Ир-ирех хĕвел тăрать, зарядкăна йыхăрать!
Иртнĕ эрнере ЧР ачасемпе çамрăксен вулавăшĕнче «Тетте» журналпа пĕрле «Ир-ирех хĕвел тăрать, зарядкăна йыхăрать» ятпа зарядка иртрĕ. Унта Шупашкарти 106-мĕш «Кораблик» ача садĕнчи аслă тата хатĕрленÿ ушкăнĕсем хутшăнчĕç.
Ятарлă кĕвĕ янăранă май «Тетте» журналтан илнĕ «Пĕрле зарядка тăватпăр» сăвăпа /авторĕ — Светлана Гордеева/ хаваслă зарядка пуçланчĕ. «Тетте» пукани хыççăн ачасем кашни хăнăхтарăва хастаррăн, йăл кулăпа пурнăçларĕç.
Ун хыççăн мероприятие пуçтарăннисем библиотекăн вулав залĕнче «Олимпиада — спорт уявĕ» интерактивлă кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Кашни ача валлиех интереслĕ кĕнеке, журнал тупăнчĕ. Пĕчĕкскерсем сĕтелçи теннисла, бадминтонла выляса тата сиккĕчпе сиксе ăмăртрĕç.
ЧР ачасемпе çамрăксен вулавăшĕн тĕп библиотекарĕ Антонина Расторгуева хальхи Олимп юхăмĕ çинчен, Бразилири Рио-де-Жанейро хулинчи 31-мĕш çуллахи Олимпиадăри Раççей спортсменĕсен çĕнтерĕвĕсем пирки каласа пачĕ. Пĕчĕкскерсем хамăр спортсменсене ăнăçу, вăй тата чăтăмлăх сунчĕç. «Теттепе» пĕрле килнĕ «Тантăш» хаçат корреспонденчĕ, республикăри çамрăк çыравçăсен литература пултарулăхĕн «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурс çĕнтерÿçи Лариса Петрова вара ачасемпе хаçат-журнал пирки калаçу ирттерчĕ. Пĕчĕкскерсен ыйтса пĕлмелли нумай пулчĕ. Кашниех хăйсен ĕçĕсене «Тетте» журналта курма ĕмĕтленет.
Хаваслă та кăсăклă мероприяти пурне те лайăх кăмăл-туйăм парнелерĕ.
Лада МАРКИЗОВА.