МĔНЛЕ ПĂТĂ ХАТĔРЛЕМЕЛЛЕ?
Ача чирлесен апата суйласа çитермелле. Диетологсем сывлăхшăн лайăх çакăн пек менюсем сĕнеççĕ.
Вар-хырăм пăсăлсан
Шăккалатлă рис пăтти. 50 грамм рис, 250 миллилитр шыв, 10 грамм услам çу, 5 грамм сахăр, 5 грамм какао. Риса шыва ярса лайăх пĕçермелле. Какаона сахăрпа пăтратса пăтта хушмалла. Унтан ала витĕр сăтăрса кăлармалла та турилкке çине тӳпелесе хумалла, тăрринче путăк тумалла, унта çу ямалла.
Манна пăтти кишĕр сĕткенĕпе. 2 кишĕр, 2 чей кашăкĕ манна кĕрпи, 2 стакан сĕт, 1 апат кашăкĕ услам çу, 2 чей кашăкĕ сахăр, тăвар. Вĕрекен сĕте манна кĕрпи ярса пĕçермелле. Кишĕре тасатмалла, вĕтĕ теркăпа хырмалла, сĕткенне пăчăртаса юхтармалла, манна пăттине ямалла, тăвар, сахăр, çу хушмалла. Лайăх пăтратмалла та çулăм çинчен илмелле.
Сĕтпе пĕçернĕ хуратул пăтти. 50 грамм кĕрпе, 200 миллилитр сĕт, 100 миллилитр шыв, 8 грамм сахăр, 5 грамм услам çу, тăвар. Кĕрпене çӳп-çапран тасатмалла, çумалла, вĕрекен шыва ярса пĕçерме лартмалла. Унтан вĕри сĕт ямалла та пĕçерсе çитермелле /вăтамран 1 сехет/. Çулăма сӳнтериччен сахăрпа пĕр чĕптĕм тăвар хушмалла. Ачана çиме лартса париччен услам çу ярса пăтратмалла.
Чĕрепе пӳре чирĕсем
Сĕтпе пĕçернĕ урпа пăтти /ячневая каша/. 60 грамм урпа кĕрпине вĕрекен шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 15-20 минут пĕçермелле. Унтан вĕри сĕт хушмалла, тăвар сапмалла, пăтă пиçичченех вĕретмелле. Çу хушса çимелле.
Рис пăтти пĕверпе. 2 апат кашăкĕ рис, 100 грамм пĕвер, 1 чей кашăкĕ услам çу, 2,5 стакан шыв, тутă кĕмелĕх тăвар. Риса çӳп-çапран тасатмалла, çумалла, вĕрекен шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче кĕрпе лайăх пиçичченех вĕретмелле. Пĕвере çурхахран тасатмалла, аш арманĕпе авăртмалла, вĕрекен шыва ярса 5-8 минут пĕçермелле. Тăвар, услам çу хушса пăтратмалла та çулăм çинчен илмелле.
Крем-яшка сĕлĕ кĕрпипе. 40 грамм сĕлĕ кĕрпи, 100 миллилитр сĕт, 5 грамм услам çу, çур çăмарта сарри, 250 миллилитр шыв. Темиçе шывра çунă сĕлĕ кĕрпине сивĕ шыва ямалла, çĕр каçа лартмалла. Ирхине çак шывĕпех вăйсăр çулăм çине лартмалла, савăта хупăлчапа витмелле мар. Пăтратсах тăрса 45 минут пĕçермелле. Сĕт ямалла, вĕретсе илмелле те тӳмелле, сăрăхтармалла. Тăвар хушса тепĕр хут ăшăтмалла. Çур чей кашăкĕ çу тата лăкаса кăпăшлантарнă çăмарта сарри ямалла. Çак яшкана типĕтнĕ шурă çăкăрпа çимелле.
Пĕвер чирĕсем
Сĕтпе пĕçернĕ геркулес пăтти. 3 стакан геркулес, 2 стакан сĕт, 1 чей кашăкĕ сахăр, 1 чей кашăкĕ услам çу, 0,5 стакан шыв, тутă кĕмелĕх тăвар. Вĕрекен шыва геркулес ярса 2-3 минут пĕçермелле. Вĕри сĕт хушса пăтта лайăх пиçичченех вĕретмелле. Тăвар, сахăр ярса пăтратмалла. Çулăм çинчен илсен услам çу хушмалла.
Çăра мар вир пăтти. 2 апат кашăкĕ кĕрпе, чĕрĕк стакан сĕт, 1 чей кашăкĕ сахăр, 0,5 стакан шыв, 1 чей кашăкĕ услам çу, тăвар тутă кĕмелĕх. Кĕрпене çӳп-çапран тасатмалла, çумалла, тăвар хушнă вĕри шыва ямалла, 10 минут пĕçермелле. Унтан шывне тăкмалла та вĕри сĕт ярса пиçичченех вĕретмелле. Сахăр сапмалла, çулăм çинчен илсе услам çу хушмалла.
Рис яшки курагапа. 20 грамм рис, 450 миллилитр шыв, 80 грамм курага, 15 грамм сахăр, 50 миллилитр çăра сĕт /сливки/. Курагана вĕтĕ вакламалла, тин вĕренĕ шыва ямалла, сахăр хушса 2-3 сехет лартмалла. Риса пĕçермелле, çăра сĕтпе хутăштармалла. Пулнă хутăша курага шывне ярса пăтратмалла. Яшкана сивĕлле çимелле.