Пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарать
«Ача çуртĕнче воспитани илекенсен пурнăçĕ çăмăл мар, кашнин шăпи хăйнеевĕрлĕ. Паянхи обществăра вĕсем ытти ачаран уйрăлса ан тăччăр, çĕршыв гражданинĕ пулса çитĕнччĕр тесе патшалăх нумай ĕç тăвать», — çырнă «Ачалăха тавăрар» проектăн программинче. РФ Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хушăвĕпе пуçарнăскер тăлăх е ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасен пурнăçне лайăхлатма май парать. 2014 çултанпа ирттерекен «Атăлçири спорт олимпĕ» спартакиада та çак проектăн пĕр пайĕ шутланать.
Çĕнĕ Шупашкар хули ăна кăçал иккĕмĕш хут йышăнчĕ.
Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров пĕлтернĕ тăрăх — ача çурчĕсен спартакиадине хутшăнакансен йышĕ çултан çул пысăкланать. «Ку ăмăртура Атăлçи тăрăхĕнчи кашни регион /вĕсем — 14/ команди тупăшать. Кăçал 350 яшпа хĕр спортăн 10 енĕпе вăй виçрĕ. Пурте хăйне лайăх енчен кăтартма тăрăшрĕ. Паянхи кун старта тухнă çамрăксен хушшинче малашне пултаруллă спортсменсем çитĕнессе шанас килет. Вĕсене пысăк турнирсен пьедесталĕ çинче курасчĕ», — терĕ Геннадий Семенович.
Спартакиадăра Чăваш Ен ачисем те çулсерен хастар хутшăнаççĕ. Кăçал республика чысне Шупашкарти, Çĕмĕрлери тата Пăрачкаври ача çурчĕсенче пурăнакан 20 яшпа хĕр хÿтĕлерĕç. Вĕсем ăмăртусенче мала тухассишĕн вăй виçрĕç. Акă Пăрачкаври Геннадий Федоров эстафетăна хутшăнчĕ, футболла вылярĕ, ишме те хатĕрленчĕ. Пĕчĕклех спортпа туслăскер спортзалтан тухма та пĕлмест, пушă вăхăт тупăнсанах унта васкать, канмалли кунсене спорт комплексĕнче ирттерет. «Унта юлташ та нумай манăн. Спортпа туслă пулни хăюллă пулма вĕрентет, пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Шкултан вĕренсе тухсан хамăн пурнăçăма çарпа çыхăнтарас килет», — терĕ 14 çулти яш. Районти ăмăртусенче пĕрре мар медаль çĕнсе илнĕскер 2014 çулта ГТО нормисене пурнăçласа ылтăн паллăна тивĕçнĕ.
Çĕмĕрлери ачасене хушма пĕлÿ паракан центр ĕçченĕ Юрий Белов каланă тăрăх — ача çурчĕсенче пурăнакансем валли спорт ăсталăхне аталантарма пĕтĕм услови туса панă. «Ачасем спортзала, тренажер залне çÿреççĕ. Районти физкультурăпа спорт комплексĕнчи спорт секцийĕсенче ăсталăха туптаççĕ», — терĕ вăл.
Спартакиада яланхи пекех эстафетăран пуçланчĕ. Хĕрсемпе яшсем 800 метрлă дистанцие парăнтарассишĕн çивĕч тупăшрĕç. Ку ăмăртура Мордва команди пуринчен вăйлăрах пулчĕ. «Старта çĕнтерес тĕллевпе тухатăн, çапах кашнинчех пĕрремĕш пулма çăмăл мар. Спартакиадăна та эпир кашни кун спортзала çÿресе тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Телее, ку хутĕнче пире ăнчĕ», — пĕлтерчĕ команда капитанĕ Артем Хайнев. Вăл каланă тăрăх — вĕсем Çĕнĕ Шупашкара пĕрремĕш хут килнĕ. Каччă çăмăл атлетика манежĕ кăмăла кайнине, кунта хăйне пысăк спортсмен пек туйнине палăртрĕ.
Хĕрÿ тупăшусем çавăн пекех мини-футбол, волейбол, стритбаскет лапамĕсенче иртрĕç. Çамрăк спортсменсем сĕтелçи теннисла, шахматла, шашкăлла вылярĕç, дартс тата ишес енĕпе ăмăртрĕç.
Андрей МИХАЙЛОВ.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем