Комментари хушас

2 Çурла, 2016

Спорт кулленхи ĕçре вăй парать

Камай уйĕ — истори пĕлтерĕшлĕ вырăн. Хаяр Иван патша ертсе пынипе вырăс çарĕсем Хусана илнĕ чухне палăрнă Камай Хусеинов паттăра Хумпа Кĕтне юханшывĕсен хутлăхĕнче уйăрса панă çĕр лаптăкĕ хальхи вăхăтра Йĕпреç тăрăхĕнчи «Хĕрлĕ партизан» колхоза кĕрет.

Çулсерен «Камай уйĕнче» республика шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Хальхинче те унта Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен XV физкультурăпа спорт спартакиадине хутшăнакансем йышлăн пухăнчĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев спартакиадăна хутшăнакансене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланине пĕлтерчĕ.

«Йĕпреç районне спорт уявне йĕркеленĕшĕн тав тăватăп. Юлашки 5-7 çулта командăсен хушшинче конкуренци ÿсни, ăмăртусене çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерни лайăх курăнать. Çулсерен патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисем сывă пурнăç йĕркипе пурăнмаллине тата спортпа туслашмаллине хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетеççĕ», — терĕ Юрий Егорович физкультурăпа спорт спартакиадине ирттересси ырă йăла пулса тăнине палăртса.

XV спартакиадăра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина фитнес-аэробика ăмăртăвĕсене хутшăнчĕ. «Спортăн пĕр тĕсĕ те ансат мар, пуринче те тăрăшуллă пулмалла. Эпир тÿрĕ кăмăлпа ĕçлетпĕр, умри тĕллевсене пурнăçлатпăр. Спорт пире кулленхи ĕçре пулăшса пырать. Вăхăт сахал пулин те тренировкăсене çÿрерĕм. Фитнес-аэробика енĕпе министерство командине йĕркелеме пултартăмăр. Çĕнтерессе шанатпăр!» — терĕ Светлана Енилина.

Спорт уявне килнисене Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов, Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн Правлени председателĕ — Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕç, пысăк çитĕнÿсем тума хăват сунчĕç.

Хальхи вăхăтра физкультурăпа тата спортпа туслашма республикăра мĕнпур услови пур. Кашни районтах спорт комплексĕсем ĕçлеççĕ. 34 пине яхăн хĕрпе каччă ятарлă спорт шкулĕсенче ăсталăхне туптаççĕ. Республикăра тĕнче, Европа, Раççей шайĕнчи пысăк ăмăртусем тăтăшах иртеççĕ.

Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен XV физкультурăпа спорт спартакиадин çуллахи тапхăрĕн программине триатлон /шывра ирĕклĕ майпа ишесси, велосипедпа чупасси тата кросс/ кĕртнĕ. Патшалăх влаç органĕсен хушшинче ку енĕпе Физкультурăпа спорт министерствин атлечĕсене çитекенни пулмарĕ. Ĕç тăвакан органсен территори тытăмĕсен хушшинчи тупăшура Шалти ĕçсен министерствин команди пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен хушшинче Шăмăршăсен команди ыттисенчен ытларах очко пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Мини-футбол турнирĕн финал матчĕнче Ĕçлев министерствин спортсменĕсем, Раççей Пенси фончĕн республикăри управленийĕн футболисчĕсем, Шупашкар хулин команди малти вырăна тухрĕç. Вĕрен туртакансен ăмăртăвĕнче Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви, РФ Айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи управленийĕн атлечĕсем пĕрремĕш вырăна хăйсенчен вĕçертмерĕç. Фитнес-аэробика ăмăртăвĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн тата Налук службин Чăваш Енри управленийĕн командисем мала тухрĕç.

ЧР физкультура тата спорт министрĕ Сергей Шелтуков спартакиада çĕнтерÿçисене саламласа парнесемпе чысларĕ. Йĕпреç районĕн тата Пучинке ял тăрăхĕн администрацийĕсем, «Хĕрлĕ партизан» колхоз правленийĕ те спартакиадăна ирттерме пуçаруллă хутшăннăшăн тав сăмахĕсене тивĕçрĕç.

Геннадий КУЗНЕЦОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.