаллă пулăшăвăн — 3, культурăн 2 учрежденине, халăха ĕçпе тивĕçтерекен 2 центра, спортăн 3 организацине/ хатĕрлесе çитереççĕ.
Хулари автомобиль тата электричество транспортне модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн 2014-2015 çулсенче 4-шар автобуспа троллейбус туяннă, хула автобусĕсен салонĕнче калаçакан 51 информатор вырнаçтарнă. Кăçал тепĕр автобус илме палăртнă.
Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи общество транспорчĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ объекчĕсен çывăхĕнчи чарăнăвĕсене сусăрсене меллĕ пултăр тесе майлаштарнă: бордюра лутралатнă, тактиль паллисем сарнă, комплекслă маршрут кăтартăвĕсем лартнă, светофорсене сасă тытăмĕпе пуянлатнă.
— Реабилитаципе пурне те тивĕçтерес тата унăн пахалăхне ÿстерес, урăхла каласан реабилитаци тытăмне аталантарас тата инвалидсене социаллăх тĕлĕшĕнчен интеграцилес енĕпе пурнăçлакан ĕçсем те курăмлă сирĕн.
— Инвалид шутланман, анчах ортопеди пулăшăвĕ кирлĕ 316 çынна пĕлтĕр тĕрлĕ хатĕрпе тивĕçтернĕ. Сусăрсен ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварасси те тĕп вырăнта. Тĕслĕхрен, республикăри 6 организацире 147 вырăнта сусăрсем малашне те вăй хума пултарччăр тесе 2000 пин тенкĕ тăкакланă. Инвалида тухман граждансене протезпа ортопеди пулăшăвĕ памашкăн кăçал — 2020 пин, ĕç вырăнĕсене сыхласа хăвармашкăн 1400 пин тенкĕ уйăрнă.
Инвалидсене реабилитацилекен тата социаллăх тĕлĕшĕнчен интеграцилекен тытăма информаципе, меслетлĕхпе тата кадрсемпе тивĕçтерме И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра 2015 çулта 20 соцĕçчене вырăс чĕлхин алăпа хускану туса калаçмалли мелне вĕрентнĕ. Асăннă специалистсене кăçал та çавăн чухлех хатĕрлеме палăртнă.
Сусăрсене обществăри хутшăнусене хăнăхтарас, вĕсен ыйтăвĕсем тĕлĕшпе çынсем тимлĕ пулассине йĕркелес тата инвалидсене пурте усă курма пултаракан хутлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе ыттисенчен уйрăлса тăракан куракансем валли çулленех «Пĕрешкел пулма кирлех те мар» фестиваль /унăн программинче — вĕренÿ семинарĕсем, мастер-классем/, япăх куракан çул çитмен сусăрсен тата инвалид шутланман ачасен «Талантсен фейерверкĕ» фестиваль-конкурсне ирттереççĕ.
— Федерацин 2014 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчи «Инвалидсен прависем çинчен калакан Конвенцие ратификациленĕ май Раççей Федерацийĕн сусăрсене социаллă хÿтлĕх парас ыйтусемпе çыхăннă саккунĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» 419-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин «Инвалидсене социаллă, инженери тата транспорт инфратытăмĕсен объекчĕсене, кану вырăнĕсене тата вĕсенчи пулăшăва тивĕçме чăрмавсăр пырса çÿрессипе тивĕçтересси» саккунĕ вăя кĕнĕ. Асăннă документ сусăрсене мĕнпе савăнтарать?
— Унпа килĕшÿллĕн «Чăваш Республикинче 2016-2020 çулсенче инвалидсем объектсене çÿреме тата пулăшу илме пултараслăхĕн кăтартăвĕсен пĕлтерĕшне ÿстересси» мероприятин планне /«çул-йĕр карттине»/ çирĕплетнĕ. Унăн мерисен комплексне ăнăçлă пурнăçланă май халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче ĕçсĕр çын статусĕпе учетра тăракан инвалидсен йышĕ çулталăк пуçламăшĕнчи 494 çынран хальхи вăхăтра 428 юлнă. Кăрлач-çурла уйăхĕсенче 494 сусăра е ĕç шыраса пынисен пĕтĕм йышĕн 61,3 процентне вырнаçтарнă /программăн 2016 çулхи тĕллевлĕ индикаторĕ 62,9 процента çитмелле/.
Çавăн пекех ĕçлекен инвалидсен йышне сыхласа хăварма май килчĕ.
— Инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă тĕллевсем мĕнлерех?
— Вĕсем чăннипех пысăк. 2016-2017 çулсенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн палăртнă тĕллевлĕ кăтартусене тата мероприятисен комплексне пурнăçлассине тивĕçтермелле, республикăри организацисенче вăй хуракан инвалидсен йышне сыхласа хăвармалла, тĕллевлĕ индикаторсене çĕнсе илмелле, служба центрĕсене ĕç шыраса пынă инвалидсен пĕтĕм йышĕн 62,9 процентне вырнаçтармалла, республикăри организацисем квотăна пурнăçланин кăтартăвне ÿстермелле.
Валентина СМИРНОВА
хатĕрленĕ