Комментари хушас

6 Утă, 2016

КАШНИ ӲСĔМРЕ - ХĂЙНЕ ЕВĔР

Ачана тĕрлĕ чиртен ӳсĕмне кура сиплемелле. Çак йĕркесене пĕлни, вĕсене пăхăнни ытлашши пулмĕ.

4-7 çулсенче

Пыра чӳхеме. Тăватă çулхи ача çак процедурăна тума пĕлмест-ха. Тарăн савăт умне тăрса унпа пĕрле эсир те пыра чӳхĕр. Хăвăр мĕнле тăрăшнине кăтартăр: пуçа хыçалалла ярăр, пырти шыва пăкăртаттарăр. Ачашăн ку вăйă вырăнне пулĕ, хăй те часах сирĕн пек тума хăнăхĕ. Стакана малтан — вĕренĕ кăшт ăшăрах ахаль шыв, кайран эмел шур курăкĕнчен /шалфей/ е эмел курăкĕн /ромашка/ чечекĕнчен хатĕрленĕ çăра мар шĕвек ярăр. Шĕвек тути ачашăн кăмăллă пултăр, ан хăстартăр, мĕншĕн тесен пĕчĕк ачасен ку туртăм питĕ вăйлă. Енчен те чӳхенĕ чухне лĕклентерме пуçласан процедурăна вĕçлемелле.

Ăшă хума. Нӳрĕ ăшăпа — горчичникпа, спирт, çу, пыл, курăк компресĕсемпе — ача ӳсĕрсен, хăлхи ыратсан усă кураççĕ. Кунта тĕп компонент — вăхăт иртнĕ май сивĕнекен шыв е урăх шĕвек. Çавăнпа нӳрĕ ăшă нумайран та 2 сехете çитет, ăна çĕр каçа хăвармалла мар — усă вырăнне сиен кăна пулать. Лимфа тĕввисем шыçсан, гайморит аптратсан нӳрĕ компресс хума юрамасть, типĕ ăшă /шарф, тутăр, ятарлă çыхă/ кирлĕ.

Фитотерапи те çакăн пекех витĕм кӳрет. Анчах чирлĕ ачапа поликлиникăна тăтăш çӳреме йывăртарах. Çавăнпа ăшăтма йытă, качака, тилĕ, упа, сурăх çăмĕпе усă курма юрать. Сурăх çăмĕ нӳрĕке лайăх сăхса илет, вырăнлă сапалать, ланолин нумаййипе вырăнти аллерги реакцине пула тăртаннине ирттерет.

8-12 çулсенче

Пыра сиплеме. Ачан пырĕ хытах ыратать-и? Чӳхеме мелисса е пĕтнĕк /мята/ шĕвекĕсем хатĕрлĕр. Термосри тин вĕренĕ 1 стакан шыва 1 апат кашăкĕ чĕртавар ярса 30 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Е вĕренĕ 1 стакан ăшă шыва 1 процентлă ментол çăвĕ 15-20 тумлам хушмалла.

Мăй çине нӳрĕ компресс хумалла. Чĕрĕк стакан вĕри шыва 1 чей кашăкĕ апат соди ярса ирĕлтермелле. Сĕтел çине шарф сармалла, пĕр сий мамăк хурса тухмалла, целлофанпа витмелле, ун çине 4-6 сий марльăна сода шĕвекĕнче йĕпетнĕ хыççăн кăштах пăрса хумалла. Компреса мăй çинче 2 сехет тытмалла. Процедура хыççăн мăйне алшăллипе сăтăрса илмелле те ача кремĕ сĕрмелле, çăм шарфпа чĕркесе çыхмалла.

Сăмса хăвăлĕсене çума. Шкул çулĕнчи ачан сунасĕ час-часах сăмса хăвăлĕсем шыçнипе — синуситпа — йывăрланать. Унран хăтăлма ачана каçхине çывăрма выртас умĕн сăмсине — апат содин шĕвекĕпе /1 стакан ăшă шыва — чей кашăкĕн вĕçĕпе апат соди/ е газсăр минерал шывĕпе, унтан эмел курăкĕн чечекĕн тата эмел шур курăкĕн тата пĕтнĕк çулçин шĕвекĕпе чӳхеттермелле. Курс — 4-5 процедура.

Шĕвеке çапла хатĕрлеççĕ: 1 апат кашăкĕ эмел шур курăкĕн çулçине, çур чей кашăкĕ эмел курăкĕн чечекне, 1 чей кашăкĕ пĕтнĕк çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, пĕр чĕптĕм тинĕс тăварĕ хушмалла, 40 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Ача ăшă шĕвеке сăмсипе турта-турта илтĕр.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.