Кашни кун çĕнни
Çуллахи каникул малалла пырать. Çак вăхăта усăллă та кăмăллă ирттерме тăрăшатпăр.
Çу кунĕ питех те ăш-пиллĕ тапхăр-çке пирĕншĕн! Пĕрисем лагерьте канса сывлăхне çирĕплетеççĕ, теприсем ашшĕ-амăшĕпе тĕрлĕ çулçÿревре пулма тăрăшать, виççĕмĕшĕсем урăх хуласемпе ялсене курса çÿреме çула тухаççĕ… Паллах, кашни самант кашниншĕн интереслĕ.
Тăван кĕтес ытларах кăмăла каять нумайăшне. Пирĕн шкулта çулсеренех сывлăхпа кану лагерĕ ĕçлет. Кăçал та вăл аван йĕркелерĕ хăйĕн сменине. Икĕ отряд пулчĕ. Канма кунта пурте пур. Тĕрлĕ вăйă, конкурс йĕркелетпĕр. Столовăйра тăрăшуллă та хăйсен ĕçне чунтан парăннă поварсем пĕçернĕ апат мĕнле тутлă! Темĕн те пур менюра.
Аслă ушкăнри ачасем шкул пахчине тирпейлес ĕçе хастар хутшăнчĕç.Кĕçĕннисем вара вĕсене пулăшрĕç. Екатерина Ивановна Григорьева воспитатель кашни кунах тĕрлĕ конкурс, ăмăрту, экскурси ирттерме пултарчĕ. Шкул библиотекарĕ Петр Михайлович Романов вулавăшри кĕнекесене «Сиплеме» йыхравласан, эпир хаваспах килĕшрĕмĕр. «Больницăра» çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне нумай кĕнеке иккĕмĕш «пурнăç» илчĕ. Халĕ çав кĕнекесем каллех нумайăшĕн аллине лексе вĕсен кăмăлне уçĕ.
Тăрăн шкулĕнчи лагерьте канакансем пирĕн патра хăнара пулни те нумайлăха асра юлĕ. Пĕрле ирттернĕ «Хаваслă стартсенче» туслăх çĕнтерчĕ.
Усăллă та интереслĕ иртекен каникул кашнин асĕнче юласси иккĕленÿсĕр.
Ульяна АНДРЕЕВА.
Шупашкар районĕ,
Ишек шкулĕ.