Комментари хушас

25 Çурла, 2016

Дайкон

Дайкон — яппун пахчаçимĕçĕ — пирĕн патри пасар, лавкка сентрисем çинче тахçанах — 10 çул ытла — вырăн тупрĕ пулин те ăна пахчара акса ÿстерекенсене сахалрах тĕл пулатăп. Çуркунне редис акатпăр, каярахпа — çарăк, йÿç кăшман. Вĕсем — дайкон «тăванĕсем». Дайкона вара хамăр пахчасене кĕртме тăхтаса тăратпăр.

Яппунсем çак культурăна тухăçлăхне, усăллăхне кура тĕп культурăсен йышне кĕртнĕ. Кашни яппунăн сĕтелĕ çинче кулленех астивме пулать ăна.

Мĕн енчен лайăх-ши дайкон? Чи пĕлтерĕшли — вăл хăвăрт ÿсни, пысăк тухăç пани тата унăн тутин пахалăхĕ. Редискăпа йÿç кăшман, çарăк чылай чухне хĕрхÿленет тĕк, дайкон хĕрхÿленмест, управра лайăх выртать. Çак çимĕçе апатра чĕрĕлле те, пĕçерсе те, маринадласа та усă курма пулать.

Дайкона ÿстерес тесен унăн хăйнеевĕрлĕхне пĕлмеллех. Вăл редиска пекех, хăвăрт ÿсекен çимĕç. Кун тăршшĕ вăрăм чухне аксан вăл тунана каять, тымар çимĕçĕ ÿсеймест. Кун тăршшĕ кĕскелнĕçемĕн дайкон тымарне ÿстерме пикенет: çимĕçĕ аталанать. Пире шăпах тымарĕ кирлĕ. Çавăнпа дайкона кун кĕскелни сисĕнме пуçласан, утă уйăхĕн çурринче акмалла. Вăл нÿрĕке юратать. Кĕркунне сивĕтичченех, сывлăш температури Œ10 градуса çити аничченех ÿсет. Кăлармалли вăхăта, юпа уйăхĕ тĕлне, самаях пысăк çимĕç çитĕнет.

Дайкон — сиплĕ çимĕç. Шăнса пăсăлсан, ÿсĕрсен, шăк хăвалама пулăшать. Çарăкпа хĕрен пекех пÿрери чулсене тĕпретсе кăларать. Ку енĕпе ятарлă рецепт­семпе меслетсене пăхăнни кирлĕ.

Сорта кура тымар çимĕç тĕрлĕрен пулать. Çарăк евĕр çавра е сахăр кăшманĕ пек тăсланкă. Пирĕн патра лайăх тухăç паракан çак культурăна пăхма йывăр мар, вăл тăпрана тиркемест. Тепĕр чухне унăн вăррине тупса туянма çук. Çак усăллă та тупăшлă çимĕç пирĕн пахчасенче вырăн тупасса шанатăп.

Раиса КРИШИНА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.