Комментари хушас

7 Утă, 2016

Асамат кĕперĕ пек ирис

Ирис чечекне пирĕн тăрăхра тахçанах çитĕнтереççĕ. Ытларах вăтам çÿллĕшлĕ кăвак, сенкер тĕслĕскерсемччĕ вĕсем. Хальхи вăхăтра ирисăн 30 пине яхăн сортне кăларнă. Лутрисем — 25-36 см, вăтаммисем — 37-70 см, çÿллисем — 70 см ытлараххисем пур. Хальхи сортсен чечекĕсем шултра тата вĕсем вăрах вăхăт чечекре лараççĕ. Асамат кĕперĕн мĕнпур тĕсĕпе йăлтăртатаççĕ. Ахальтен мар грексем ăна Ирида — асамат кĕперĕн турри — ятне панă. Шурă, сарă, кăвак, кĕрен, фиолет, хĕрлĕ-хăмăр, т.ытти тĕссемпе тыткăнлать вăл тăрăшуллă чечекçĕне.

Çак чечеке пĕлекенсем тÿсĕмлĕхĕшĕн тата юнтармăш марришĕн кăмăллаççĕ. Тата — ытарма çук хитришĕн. Çурхи чечексем хыççăн, çулла çитнине хĕпĕртесе чĕлтĕрти ачаш çеçке çĕр питне илемлетет.

Ириса пăхасси, ĕрчетесси кăткăсах мар. Капăррăн чечеклентĕр тесен унăн хăйнеевĕрлĕхне пĕлмелле. Хăшĕ-пĕринпе паллашни пăсмĕ.

1. Хĕвел лайăх ÿкекен вырăна килĕштерет. Кăнтăрла иртсен сулхăн лекекен вырăн аптрамасть. Яланах йывăç сулхăнĕнче ларакан ирис илемĕпе питех савăнтараймĕ. Нÿрлĕ, йывăр тăпрана юратмасть — чечек те кăлараймĕ.

2. Пĕр вырăнта 5-6 çул аванах туять. Çулсеренех чечекĕсем йышланса çеç пырĕç. 6-7 çултан ирис тĕмне çĕнетмеллех. Чечекленÿ вăйсăрланса пыма пуçлать.

3. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех пайлама-сайратма, куçарса лартма юрать. Çапах та чи ăнăçлă тапхăр — утă уйăхĕ. Çак вăхăталла вăл çеçке çурса тăкать, тымарĕ аталанма, хулăнланма пуçлать. Çĕнĕ хунавсене киввисенчен уйăрма çăмăл. Çĕннисен тымарĕсем çутăрах, ватă тымарсем пĕчĕккĕн çĕрсе пĕтеççĕ.

4. Тĕме йăлтах чавса кăлармасăрах ĕрчетме те меллĕ. Çулсеренех куçса, çĕнĕ вырăналла сарăлса пырать ирис. Аяккалла талпăнакан хунавсене çеç пайласа кăларса урăх тĕле лартма пулать.

5. Чечек тăкăннă хыççăн тунана аяларахран касса илмелле. Хĕле кĕриччен вара çеçкене те 10-15см хăварса касмалла. Ирисăн тымарĕсем тăпран çиелти сийĕнче сарăлаççĕ, час-часах çиелех тапса тухаççĕ. Çиелти тымарсене сивĕсем киличчен тăпрапа сапмалла, торф, çулçă хутăшĕпе витмелле. Çуркунне виткĕçе сирмелле.

6. Ириса тĕме пайласа çеç ĕрчетеççĕ. Вăрăран шăтарсассăн амăшĕн пахалăхĕ нумай чухне çухалать. Кăпка тăпрана килĕштерет. Лартма хатĕрленĕ ирисăн çеçкине 15 см хăварса касмалла, тымарне те кĕскетмелле. Хатĕрленĕ лупашкана лайăх çĕрнĕ тислĕкпе хăйăр хушса хутăштармалла. Çеçкене тăпрана ытлашши антармалла мар, тымарланакан тĕл тăпра сийĕпе пĕр тан пулмалла.

7. Лайăх чечеклентĕр тесен çуркунне тата çеçке çурнă вăхăтра минераллă удобренисемпе апатлантармалла. Вăл чĕрĕ тислĕк шывне юратмасть. Шултра, капăр, ачашрах сортсен тымарĕсем хĕлле шăнса пĕтме пултараççĕ. Вĕсене хыр-чăрăш турачĕсемпе хупламалла.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.