Тăван ялăм тухать куç умне
Çуллахи хĕвеллĕ кун. Ăшă варкăш çил пите ачашлать. Кайăксем хăйсен пурнăçĕпе киленсе чĕвĕлтетеççĕ, чĕпписене вĕçме вĕрентсе каллĕ- маллĕ ыткăнаççĕ. Хушăран пире те сĕртĕнессĕнех туйăнать. Çакăн пек çут çанталăк ырлăхĕ пурне те савăнăç парнелет, пурнăçра пĕр йывăр самант та пулассăн туйăнмасть.
Асаннепе шăкăл-шăкăл калаçса хура çырларан таврăнатпăр. Вăрмантан тухсан яла çитесси тепĕр икĕ-виçĕ çухрăм. Ыраш пусси хĕррипе пыратпăр. Ун урлă тÿп-тÿрĕ сукмак тăсăлса выртать. Пиçсе çитме пуçланă ыраш пучахĕсем урлă-пирлĕ выртаççĕ, хушăран пуçĕсене йывăррăн çĕкленисем те курăнаççĕ. Чунра темĕн йăшăл турĕ. Ара, мĕн чухлĕ тыр-пула таптанă, мĕн чухлĕ çăкăр урлă каçса малалла çул хывнă. Асаннен куçĕнче çутă куççуль тумламĕсем йăлтăртатрĕç. «Çак сукмака хывакан йывăрлăх мĕн иккенне те, çăкăр хакне те пĕлмест иккен. Вăрçă çулĕсенче эпĕ, сакăр-тăхăр çулти ача, тырă акма та, вырма та, утă çулма та васканă... Пĕр шит çĕре те эпир сая яман, ăна усă курас тенĕ. Мĕнле те пулсан Çĕр-анне усăсăр ан вырттăр, ытларах тухăç илес тесе тăрăшнă. Халĕ çĕре хисеплеме, сума сума пăрахрăмăр. Сухаламан-акман çĕрсем те чуна ыраттараççĕ. Эх, уй-хирте ĕçленĕ вăхăтсене ас илетĕн те — чуна савăнăç пырса çупăрлать, мăшăр çунат хушнăн туйăнать. Ватăлтăмăр çав, самани те ĕлĕкхилле мар». Асанне татах кăмăлсăр. «Ял вĕçĕнче укăлча хапхи пурччĕ. Ăна выльăх уя тухса тыр-пула сăтăр тăвасран хупса тăратчĕç, пăлявуй питĕ çирĕп тăратчĕ. Вăл хуçасăр кайăк-кĕшĕке, выльăх- чĕрлĕхе хăваласа хупатчĕ. Хуçисене явап тыттаратчĕç, пухура пичĕсене хĕрететчĕç кайран. Халăха йĕркене вĕрентнĕ. Халĕ хуçалăхсем саланнă май йĕрки те çукрах — çыннисем те, выльăхĕ те пуçтах пула пуçларĕ. Ĕнтĕ никама та пăхăнса пурăнасшăн мар». Çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе ÿснĕ сакăр вунă çул урлă каçнă ватă çын сăмахĕсем чĕрене кĕрсе ларчĕç.
Яла пырса кĕрсен чунăм савăнчĕ. Мĕн тери тулăх пурăнать халăх! Çурчĕсем пĕринчен тепри чаплăрах, авалхи кивĕ пÿртсен ĕмĕрĕ тахçанах иртнĕ. Кашнин умĕнче тенĕ пекех тĕрлĕ техника. Вĕсем ял çыннин ĕçне çăмăллатма кирлĕ-çке. Урам тап-таса та сип-симĕс. Ăшă çилпе хумханса тăпăлкка çăкасем, хунавлă йăмрасем, усал-тĕселтен сыхлакан пилешсем лараççĕ. Вĕсен хÿттинче хур-кăвакал, чăх-чĕп вырăн тупнă. Унта та кунта шавлă ачасен ушкăнĕ вăйă вылять, хаваслă сассисем аяккалла саланаççĕ. Пире тĕл пулакан та сăмах вылятать. Вăтакас урамĕпе утатпăр. Кунта тĕрлĕ лавкка, Культура çурчĕ, Перекет касси, çыхăну уйрăмĕ, шавлă ачасене хăй патне чĕнекен «Пучах» ача сачĕ, ял тăрăхĕн çурчĕ тата врач офисĕ вырнаçнă. Тĕрлĕ енчен аталанма та, çыхăну тытма та, укçа-тенкĕ енĕпе ĕçлеме те, тĕрлĕ ял çыннипе çывăхланма та питĕ меллĕ те лайăх пирĕн ялта!
Акă Анатри урама çитрĕмĕр. Вăл маншăн мĕн тери хаклă пулнине сăмахпа каласа пама та çук! Кунта тĕрлĕ ĕçре пулăшакан кÿршĕ-аршă, савăнăçра-хурлăхра пулăшакан юлташсем, хисеплĕ ватăсемпе чĕкеç чĕлхиллĕ ача-пăча пурăнать. Юратнă килте мана ырă канашпа пулăшакан, чунсенче ырă вăрлăх акакан асанне, çут тĕнче пилленĕ, пурнăç çулĕ çине тăма пулăшакан чи хастар çынсем — аттепе анне тата пĕр çăвартан, шăкăл- шăкăл килĕштерсе пурăнакан икĕ шăллăм тата эпĕ савăнăç тупнă. Кил-çуртра тăнăçлăх хуçаланать, туслă ушкăн ĕçпе малалла талпăнать, виçĕ ăру çынни пĕр-пĕринпе йывăрлăха çĕнтерсе çĕнĕ çитĕнÿ тăвать. Кил вăйĕ виçесĕр пысăк. Ун хăвачĕ асамлă. Ылтăн сăпка евĕрех. Хальлĕхе тăван ялтан инçетре чылай вăхăт пурăнса курман-ха. Анчах шалта пур-пĕрех уйрăлу саманчĕ йывăр пулассине чухлатăп. Ун çинчен шухăшлас килмест, атте-анне çуначĕ айĕнче, тĕрекре пурăнма мĕн тери лайăх!
Асаттепе асанне çĕр ĕçченĕсем. Тивĕçлĕ канăва тухичченех хăйсен шăпине тăван ялпа, çĕрпе çыхăнтарнă. Асатте, механизатор ĕçне кÿлĕннĕскер, ака-сухара, вырма вăхăтĕнче тăраниччен çывăрса курайман: хĕвелпе тан тăнă, хĕвел ансан тин киле çул тытнă. Йывăр пулсан та пуçне усман: хуçалăхĕ çирĕп, çурчĕ-йĕрĕ тĕреклĕ, çичĕ ачине ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă асаннепе. Ĕçне кура — хисепĕ. Асатте — Николай Петрович Евдокимов — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механиза-торĕ. «Ĕç Мухтавĕ» орден та пур унăн.
Çапла, çĕр ĕçĕпе тăрăшсах ял çынни çемье чăмăртанă, кил-çурт çавăрнă, çирĕп хуçалăх йĕркеленĕ. Хăйĕн савăнăçне те çĕр çинчех тупнă вăл. Хулана, ялтан аякка тухса кайма шухăшĕ те пулман унăн, мĕншĕн тесен ĕç укçи халăха тивĕçтернĕ. Ĕçпе туслисене, пысăк кăтарту тунисене тĕрлĕ кану тата сиплев çурчĕсене кайма путевкăсем панă. Хисеп хăми çинче маттур ĕçченсен сăнĕсем вырăн тупнă... Чи хисеплĕ те сумлă ят пулнă вăл - çĕр ĕçченĕ!
Паянхи куна илсен ял пурнăçĕ урăхларах, йывăрлăх пусса тăрать ăна. Тивĕçлĕ вырăнсем сахал, хуçалăхра та малтанхи пек мар, ĕçченсен йышĕ чакнă, вĕсене пÿрнепе шутласа кăларма та пулать. Халăхăн ытларах пайĕ инçете ĕçлеме çÿрет, чылайăшĕ — Йĕпреçе. Темле йывăр пулсан та таçта каяс тĕллевлĕ мар вĕсем, çĕнĕ çуртсем хăпартаççĕ.
Çулсерен тăватă-пилĕк çĕнĕ çурт çĕкленет. Ватти-вĕтти — авалхи хăватлă йăлана-нимене — тĕп вырăна хурать. Пысăк ĕç тунă чух пĕр-пĕрне пулăшма çÿрет. Ялта çĕнĕ шкул хута кайрĕ.
2012 çул ăнăçлă пулчĕ. Пирĕн Шкул урамĕ Чăваш Республикинче ирттернĕ «Чи симĕс те таса урам» ăмăртăва хутшăнса пĕрремĕш вырăна тухнă. Çак урам çыннисене вăтăр пин тенкĕ парса хавхалантарнă. Укçана та тĕллевлĕ усă курнăшăн хĕпĕртетĕп. Унти пусăсене юсанă, çĕнетнĕ, яла тирпей-илем кĕртнĕ.
Ял чапне вĕрентекенсем те çĕклеççĕ. Вун çичĕ педагогран шкул ертÿçи Л.Г.Хуснетдинова — Чăваш Респуб- ликин тава тивĕçлĕ учителĕ. Раççей шайĕнчи хисеплĕ ята илме виççĕн тивĕçлĕ пулнă: Николай Николаевич Евдокимов, Энвер Рахимзянович Хуснетдинов тата Галина Андреевна Зо-тикова. Аслă категориллĕ учительсен ретĕнче — Лариса Григорьевна Хуснетдинова тата Надежда Алексеевна Евдокимова, ыттисем пурте пĕрремĕш категориллĕ специалистсем. Çакăн пек хастар та пултаруллă вĕрентекенсем шăпах ачасене тарăн пĕлÿ параççĕ, вĕсен чунĕсенче ырă вăрлăх акаççĕ.
Çуллахи вăхăтра çут çанталăкăн илемне, асамлăхне тата ытларах асăрхатăн. Ĕне, сурăх кĕтĕвĕпе çÿренĕ чух час-часах Кĕлешкассипе пирĕн яла уйăракан хурăнлăхпа киленеттĕм. Тĕлĕнмелле илемлĕччĕ çак хурăнлăх кирек хăш вăхăтĕнтра та. Çуллахи вăхăтра пире, кĕтÿçсене, хăйĕн сулхăнĕ-пе хĕвелрен хÿтĕлетчĕ. Кĕркунне вара ытарма çук ылтăн тĕс кăмăла уçатчĕ. Кăмпаçăсене те илĕртетчĕ çак вырăн. Асамлă хĕл тата пас тытнă хурăнсене пĕрин хыççăн теприне капăрлататчĕ. Çуркунне тин çеç сарăлнă çулçă шăрши сăмсана кăтăклатчĕ. Тĕлĕнмелле лăпкăлăх, асамлăх, хаваслăх парнелетчĕ. Хурăнлăха колхоз ертÿçи çине тăнипе лартнă тетчĕ асанне. Вăл та, пĕве çитнĕ хĕр, ĕçе хастаррăн хутшăннă. Йывăçсем çил-тăвăлтан, тăманран хÿтĕленĕ çула тухнă çынна, çухалса каясран та аван пулăшнă.
Пĕр кĕрхи кун аттепе уçăлмалла тесе çак хурăнлăха çитсе килме шутларăмăр. Çывăхрах пăчкă-пуртă сасси илтĕне пуçларĕ. Унталла тинкеретпĕр хайхи, кунталла. Малалла утнăçемĕн ÿкерчĕк уççăнах курăна пуçларĕ: «ĕçлĕ халăх» хурăнсене пĕрин хыççăн теприне йăвантарать. Пĕр эрне хушшинче черченкĕреххисем анчах тăрса юлчĕç, ыттисем вутта ăсанчĕç. Унта та кунта усса кайман турат, çапă выртса юлчĕ. Тупсăмне чылай шухăшласа çÿрерĕм: кам тата мĕн хистенĕ-ши çапла тума? Кайран çакă паллă пулчĕ: хурăнĕсем хăрнă иккен. Çуркунне вара пĕтĕм тасамарлăха пуçтарса çамрăк хырсем ларттарать ял пуçлăхĕ. Хушăвĕ çапла пулнă имĕш. Ал тивменни алă çул выр- тать тенешкел, çак пулăм та манăçа тухĕ-ши? Вăрман касакансем пулнă-ха, лартаканĕсем тупăнĕç-ши?
Çитменлĕхсĕр нимле аталану та пулманнине лайăх чухлатăп. Пурте аван пулсан вара... нимле çĕнĕлĕх çинчен те шухăшламăпăр, малашлăх çинчен те ĕмĕтленмĕпĕр. Лайăхран лайăх шырамаççĕ, ырăран ырăлăх шырамаççĕ тенĕ халăхра. Тĕнчере пирĕннинчен илемлĕрех, пуянрах çĕрсем те пулĕç, çапах та аякрине курса çывăхрине манар мар. Çывăхри вара — тăван тавралăх, тăван ял, тăван халăх. Çирĕплĕхре, туслăхра пурăнсан тăван ял çултан çул аталанса пырĕ, ăна нимле çич ют та хур кăтартаймĕ. Хамăн ĕçĕме анне шăрçаланă сăвă йĕркисемпе çирĕплететĕп:
Савăнатăп, тăван çĕр çинче
Тăрăшаççĕ хастар ĕçченсем.
Çĕр-аннемĕр савать вĕсене,
Ырă вăрлăх акать чунсенче.
Роман ЕВДОКИМОВ.
Йĕпреç районĕ,
Чăваш Тимеш.