Комментари хушас

8 Авăн, 2016

Çуртсен стени çинче — киревсĕр сăмахсем

Темиçе ĕмĕр каяллахине, вандалсем пурăннă вăхăта, кăшт аса илер-ха. Вĕсем I ĕмĕрти истори палăкĕсенчех çырăннă. Одра шывĕ хĕрринче пурăннăскерсем тепĕр ĕмĕрте кăнтăралла куçнă. V ĕмĕр пуçламăшĕнче çак халăх Пиренеи тăвĕсене парăнтарса Испание çитнĕ. Вĕсен çулĕ малалла выртнă. Вандалсем тарçăсен вăйĕпе усă курса Африкăри Рим провинцине çавăрса илнĕ, хăйсен патшалăхне туса хунă. Çĕнĕ вырăнтан Хĕвеланăç Вăта тинĕс утравĕсене çаратма çÿренĕ. Ирсĕр халăх чарăнман V ĕмĕрĕн çурринче вăл Рима çавăрса илнĕ. Икĕ эрнере вĕсем асăннă тăрăха çаратнă, архитектурăпа искусство палăкĕсене шелсĕр аркатнă... Унтанпа вăхăт нумай иртнĕ, çапах «вандал» тата пĕр тымартан пулнă «вандализм» сăмахсене тăтăшах илтме тÿр килет. Паян та манăн сăмахăм çакăн çинчен.

Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.