Комментари хушас

27 Утă, 2016

ВАТ ХĂМПИНЧЕ — ЧУЛСЕМ

Ват хăмпинче вĕтĕ чулсем пулсан мĕнле сипленмеллине тухтăр палăртать. Диетăна пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Диетолог тухтăрсем çапла сĕнеççĕ.

Кунне ултă хут ялан пĕр вăхăтра пĕчĕк виçе­семпе апатланмалла. Выльăх çăвне тип çупа улăштармалла. Талăкра 2 литр шыв ĕçмелле. Ват хăмпин чул чирĕ аптратсан 5-мĕш диета вырăнлă.

Юрать: шывра, духовкăра, пăспа пĕçернĕ çуллă мар какай /чăх, пăру, ĕне/; хуратул, сĕлĕ, вир пăтти; вермишель, çусăр сĕт çимĕçĕсем /тăпăрчă, кефир/; чăх çăмарти /кунне пĕрререн ытла мар/; чĕрĕ помидор, тип çу /сĕтлĕ тал пиçен, йĕтĕн, олива çăвĕсем/ хушнă салат; пăшăхланă улма-çырла; типĕ улма-çырла компочĕ, шăлан çырли чейĕ, шывпа çурмалла хутăштарнă тин юхтарнă сĕткен; типĕтнĕ ыраш тата тулă çăкăрĕ, типĕ печени; сахăр вырăнне ксилит е сорбит.

Юрамасть: какайпа пулăран хатĕрленĕ çуллă апатсем, çăра шÿрпе; ăшаланă какай, пахча çимĕç; консерв, кăлпасси, салă; çуллă сĕт çимĕçĕсем; кремлă кондитер изделийĕсем, тутлă чустаран хатĕрленĕ кукăль-булка, шăккалат; эфир çăвĕллĕ пахча çимĕç /ыхра, сухан, редис, шпинат, кăшкар ути/; кăмпа; маринадланă, тăварланă çимĕçсем, пăрăçлă соус, майонез; çăра кофе тата чей, газлă шĕвек, минерал шывĕ, алкоголь; пăрçа йышшисем; рис тата манна пăтти.

Шута илме: вар-хырăм чирĕсем вĕрĕлсен вĕтетнĕ апат, нимĕрленĕ пахча çимĕç, çăмарта хăпартмăшĕ, кĕсел, шывпа пĕçернĕ шĕвĕ пăтă кăна çимелле. Çак йĕркене виçĕ эрне пăхăнмалла. Унтан каллех 5-мĕш диета çине куçмалла.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.