Комментари хушас

28 Утă, 2016

Ал айĕнчи паха удобрени

Кĕл — паха удобрени, çакна чылайăшĕ пĕлет. Ялсенче ĕлĕкрех килĕрен колхоз валли кĕл пуçтарнине аслă çулсенчисем лайăх астăваççĕ-ха. Кĕлре кали, кальци, фосфор нумай. Тимĕр, магни, кÿкĕрт, цинк тата ытти тăпрашăн лайăх, ÿсен-тăраншăн кирлĕ микроэлемент пур. Кĕл йÿçек, йывăр тăпрана йĕркелеме пулăшать.

Халĕ ялсенче пурте тенĕ пекех газпа усă кураççĕ. Пÿртсенче кăмакасем те сахал. Газпа усă курма ансатрах, çăмăлрах-çке. Çавăнпа-ши халĕ йĕри-таврари çырма-çатрасенче ÿсекен йывăçсем хăрса ÿксен те вĕсене вутăлăх тасатакан сахалрах. Хăрăк турат çырма-вартах çĕрет...

Çуллахи вăхăтра лаçра вутă чĕртесси те манăçа тухса пырать пулас. Юрать, мунча пур. Унта çунтарма паха вутă кирлĕ. Кĕле сивĕннĕ хыççăн кăмрăклăрах пулсан алламалла та упрама хумалла. Кăвайтра çунтарнă кĕл те аван, анчах çулăма полиэтилен хутсемпе пластик савăтсем, ытти хими япали пăрахма юрамасть. Кĕлре сиенлĕ хутăшсем пулаççĕ.

Шултра кăмрăклă пулсан кĕле алламалла, кăмрăка çĕнĕрен çулăма пăрахса шăратмалла. Хатĕр кĕле йывăç ещĕксенче, тачă хупăнакан хупăлчапа витсе упрамалла. Полиэтилен хутаçра конденсата пула кĕл нÿрелет.

Кĕле йĕпетмелле мар. Çумăрпа йĕпеннĕ кĕлте кали çухалать, пахалăхĕ япăхать.

Кĕл чылай ÿсен-тăраншăн усăллă. Купăста, çĕрулми, хăяр-кабачок, помидор, баклажан т.ыттине лартнă чухне шăтăкри тăпрана кăштах кĕлпе хутăштармаллине пĕрре кăна мар çырнă.

Улма-çырла тĕмĕсемпе йы­вăçĕсене те 3-4 çулта пĕрре кĕлпе апатлантармалла. Уйрăмах чиепе сливăшăн аван вăл. Йывăç йĕри-тавра 1-1,5 метр яхăнĕнче 10-15 см тарăнăш алтса çаврăнмалла. Канава кĕл сапса тухмалла е пĕр витрене 2 стакан кĕл ярса пăтратнă шыва сапмалла. Канава тÿрех тăпрапа хупламалла.

Слива, чие валли — 1 кг, çитĕннĕ улмуççи валли 2 кг яхăн кĕл кирлĕ. Хура хурлăхан тĕмне 2 стакан кĕл çителĕклĕ.

Хурт-кăпшанкăран, кăмпа чирĕсенчен кĕл шывĕ пулăшать. Ăна çапла хатĕрлемелле. 300 г кĕле 5 литр вĕрекен шыва ямалла, 15-20 минут вĕретмелле. Шыв сивĕнсе тăрăлсан сăрăхтармалла, 10 литра çити шыв, 40-50 г хуçалăх супăньне хырса хушмалла, пăтратмалла та ÿсен-тăрана типĕ çанталăкра каç пулттипе пĕрĕхмелле.

Йÿçек тăпрана килĕштерекен курăк-чечек кĕле юратмасть.

Кĕле суперфосфатпа, извеçпе, доломит «çăнăхĕпе» хутăштарса сапма юрамасть. Вĕсем пĕр-пĕрин усăлăхне путлантараççĕ. Тăпрана извеç сапнă хыççăн 2-3 çултан çеç кĕл хывма юрать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.