Ертÿçĕ пулмах çуралнă тейĕн
Саккăрмĕш класран вĕренсе тухнă Ирина Степанова питĕ тăрăшуллă. Çакна вĕрентекенсем те палăртаççĕ. Ăçта кăна çитмест-ши вăл? Миçе тупăшура ăмăртса шкул чысне хÿтĕлемен-ши? Тантăшĕсемшĕн вăл — ырă тĕслĕх, амăшĕшĕн — савăнăç. Ирина класра кăна мар, ушкăнпа тупăшакан ытти конкурс-вăйăра та командир тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçлать.
— Ыттисене ертсе пыма йывăр мар-и? — кăсăклантăм эпĕ.
— Малтанах шиклентеретчĕ, паллах. Яваплă ĕç вĕт-ха вăл. Халĕ пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулса пырать. Акă кăçал «Зарница» çарпа спорт вăййисене класри хĕрачасемпе хастар хутшăнтăмăр. Эпĕ — командир. Ыттисене мĕн те пулин хушма, командăсене тĕрĕс те пурте илтмелле калама физкультура учителĕ Николай Иванович Зайцев вĕрентрĕ.
«Зарницăра» эпир ушкăнсенчен иккĕмĕш тупăшрăмăр. «Хĕрачасен батальонĕ», — терĕç пире шÿтлесе сержантсем. Малти вырăна тухаймарăмăр пулсан та кулянмарăмăр. Хамăра тивĕçлипех кăтартнине чылайăшĕ палăртни хавхалантарчĕ пире. Тепĕр çул малтисен йышне кĕретпĕрех, — пулчĕ хурав.
— Хастарлăхпа хăюлăх çуралсанах пулнă-и санра? Е кайран аталаннă?
— Манăн характер анненни пек теççĕ. Ăна Салампи Алексеевна тесе чĕнеççĕ. Чăн-чăн чăваш ячĕпе палăраканскер пур енĕпе те маттур. Анне маншăн — тĕслĕх. Эпĕ унпа кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен пĕр евĕрлĕрех пулнишĕн чунтан савăнатăп, — йăл кулать Ирина.
Спортра хастарскере вĕренÿри çитĕнĕвĕсемшĕн те мухтамалăх пур. Ăс-хакăлпа çыхăннă кашни конкурс-викторинăна Ирина хапăлласах хутшăнать. Уйрăмах математика, хими, литература кăсăклантарать ăна. Акă нумай пулмасть çак тăрăхри Калайкасси шкулĕнче ăс-хакăл конкурсĕ иртнĕ. Тĕрлĕ шкултан пуçтарăннă унта ачасем. Шомик шкулĕнчи саккăрмĕш классем те хутшăннă тупăшăва. Вĕсен командирĕ кам пулнă тетĕр? Паллах, Ирина. Маттурсем 2-мĕш вырăн йышăннă.
Шкул ачисен хушшинче çулсерен иртекен «Экселсиор» ăслăлăхпа практика конференцийĕсенче те тăтăшах палăрать пултаруллăскер. Кăçал Ирина Раççейри паллă хĕрарăм математик Софья Ковалевская пирки тĕпчесе хатĕрленĕ ĕçе ăнăçлăн хÿтĕленĕ.
— Цифрăсен тĕнчи шкула çÿреме пуçласанах илĕрт-ме тытăнчĕ. Задачăсене çăмăллăнах шутлатăп, кăткăсраххисен тупсăмĕсене те тупатăп, — хăпартланса калаçрĕ юратнă предмечĕ çинчен хĕрача.
Вĕрентекенсем Иринăн çивĕч ăсне кăна мар, ĕçченлĕхне те палăртмасăр хăвармарĕç.
— Ирина шкулти практикăна кашни кун çÿрерĕ. Шкул пахчинчи, таврашĕнчи ĕçсене кăмăлтан тăрăшса тата тĕплĕн пурнăçлать вăл. Ячĕшĕн ĕçлесси, чееленесси йăлара çук унăн, — тет физкультура вĕрентекенĕ.
— Ĕç практики 16 кун пычĕ. Унта класпа çÿрерĕмĕр, туслăн ĕçлерĕмĕр. Пахча çимĕç лартнă йăрансене çумласа кăпкалатрăмăр, шăвартăмăр. Чечексене те тимлĕх уйăртăмăр, — терĕ Ирина.
— Чун киленĕçĕ пур-и? Ăна мĕнре тупрăн эсĕ?
— Апат-çимĕç янтăлама питĕ кăмăллатăп. Çакна кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне туйса илтĕм. Виççĕмĕш класра пĕрремĕш хут анне мана яшка пĕçерме вĕрентрĕ. Вăрттăнлăхсене те уçса пачĕ. Кăшт вăхăт иртсен хам тĕллĕнех апат хатĕрлеме хăнăхрăм. Пуçласа шăккалатран янтăланă кукăльпе хăналарăм килтисене. Юратса сăйланчĕç вĕсем, мухтарĕç. Малашне те кухньăра тăрăшрăм. Французла хатĕрленĕ çĕрулми тата шăккалат кексĕ — килĕшеççĕ. Вĕсем ăнăçлă пулаççĕ манăн.
Тата вĕтĕ шăрçапа тĕрлĕ ÿкерчĕк тĕрлетĕп. Ытларах пейзажсем сăнарлама кăмăллатăп. Пушă вăхăт тупăнсан алла йĕппе çип тытса алсиш-нуски çыхатăп, — пĕлтерчĕ ăста алăллăскер.
«Тантăш» тусĕсене Ирина тăрăшуллă пулма, яланах малалла талпăнма, тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунать.
— Мĕн те пулин ăнăçлă пулса тухмасан та пуç усмалла мар, тепĕр чухне çитĕнÿ пулатех, — терĕ вăл.
Нина ЦАРЫГИНА.
Муркаш районĕ,
Шомик шкулĕ.