Комментари хушас

23 Çурла, 2016

Тăван тăрăха юратсан ĕçре ăнать

Республика аталанăвĕнче строительство отраслĕ пысăк вырăн йышăнать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Куславккапа Тăвай тăрăхĕсен экономика аталанăвĕпе тата социаллă пурнăçĕпе паллашнă май районсенчи строительство объекчĕсене çитсе курчĕ.

Тăвай тăрăхĕнчи Тăм шывĕ урлă хывакан çĕнĕ кĕпере кăçал тума пуçланă. Ун валли республика бюджетĕнчен 92 миллион тенкĕ уйăрнă. Паянхи кун тĕлне унта планпа палăртнă ĕçсен çуррине пурнăçланă, объекта 2017 çулхи утă уйăхĕччен туса пĕтерме шантараççĕ строительсем. Районта пурĕ 16 кĕпер. Вĕсенчен чылайăшне чылай çул каяллах тунă, çавăнпа вăхăт иртнĕ май юсамаллах. Çапах та, Михаил Игнатьев каланă тăрăх, республикăра тата кивĕрех объектсем пур, вĕсене чи малтан çĕнетмелле. Райадминистраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке сăмахĕпе — районта çулсем тăвас ĕç те аван пырать. «Акă нумаях пулмасть Чутей ял тăрăхĕнче çул сарма тытăнчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, ЧР Çул-йĕр фондĕнче район валли 111 миллион тенкĕ ытла палăртса хунă», — терĕ Владимир Алексеевич. Ĕçе вăхăтра вĕçлемешкĕн строительство епле пынине ертÿçĕсен кашни кун тĕрĕслесе тăмаллине асăрхаттарчĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Кармал ялĕнчи Валерий Грачев фермерăн хуçалăхĕнче те строительство ĕçне пуçăннă. Ĕне-пăру тытмалли витене тумашкăн 2015 çулта патшалăх грантне тивĕçнĕ. Патшалăх пулăшнипех иртнĕ çул та хуçалăхра çĕнĕ ферма çĕкленĕ. Паянхи кун тĕлне хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх — 600 яхăн, вĕсенчен 175-шĕ — ĕне. Пĕлтĕр 1044,7 тонна сĕт суса илнĕ, выльăха какая сутасси 27 процент ÿснĕ. 935 гектар çĕр çинче тыр-пул тата нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ. Хуçалăхра 15 çын ĕçлет, вĕсенчен 6-шĕ — доярка. Михаил Васильевича ĕçлекенсен йышĕнче çамрăксем пурри савăнтарчĕ. «Хăвăр ĕçĕре тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласан хуçалăх та аван аталанса пырĕ, район ĕçĕ-хĕлĕ те лайăхланĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх ĕçĕ те самай çăмăлланчĕ: кашни предприятире ĕç хăвачĕпе хăвăртлăхне вăйлатакан çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Паян выльăх-чĕрлĕх тытни тупăшлă, çавăнпа производствăна анлăлатмалла», — терĕ вăл шурă халатлă дояркăсемпе калаçнă май.

Сăмах май, В.Грачев хуçалăхĕ 2006 çулта йĕркеленнĕ. Шупашкарти пĕр больницăра фельдшерта ĕçленĕскер тăван ялти «Слава» колхоз саланнă хыççăн сысна ĕрчетме тытăннă, каярахпа мăйракаллă шултра выльăх туяннă.

Тăвай ялĕнчи культура çуртĕнче иртнĕ канашлура та строительство ыйтăвĕ çинчен чылай калаçрĕç. Унăн ĕçне РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕсем: ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçипе Юрий Васильевпа финанс министрĕ Светлана Енилина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Иванов, «Куславккасем» ентешлĕх ертÿçи Юрий Зорин, ЧР экономикăпа спорт министрĕсен заместителĕсем Виталий Емельяновпа Алексей Яковлев, районти предприяти-организаци ертÿçисемпе депутатсем, культура ĕçченĕсемпе вĕрентекенсем, общество организацийĕсен хастарĕсем хутшăнчĕç. Тăвай районĕн пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата малашлăх тĕллевĕсем çинчен Владимир Ванерке каласа кăтартрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — кăçал ял хуçалăх продукцине /ытларах — сĕт/ туса илесси, хута янă çурт-йĕр калăпăшĕ, ĕçлекенсен шалăвĕ ÿснĕ. Ял хуçалăха тĕревлемешкĕн района тĕрлĕ бюджетран 54 миллион тенкĕ уйăрса панă. Хальхи вăхăтра Тăвайра 6 инвестици проектне пурнăçа кĕртмелле. Вĕсемпе килĕшÿллĕн тепĕр 38 ĕç вырăнĕ тупăнĕ. «Сĕт суса илес енĕпе республикăра малтисен ретĕнче эсир. Çулталăкне çĕршывра 8 миллион тонна сĕт кирлĕ. Анчах районта усă курман çĕрсен калăпăшĕ пысăкки шухăшлаттарать. 2018 çулччен çак ыйтăва татса памалла», — хытарса каларĕ М.Игнатьев.

Куславкка районĕнче хăнасем Тĕрлемес шкулĕн çĕнетнĕ спортзалĕпе паллашрĕç. Вĕренекенсен чи юратнă спорт объектĕнче «Шкулсене — спорт залĕсем» ятарлă программăпа килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсем тунă, спорт хатĕрĕсем туяннă. Анчах Михаил Игнатьева строительсен ĕçĕ тивĕçтермерĕ: спортзал урайĕ яках мар, футбол уйне те йĕркене кĕртмелле. Шкул директорĕ Марина Арзамасова каланă тăрăх — 2001 çулта çĕкленĕ пĕлÿ çурчĕн коллективĕн ыйтăвĕсем татах пур. «Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 255 ача парта хушшине ларĕ. Пуласлăхра ачасен йышĕ ÿсмелле. Вĕренмелли пÿлĕм сахал пулнипе хушма çурт тумалла», — терĕ Марина Анатольевна. Çавăн пекех çамрăк учительсем яла килменни пăшăрхантарать ăна.

Тĕрлемес шкулĕпе паллашнă хыççăн ĕçлĕ ушкăн Куславккари культура керменне васкарĕ. Канашлура районăн пĕрремĕш çур çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕç тата тĕллевсене палăртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валентин Колумб пĕлтернĕ тăрăх — Куславкка тăрăхĕнче туризм вăй илет, çак ĕçе малалла аталантарас тĕллевлĕ. «Мăйракаллă шултра выльăх йышне тата сĕт калăпăшне ÿстересси çине те пусăм тăватпăр. В.Семенов фермерăн ырă тĕслĕхĕ ыттисене ял хуçалăх ĕçне пуçăнма хавхалантарать. КФХ производствине çулсерен анлăлатать», — терĕ Валентин Николаевич. Анчах… Газпа, электроэнергипе тата коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн тÿлемен тĕслĕх самай нумайланнă иккен. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăм 24 миллион тенкĕпе танлашнă. Михаил Васильевич район ертÿçисене ку енĕпе çине тăрса ĕçлеме хушрĕ. Районта врачсем çитменни те — çивĕч ыйту. Паянхи кун тĕлне тĕп больницăна 22 специалист кирлĕ. Сăлтавĕ — Куславкка хули «Земство тухтăрĕ» программăна кĕменни тата шалу пĕчĕкки.

Район çыннисене те чылай ыйту кăсăклантарчĕ. Ялсен хушшинче çулсем япăхланни, хăш-пĕр яла шкул автобусĕ çÿременни тата ытти те. Тĕслĕхрен, Энтри Пасар ял тăрăхĕн депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Надежда Мартынова Чăршкассинче çĕнĕ ФАП тума тытăннине каларĕ, çавна май кивĕ клуба çĕнетмелли майсем пуррипе интересленчĕ. Канашлура районти чи хастар çынсене наградăсемпе чысларĕç, çемье капиталĕн сертификатне илекенсем те пулчĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.