Конференци: хаклав
Алена АРШИНОВА, РФ Патшалăх Думин Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ:
— Кăçалхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче «Единая Россия» партин съезчĕ федераци программине йышăнчĕ. Унăн тĕп положенийĕсен никĕсĕнче — чи малтан, паллах, пирĕн халăхăн сĕнĕвĕсем. Эпир партин малтанхи сасăлавĕччен районсене кайса çӳрерĕмĕр, çынсемпе тĕл пулса вĕсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яврăмăр. Çак самантсем вĕренӳ сферипе çыхăннă-и, сывлăх сыхлавĕпе-и, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕпе-и — вĕсем пурте пирĕн суйлав умĕнхи программăна кĕнĕ. Регион программине хатĕрленĕ чухне, паллах, федераци сĕнĕвĕсене те шута илнĕ. Чăваш Ен — пурăнмашкăн хăтлă хутлăх, унта çынсене чăнласах та хăтлă пулмалла. Программăна стратегилле сĕнӳсене те, хăвăртах татса пама май килекен самантсене те кĕртнĕ. Пирĕн мĕн кăтартмалли те, ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем те пур, çав хушăрах эпир çивĕч ыйтусене те аван пĕлетпĕр. Çак программăна хатĕрлеме хутшăннă çынсем хăйсен малалла кампа каймаллине лайăх ăнланаççĕ.
Елена НИКОЛАЕВА, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ, Олимп чемпионки:
— Партирен çитес суйлава хутшăнакан кандидатсене палăртрăмăр. Шансах тăратăп: кандидатсем пурте — Чăваш Республикин чăн-чăн патриочĕсем, вĕсем регионта пурăнакансен интересĕсене хӳтĕлĕç. «Единая Россия» парти программи социаллă тĕллевлĕ. Питĕ нумай ĕç тунă, çапах пурнăçламалли тата нумай-ха. Акă, тĕслĕхрен, пирĕн республикăра физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе сумлă тӳпе хывнă, ахальтен мар вăл чылай кăтартупа çĕршывра малти позицисене йышăнать. Кашни районтах физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекссем туни — савăнтаракан пулăм. Вĕсене халăх хаваспах çӳрет. Паллах, пурте пысăк спорта каяймĕç, çапах ФСКсем наци сывлăхне упрама пулăшаççĕ. Суйлав умĕнхи программăра та çĕнĕ спорт площадкисем, центрсемпе комплекссем, залсем, бассейнсем тумаллине палăртнă.
Владимир ВИКТОРОВ, Шупашкарти хула стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ:
— «Единая Россия» парти программи — пĕрлехи команда ĕçĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин парти сћездĕнче суйлав уçă та тĕрĕс иртмелле тесе палăртрĕ. Пирĕн суйлав умĕнхи программа та çак принципсем çинче никĕсленнĕ: уçă дебатсем, тӳрĕ кăмăллă конкуренци. Унти тĕп шухăш — Раççей аталанăвĕпе тăнăçлăхĕ, пире нимĕнле вăрçăпа хирĕçтăру та кирлĕ мар. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, пирĕн пултаруллă лидер, кашни çĕнĕ микрорайонта ача сачĕпе шкул, социаллă ытти объект пулмалла тесе тĕллев лартрĕ. Çавăнпа эпир çĕнĕ шкулсемпе садиксем, поликлиникăсем уçăпăр. Çакна та палăртса хăварас килет: «Единая Россия» парти çеç малтанхи сасăлав ирттерчĕ. Эпир халăхпа нумай тĕл пултăмăр, вĕсен наказĕсене хамăрăн уйрăм тата пĕрлехи программăсене кĕртрĕмĕр. Çав ыйтусене пурне те пурнăçа кĕртес тесе ĕçлĕпĕр.
Инна ИСАЕВА, Шупашкарти 5-мĕш гимнази директорĕ:
— Парти хастарĕсем халăхпа тĕлпулусем ирттернĕ май çынсене илтрĕç, çĕнĕ экономика условийĕсенчи приоритетсене палăртса суйлав умĕнхи программăна хатĕрлерĕç. Чи пĕлтерĕшлĕ аспектсен шутĕнче — çул-йĕр сечĕ, медицина аталанăвĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси... Вăхăт улшăнсах пырать, çавна май вăл ыйтнине тĕпе хурса эпир ĕçе ячĕшĕн тăваймастпăр. Хальхи вăхăтра çынсем чăнласах тăрăшса ĕçлекен кандидатсене çеç шанаççĕ. Депутатсен йышне кĕрес текен кашни кандидатах хăйĕн умĕнче мĕн тери пысăк яваплăх тăнине ăнланать пулĕ тесе шухăшлатăп.
И.КЛЕМЕНТЬЕВА ыйтса пĕлнĕ.