Комментари хушас

7 Утă, 2016

«Извеç ура»

Тархасшăн, калăр-ха, "извеç ураллă" чăхсене мĕнле сиплемелле? Кĕçĕттерекен сăвăссене епле пĕтермелле?

Валентина ГОРШКОВА. Вăрнар районĕ.

Специалист сĕнĕвĕ: чăх-чĕпе, уйрăмах ÿссе çитĕннĕ чăхха тĕрлĕ йышши сăвăс тапăнать. Ытларах чухне вĕсем уран тĕксĕр вырăнĕсенче пулаççĕ, сайра-хутра тĕк çинче те. Сиенленнĕ вырăн кĕçĕтнĕрен чăх ăна тăтăшах сăхать, таккать. Çакна пула ÿт юнланса хытнă сийпе витĕнет, чĕрне çĕрме тытăнать. Чăх уксахлать, çăмарта тума пăрахать.

Кнемидокоптоз /ку чире çапла ят панă/ çуркунне тата çулла палăрать.

Чăхха акарицидсенчен пĕринпе /0,01 процентлă эктомин, 0,2 процентлă алуган, 0,4 процентлă трихлорметафос е 4 процентлă К супăнь/ усă курса сиплеççĕ. Унсăр пуçне 0,0025 процентлĕ бутокс та юрăхлă. Урине, кĕлеткипе пуçне тытса кайăк-кĕшĕке майĕпен 1-2 минутлăха хатĕр шĕвеке яраççĕ. 7 кунран çак ĕçе тепĕр хут пурнăçлаççĕ. Ун хыççăн таса хуралтăна вырнаçтараççĕ, хальччен усранă витене акарицидсемпе пĕрĕхтереççĕ.

Кнемидокоптоз чирĕнчен хÿтĕлес тесен 6 уйăхран аслăрах чăх ÿтне тăтăш тĕрĕслемелле. Йышăн 10 ытла проценчĕ чирлине палăртсан ăна йăлт улăштарса çĕнетмелле.

Уйрăм çын опычĕ: "Извеç урана" сиплемелли чи ансат мелпе паллаштарасшăн. Кăмăл пулсан ăна кашниех алла илме пултарать.

Чирлĕ чăх урине кăшт ăшăтнă тип çупа сĕрмелле. Ку ĕçе каç енне пурнăçламалла. 1-1,5 эрнерен юнланса хытнă сийсем хăйпăнса ÿкеççĕ.

Тепĕр меле те тĕрĕслесе пăхнă. 100-150 грамм тип çăва пĕр апат кашăкĕ солидол хушмалла, лайăх пăтратмалла, ăшăтмалла. Чирлĕ чăх урине ?черетпе% ăшă шĕвекре темиçе кун тытмалла. Çакă пĕрремĕш мелрен те лайăхрах.

Специалист шухăшĕ: Вулакан сĕнĕвĕ усăллă темелле. Чир сăвăсран пуçланнине шута илсен чăх урисене ăшăтнă çу ăшĕнче 1-2 эрне тытни сурана хăйпăнма пулăшать, сăвăс та сывлайми пулса вилет.

Анчах çак кăпшанкă уçă ÿт çинче кăна мар, тĕкре те тĕл пулать, çавăнпа чирлĕ чăхха комплекслă сиплемелле.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.