Комментари хушас

10 Çурла, 2016

ТĔРĔС ĔÇМЕЛЛЕ

Шăрăхра ăш хыпнине ирттерме хăшĕсем минерал шывне кĕленчи-кĕленчипе ĕçеççĕ. Анчах ун чухлĕ ĕçни сывлăха сиен кÿмĕ-и? Диетологсем асăрхаттарнине шута илмеллех.

Йышне кура апат /столовая/, сиплев-апат /лечебно-столовая/ тата сиплев /лечебная/ минерал шывĕсем пулаççĕ.

  •  Апат минерал шывĕнче тăвар 1 литрта 1 грамран ытла пулмалла мар. Ăна кашни кунах ĕçме юрать, вăл организма лайăх тасатать, тонуса çĕклет. Çак йĕркепе ĕçни вырăнлă: ирхине выç хырăмла — 1 стакан, кăнтăрлахи апат умĕн — 1 стакан, каçхи апат умĕн — 1 стакан.
  •  Сиплев-апат минерал шывĕнче тăвар нумай /1 литрта 1-10 грамм/. Ăна этикеткинче кăтартнă чирсенчен хÿтĕленме кăна ĕçмелле.
  •  Сиплĕ минерал шывĕнче тăвар 1 литрта 10 грамм. Ăна хырăмлăх, вуник пумăклă пыршă, çÿлти сывлав çулĕсен, пĕвер, ват хăмпин чирĕсем, диабет, самăрлăх, диатез аптратнă чухне тухтăр çырса панипе кăна ĕçмелле.

Пĕлтерĕшлĕ!

1. Минерал шывне апатчен çур сехет маларах е ун хыççăн пĕр сехетрен ĕçмелле. Унсăрăн вăл хырăмлăх сĕткенне шĕветет, çавна пула апат ирĕлесси йывăрланма пултарать.

2. Шăрăхра хытă сивĕтнĕ минерал шывĕ ĕçме тăрăшмалла мар: вăл ăш хыпнине ирттермест. Пуç мимин юн тымарĕсем тăрук сарăлнипе /сивĕ вĕсем патне юн пырса тулассине хĕтĕртет/ пуç ыратма пултарать.

3. Чĕрепе, гипертонипе, пÿре чирĕсемпе аптракансен шăрăхра минерал шывне тăтăшрах, анчах сахалраххăн ĕçмелле.

4. Минерал шывĕн кĕленчине уçнă хыççăн холодильникре виçĕ талăкран ытла упрамалла мар.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.