ПĔР ХĂЛХАРАН КĔРЕТ: ТЕПРИНЧЕН...
Пĕрремĕш класа кайма пуçланă ачасен ашшĕ-амăшĕн мĕн пĕлмелле-ха? Психологăн çак сĕнĕвĕсене шута илмелле.
1. Вĕренÿ çулĕ пуçланнă май сирĕн çемьен пурнăç йĕрки те улшăнать.Хирĕçÿсем пуласран ачана кам ăсатасси, кĕтсе илесси, апатлантарасси, уроксем тума пулăшасси пирки малтанах калаçса килĕшĕр. Расписани çырса курăнмалли вырăна çакăр — кун пек çĕнĕ тивĕçсене хăнăхма çăмăлрах пулĕ.
2. Шкула каймалли тата унтан таврăнмалли çула малтанах палăртса хурăр. Çак маршрутпа тата нумай çул çÿремелле-ха. Шкула çитиччен çул çинче икĕ сехетрен кая мар ирттермелле пулсан, паллах, ача çывăрса тăранаймасть, кирлĕ чухлĕ канаймасть. Вĕренÿ заведенийĕ çывăхрах пулсан лайăхрах, çапах та пĕрремĕш класс ачине унта ялан пĕр çулпа çÿреме хăнăхтармалла.
3. Аслисем ачана тĕрлĕ кружок-секци таврашĕ питĕ кирлĕ тесе шухăшлаççĕ. Музыка, рисовани, шахмат... Паллах, ачана эсир тĕрлĕ енлĕ аталантарасшăн-ха. Анчах сирĕн пурин валли те вăй çитĕ-ши? Студисемпе кружоксенче те киле ĕç параççĕ, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене ирттереççĕ, занятисене сиктермесĕр çÿреме ыйтаççĕ. Сăмах май, кашни шкултах уроксем хыççăн тÿлевсĕр факультативсем ĕçлеме кирлĕ. Ача унти занятисенче эрнере 10 сехет те вĕренме пултарать. Ăçта тата миçе хут çÿрессине вăл хăй суйласа илсен лайăхрах.
4. Пуçламăш классенче ачасем хăйсем валли мар, ашшĕ-амăшĕ валли вĕренеççĕ. Çавăнпа эсир вĕрентсе каланисем ачан пĕр хăлхинчен вĕçсе кĕреççĕ те çавăнтах тепĕр хăлхинчен вĕçсе тухаççĕ. Çак ÿсĕмре уншăн тусĕсемпе выляни, мечĕк хăваласа чупни е ашшĕ-амăшĕпе мультик е ытти кăсăклă япала пирки калаçни пĕлтерĕшлĕрех.
Енчен ачана систермесĕр контроллесе тăрсан унпа пĕрле çăмăллăнах шкул пурнăçне хăнăхса çитетĕр.
5. Пĕрремĕш учительницăпа тăватă çул çывăх хутшăнмалла. Унпа ачана та, сире те хăтлă пулсан лайăх. Анчах ачăр ларма-тăма пĕлменскер пулсан учитель асăрхаттарнисене илтмех тивет. Анчах ун хыççăн ачана айăпласа кирлĕ мар, сирĕн яланах хăвăрăн пепкĕр енче пулмалла. Педагог асăрхаттарнине тимлĕ итлĕр, пуçа сулласа килĕшнине палăртăр, учитель сăмахĕсене ăшра тишкерсе тухăр, анчах киле тарăхса ан таврăнăр. Сирĕн ача хăйне евĕр, вăл сирĕн ача. Ун кăмăлне шута илсе ăна йĕркене вĕрентесси — сирĕн тивĕç. Гиперактивлăх ача çула кĕрсе çитнĕ тĕле хăйех иртет. Çавăнпа чăтăмлă пулăр.