«Йĕкехÿресем Мишăн питне ирччен кăшланă»
“5-мĕш хута епле анса хăпаратăр?” — алăкран кĕнĕ-кĕмен ыйтрăм 86-ри Людмила Дороненкăран: кунашкал çуртсенче лифт çук. “1953 çултанпа çак картлашкапа çуран çÿретĕп”, — кун-çулĕпе паллаштарма пуçларĕ ветеран.
Людмила Ивановна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинградран эвакуаципе Чăваш Ене килнĕ. Çĕнтерÿ хыççăн тăван хулине таврăннă, анчах шăпа ăна пирĕн республикăна каялла килме çырнă.