Комментари хушас

14 Утă, 2016

Кишĕр шăни тапăнсан

Кишĕр çумĕнче, çеçкеленсе тухакан вырăнта шурă, шăрка евĕрлĕскерсем тем чухлех çыпçăнса тăраççĕ. Унчченхи çулсенче çакнашкаллине асăрхаман. Мĕн-ши вăл? Чир пулсан мĕнле сиплемелле?

Надежда ГЕОРГИЕВА.

Шупашкар.

Куçпа курмасăр кишĕре мĕн сиенленине палăртма йывăртарах пулин те йăрана кишĕр шăни тапăннă тесе çирĕплетме пулать.

Кишĕр шăни — çак çимĕçĕн чи анлă сарăлнă, вăйлă сиен кÿрекен сăтăрçи. Шăна пĕчĕк — 4,5-5 мм вăрăмăш, хура тĕслĕ, йăлтăркка, витĕр курăнакан çутă çунатлă, пуçĕпе урисем сарă. Шăна çуркунне çу уйăхĕн иккĕмĕш çурринче «вăранать», кишĕрĕн 2-3 чăн çулçă тухсассăнах çеçке тымарланнă тĕле çăмарта хума тытăнать. Çăмарти 0,6 мм тăршшĕ, тăсланкă, шурă тĕслĕ. Пĕр ама 120 çăмарта хума пултарать. Пĕр-икĕ эрнерен /çанталăк условийĕсенчен килет/ çăмартаран вĕтĕ хурт /личинка/ тухать те çамрăк кишĕре тапăнать. Шăпах кишĕрти сарă 6-7 мм хуртсем — шăна личинкисем. Хуртланнă кишĕр тути япăхать, сĕтеклĕхĕ çухалать, управра выртнă чухне çĕрет. Хуртлă кишĕре апатра усă курма та кăмăлсăр.

Шăнана епле пĕтермелле-ха? Кишĕре пĕр вырăнта темиçе çул акма юрамасть, кĕркунне тымар çимĕçе кăларнă хыççăн тăпрана кăпкалатмалла. Шăна хурчĕ çăмхаланса /куколка/ шăпах тăпрара хĕл каçать. Кишĕре суханпа юнашар аксан лайăх. Çак икĕ çимĕçĕн сăтăрçисем — шăнасем. Вĕсем пĕр-пĕрне юратмаççĕ. Кишĕр шăни сухана тÿсеймест, сухан шăни — кишĕре.

Йывăç кĕлĕ, извеç шĕвекĕ, табак тусанĕ, сухан хуппин шывĕ шăнана хăратаççĕ. Вĕсемпе тăтăш, 5-7 кунра пĕрре, сапса тăмалла.

Енчен те кишĕре шăна хытах тапăннă пулсан инсектицидсемпе пĕрĕхмелле. Хими препарачĕсем — «Актара», «Ариво», «Децис». Кишĕре вĕсемпе ăшă çанталăкра инструкципе килĕшÿллĕн пĕрĕхмелле. Хими препарачĕсен лайăх енĕ — çу каçипе икĕ хут пĕрĕхни те çителĕклĕ. Ĕçленĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла.

Имçампа пĕрĕхнĕ хыççăн виçĕ эрнерен çимĕçе апатра усă курма юрать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.