Комментари хушас

29 Авăн, 2016

Тимлĕ хатĕрлесен тĕрĕс-тĕкел хĕл каçĕ

Вĕлле хуртне мĕнле хатĕрленинчен епле хĕл каçасси нумай килет. Ĕçе тĕплĕ йĕркелени хуртсене лайăх хĕл каçса тепĕр çул пыл тухăçлă пуçтарма май парать. Вĕллене ăçта лартни мар, çемьене тĕрĕс хатĕрлени пĕлтерĕшлĕрех.

Хĕл каçма юлакан çемьесем тĕреклĕ, вĕллере апат çителĕклĕ пулмалла. Хуртсен йăви /гнездо/ тĕрĕс вырăнта йĕркеленсен, çилтен, сивĕрен хӳтлĕх пулсан, сывлăш тасалса тăрсан çемье лайăх хĕл каçать.

Çирĕп çемьене пуçтарсан 2,5 кг таять, çемьери хуртсем вĕллери тăхăр рама хушшине йышăнаççĕ. Вăтам çемье 2 кг яхăн таять, 7-8 рамка йышăнать. Вăйсăр çемье 6 рама çеç йышăнать.

Кĕркунне çемьесене пĕрлештернĕ чухне ытлашши пысăклатса яма та юрамасть. Вĕллере тăвăррипе пăчăхма пултараççĕ.

Рамкăсен хушшине кĕркунне сарма е пĕрме кирлĕ мар — 12 см çителĕклĕ. Хĕл валли пĕр çемьене 16-18 кг апат кирлĕ. Çуркунне памалăх саппас пулмалла. Хĕлле хуртсене апатлантарма чăрмантарни япăх витĕм кӳрет. Хуртсем канăçсăрланнă хыççăн хăвăрт лăпланаймаççĕ, вăйсăрланаççĕ. Çемье выçăхнине сиссен çеç хуртсене апатлантармалла.

Утарçăн вĕлле хурчĕсене тĕрĕс купаланмашкăн условисем туса памалла. Вĕллене апата авăн уйăхĕн çурринче лартмалла. Сахăр сиропĕ çеç парсассăн вĕлле хурчĕсем вăйсăрланаççĕ, нумай пĕтеççĕ.

  •  Хăшпĕр чухне вĕллери ама хурт кĕр еннелле улшăнма пултарать. Çамрăк ама çăмарта хурасси малтанлăха кăштах тытăнса тăрать. Çавăнпа çемье вăйсăрланнă пек курăнма пултарать. Каярах ама тухăçлăн çăмарта хума пуçлать, çемье хăвăрт хушăнса пысăкланать. Кун пек çемьесене пĕрлештермесен аванрах.
  •  Икĕ вăтам çемьене пĕрлештерсе пысăклатни те хуртсемшĕн нушаллă килсе тухма пултарать. Ытлашши пысăк çемьере пыл хурчĕсем пăчăхса вилме пултараççĕ. Икĕ вăтам çемье лайăх хĕл каçсан пĕрлештернинчен тепĕр çул ытларах пыл пуçтарма пултарĕ.
  •  Пыл вăхăчĕ вĕçленнĕ майăн пуçтарнă карассене кĕве тапăнасран вăйлă шăршăллă курăксем хурса хӳтĕлемелле. Çамрăк армути, пĕтнĕк, душица, Аçтăрхан мăйăрĕн çулçи, хăмла, туранă ыхра, лаванда кĕвене хăратаççĕ.
  •  Хăшпĕр чухне вĕллене кăткă ерет. Кăткăран помидор çулçи хӳтĕлет.
  •  Тĕтĕрчĕк /дымарь/ тума хыр-чăрăш, хурăн турачĕсем юрăхлă мар. Вĕсем вăйлă çунаççĕ, хурăн туратĕнчен çуннă майăн хĕлхем сирпĕнет. Хĕрлĕ хăва /верба/, йывăç çинче ӳсекен типĕтнĕ кăмпа аван. Вĕсем вăйлă хĕмленмеççĕ, тĕтĕрме аван.
  •  4 рамăллă вĕлле хурчĕн йышне туяннă чухне ама пуррине, вăл икĕ çултан аслă маррине тĕпчеме тăрăшăр. Туяннă çемье йывăрăшĕ 1,1-1,2 кг пулмалла. Çăмарта хывнă икĕ карас, апат — пыл — тултарнă икĕ карас пулсан аван. Ку кăтарту çемье ăнăçлăхне палăртать.

6 рамăллă çыхăра вара ама хурт, 1,6 кг вĕлле хурчĕ, 4 карас çăмарталлă, 2 карас пыллă пулмалла.

Вĕллесене хĕлле омшаника вырнаçтарас тесен унта сывлăш çаврăнăшĕ еплереххине тĕрĕслемелле. Сывлăш пырса тăракан тата сывлăш туртакан мăрье пулмалла. Вĕллесем хĕл каçакан вырăнта витĕр çил те вĕрмелле мар.

Вĕллере хĕл каçакан хуртсем ытларахăшĕ çурла уйăхĕнче тухнисем пулсан çемье лайăхрах хĕл каçать. Вĕсем çамрăк, вăйлă. Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕччен тухнă хуртсем хĕлле вилсе тăкăнаççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.