Комментари хушас

24 Çурла, 2016

Илĕртÿллĕ те кăсăклă

Спорт гимнастики халăх юратакан спорт тĕсĕ пулса тăчĕ, унпа пин-пин çамрăк кăсăкланать. «Гимнастика питĕ илемлĕ те илĕртÿллĕ. Гимнастсем пысăк сцена çине те тухаççĕ. Вĕсен пултарулăхне циркра куракансем кăмăлласа йышăнаççĕ», — тет Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 6-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Анатолий Васильев.

Самбо-и е гимнастика-и?

— Спорт шкулне эпĕ 4 çултанпа çÿренĕ. Аннене, çамрăк чухне çăмăл атлетикăпа туслă пулнăскере, гимнастика питĕ килĕшнĕ. Спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан хĕрачапа пĕрле гимнастика элеменчĕсене те алла илнĕ вăл. Кăшт ÿссен мана та, каярахпа шăллăма та унта çавăтса кайрĕ. Атте хирĕçчĕ. Самбист пулнăран ывăлĕсене самбо секцине ярас шухăшлăччĕ, хăй калашле «пиртен чăн-чăн арçын тăвасшăнччĕ». Çапах анне сăмахĕ витĕмлĕрех пулчĕ курăнать. Вăл эпир çак спортра çитĕнÿсем ытларах тăвасса ĕненнĕ пулĕ. Телее, унăн шанăçĕ тÿрре тухрĕ.

Тем тесен те, пире гимнастика шкулĕнче килĕшетчĕ, хаваспах çÿреттĕмĕр унта. Ирина Трохова тренер пулăшнипе пирвайхи утăмсене турăмăр. Питĕ çирĕп ыйтатчĕ. “Пĕрремĕш пулас тесен нумай ĕçлемелле”, — тетчĕ. Хамăн та çитĕнÿсем тăвас килетчĕ. Çак тĕллевпе нумай тăрăшаттăм. Ытти ача пекех выляма каяс килетчĕ пулин те ÿркенсе тăман: тренировкăсене вăхăтра çÿренĕ, — иртнине хĕпĕртесе аса илчĕ Анатолий Сергеевич.

3-мĕш класс хыççăн арçын ачасене Дмитрий Апатьев /хальхи вăхăтра вăл Мускав облаçĕнче ĕçлет/ тренер патне куçарнă. Каярахпа ушкăна Геннадий Степанов тренер килнĕ. Анатолий Васильев хăйĕн пурнăçĕнчи пĕрремĕш наградине 6 çултах тивĕçнĕ: спорт шкулĕнче ирттернĕ ăмăртура виççĕмĕш вырăн йышăннă. Мĕн тери хĕпĕртенĕ пулĕ ача пĕрремĕш диплома алла илсен! Çакăнтан пуçланă та ĕнтĕ пултаруллă спортсмен çитĕнÿ картлашкипе хăпарма.

2000 çулта çĕршыври çамрăк гимнастсен чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илсен 16 çулти яша Раççейĕн пĕрлештернĕ командине йышăннă. 10 çулта Раççей кубокĕпе чемпионатĕнче, тĕнче кубокĕн тапхăрĕсемпе Европа чемпионатĕнче пĕрре мар çĕнтернĕ, тĕнче чемпионатне те хутшăннă. 2008 çулта вăл Олимп вăййисене хутшăнма пултарнă, анчах чăваш каччине ăнман. «Сергей Хорохординпа резервраччĕ эпир. Пекина кайма пирĕн çывăх юлташсем Максим Девятовский, Александр Сафошкин, Анатолий Голоцуцков тивĕç пулчĕç», — терĕ Анатолий Васильев кăшт хурланса.

Йĕкĕреш пек

— Шăллăм Евгений спорт гимнастикине 3-рех çÿреме пуçларĕ. Манран уйрăлас темен пулĕ. Эпир хамăра йĕкĕреш пек туяттăмăр. Вăл манран 1,5 çул кĕçĕнччĕ. Ялан пĕрле пулнă: тренировкăсенче, ăмăртусенче, сборсенче... Тĕрлĕ хулара пулнă май каçсерен урамра иккĕн уçăлса çÿренĕ тапхăрсем халĕ те асрах. Çамрăклăх хаваслă иртрĕ. Пĕрле савăннă, пĕрлех йĕнĕ. Ялан пĕр-пĕрне пулăшаттăмăр, пĕр-пĕринчен вĕренеттĕмĕр. Ытти яш пекех футболла выляма юрататтăмăр. Халĕ те хушăран футбол уйне тухатăп, ăмăртусене кăсăкланса пăхатăп.

Евгений гимнастикăра çитĕнÿ сахал мар турĕ. Спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне пурнăçларĕ, 2003-2004 çулсенче Европа турнирĕнче тата çĕршыв чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕ. Вăл та ман пекех Олимп резервĕсен училищинчен, И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультура факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Спорт карьерине вĕçлесен 5 çул каялла мăшăрĕпе ют çĕршыва пурăнма тухса кайрĕ.

Тренер çитĕнĕвĕ

— Тренировкăсенче хамăн ăсталăха туптанă вăхăтрах кĕçĕннисене нумай пулăшаттăм. Пĕчĕкскерсене пĕр-пĕр элемента тума вĕрентеттĕм. Хăшĕ-пĕрне спорт хатĕрĕсемпе ĕçлеме самай йывăрччĕ. Йĕрекенсене йăпатма та тиветчĕ. Çак ĕç мана питĕ килĕшнĕренех 2010 çулта тренер ĕçне пуçăнтăм, — сăмах çăмхине малалла сÿтрĕ А.Васильев.

Анатолий Сергеевичăн вĕренекенĕсем пысăк çитĕнÿсем тума та ĕлкĕрчĕç. Акă Шупашкар каччи Владислав Поляшов кăçал Бразилире иртнĕ Олимп вăййисене хутшăнма тивĕç пулчĕ. Сăмах май, республикăри чи ăста гимнаст юлашки çулсенче çĕршыв кубокĕсемпе чемпионачĕсенче малтисен йышĕнче.

— Помост çине тухаймарĕ. Хам пекех резервраччĕ вăл. Вĕренекенĕ вĕрентекенрен те лайăхрах пулать теççĕ: тепĕр тăватă çултан Владислав Поляшова планетăри чи сумлă ăмăрту арени çинче курасчĕ, — терĕ А.Васильев. — Вăл та гимнастика шкулне пĕчĕклех çÿреме пуçланă. Ун чухнех хăйне лайăх енчен кăтартатчĕ. 2011 çулта çĕршыв турнирĕнче мала тухсан ăна çамрăксен командине илчĕç. Тренер ĕçне куçсан эпĕ унпа ĕçлеме пуçларăм.

Анатолий Сергеевичăн паллă тепĕр воспитанникĕ — Сергей Степанов. 2014 çулта вăл Раççей чемпионатĕнче çĕнтерчĕ. Раççей спорт мастерĕ хальхи вăхăтра Пенза хулинче ăсталăха туптать.

«Тренер ĕçĕ çав тери кăткăс. Тренерпа спортсмен хушшинче амăшĕпе ывăлĕ пек çыхăну пулмалла, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланмалла вĕсен. Çавăн чухне кăна çитĕнÿ пулать», — палăртрĕ ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ.

Çÿллĕ шая çĕкленчĕ

Анатолий Васильев — 2015 çултанпа спорт гимнастикин шкулĕн директорĕ. «Ку питĕ яваплă ĕç. Республикăри спорт гимнастикин аталанăвĕ спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе тренер-преподавательсен ăсталăхĕнчен, спорт шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕнчен нумай килет. Тренер ĕçĕпе ертÿçĕ должноçне шайлаштарса пыма та çăмăлах мар», — терĕ вăл.

Хальхи вăхăтра спорт шкулĕнче 500 яхăн ача вĕренет, вĕсемпе 24 тренер ĕçлет. Çÿлерех асăннă гимнастсемсĕр пуçне шкулта пултаруллă спортсменсем ăсталăхне аталантараççĕ. Тĕслĕхрен, Полина Борисова иртнĕ çул Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăран тăватă медальпе таврăнчĕ. Çамрăксен хушшинче те маттуррисем нумай. Тĕслĕхрен, Николай Агапенко /тренерĕ — Ирина Трохова/ 2-мĕш разрядлă спортсмен кăна пулин те лайăх çитĕнÿсем тăвать. Кăçал вăл республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Дарья Белоусовăпа Елена Герасимова шкул ачисен спартакиадинче мала тухрĕç.

«Юлашки вăхăтра спорт гимнастики çÿллĕ шая çĕкленчĕ. Вăл кăткăсланчĕ, элементсенчен чылайшĕ йывăрланчĕç. Спортсменсемшĕн çăмăлах мар пулин те кураканшăн питĕ илĕртÿллĕ пулса тăчĕ. Совет тапхăрĕнчипе хальхи хушшинче уйрăмлăх самай пысăк», — калаçăва пĕтĕмлетрĕ Анатолий Сергеевич.

Сăмах май, Чăваш Ен гимнасчĕсен хушшинче Олимп тăвĕ çине хăпарнă спортсмен — Шупашкар каччи Дмитрий Древин. Хулари спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă хыççăн Екатеринбургри Олимп резервĕсен училищинче вĕреннĕскер 2000 çулта Сидней хулинче иртнĕ Олимпиадăра командăсен турнирĕнче бронза медале тивĕçнĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.